Чÿрече янаххинче - çырла та помидор...

Категория: ПУБЛИКАЦИИ Опубликовано: 28.10.2023, 08:52 Просмотров: 47

Çакăн пек ÿкерчĕке курма пулать Вăрнарти 3-мĕш «Ромашка» ача сачĕн чÿрече янаххисем çинче. Помидор пиçсе çитнĕ. Тепĕр контейнерта хĕрлĕ çĕр çырлисем илĕртсе лараççĕ. Хĕрлĕ кăшман, пăрçа, пăрăç, тĕрлĕ йышши ешĕл салатсем... Пахча тейĕн!

Сентябрьте кунта агролаборатори ĕçлеме пуçланă. Алина Николаевна Яковлева тата Валентина Леонидовна Алексеева воспитательсем пулăшнипе ачасем çĕр ĕçне пĕчĕкренех хăнăхаççĕ. Çакăн валли кунта мĕнпур условисем пур. «Взрослые - детям» акци йĕркипе ача садне 123 пин тенкĕ уйăрнă. Çак укçа-тенкĕпе агролаборатори валли оборудованисем туяннă. Вăл шутра - контейнерсем, çĕр, ачасен ÿсĕмне кура - ĕç хатĕрĕсем, микроскопсем, лейкăсем, кантăк ăшĕнчи автоматизациленĕ йăран тата ытти те.

Ачасем çÿлерех асăннă çимĕç-курăксене воспитательсемпе пĕрле акнă. Хăшĕсене – маларах, чылайăшне – агролаборатори ĕçне пуçарса ярсан.

Ĕнер ача садĕнчи агролабораторие официаллă майпа уçрĕç. Вăрнар округĕн пуçлăхĕ Андрей Тихонов çакă ачасемшĕн çав тери кирлĕ ĕç пулнине, вăл çитĕнекен ăрăва кĕçĕн çулсенченех çĕрпе туслашма пулăшнине пĕлтерчĕ. Вăрнар - аграри округĕ пулнине, тен, ача садĕнче илнĕ опыт кама та пулин ял хуçалăхĕпе çирĕп туслашма пулăшнине палăртрĕ.

Садик ертÿçи Ирина Антонова агролабораторишĕн уйрăмах кĕçĕннисем питĕ савăннине пĕлтерчĕ, çакăн пек май туса панăшăн округ ертÿлĕхне чĕререн тав турĕ.

Ачасем çĕр ĕçĕпе кăсăкланни тÿрех курăнать. Вĕсем йывăçсем, ÿсентăрансем пирки нумай пĕлеççĕ. Çакна презентаци вăхăтĕнче те кăтартса пачĕç. Çавăн пекех вĕсем юман йĕкелĕсене лартрĕç. Ку ĕçе округ пуçлăхне Андрей Тихонова тата вĕрентÿ пайĕн пуçлăхне Алексей Фирсова та хутшăнма ыйтрĕç. Кашнин ятне çырса хучĕç. Хунавсем шăтсан вĕсем малашлăхра Вăрнара та илемлетĕç-ха. Çакна та шанас килет: агролабораторире опыт илекенсем хушшинчен, тен, ученăй-агрономсем е ял хуçалăхĕн ытти специалисчĕсем те тухĕç...

Светлана ЧИКМЯКОВА

Добавить комментарий

АРХИВ МАТЕРИАЛОВ

Май 2024
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
29 30 1 2 3 4 5
6 7 8 9 10 11 12
13 14 15 16 17 18 19
20 21 22 23 24 25 26
27 28 29 30 31 1 2

КАЛЕНДАРЬ ПРАЗДНИКОВ

Яндекс.Метрика