Чăваш чĕлхи эрнинче

Категория: ПУБЛИКАЦИИ Опубликовано: 05.05.2018, 16:09 Просмотров: 712

Чăвашсене çутта кăлараканĕ, çĕнĕ çырулăх йĕркелесе яраканĕ И. Я. Яковлев çуралнăранпа 170 çул çитнине асăнса шкулта тĕрлĕ мероприятисем иртрĕç.

Чăваш чĕлхипе литература урокĕсенче вĕренекенсем Яковлев пурнăçĕпе пултарулăхĕпе тĕплĕнрех паллашрĕç, калавĕсене вуласа, тĕрлĕрен инсценировкăсем хатĕрлерĕç. Чăваш чĕлхи эрнинче шкул ачисем республика шайĕнчи мероприятисене те хутшăнчĕç. Кĕçĕн классем хушшинче иртекен «Туслăх хĕлхемĕ» конкурсра 4-мĕш класс ачисем «Чăваш апат-çимĕçĕ» номинацире(ертÿçи Ольга Ивановна Андреева) пĕрремĕш вырăн йышăнчĕç.

Чăваш чĕлхи эрнине пĕтĕмлетсе ака уйăхĕн 27-мĕшĕнче сцена çинче хаваслă курав пулчĕ. Уяв залне Яковлева халалланă кĕнеке куравĕ, унăн калавĕсем тăрăх хатĕрленĕ ÿкерчĕксен куравĕ капăрлатрĕç.

Ку мероприятие пур класс та активлă хутшăнчĕ. Кашниех интереслĕ номерсем хатĕрленĕ. Юрă-ташă, сăвă тата кулăш ăстисем чуна тивмелле выляма пултарчĕç. Кĕçĕн классенче вĕренекенсем Яковлев калавĕсем тăрăх инсценировкăсем кăтартрĕç. Иккĕмĕш класс ачисем ташласа тата кашăк çапса кăтартни пурне те килĕшрĕ. Виççĕмĕш классем чăваш поэчĕсен сăввисене артистсенчен пĕрре те кая мар вуларĕç. Вуннăмĕш класра вĕренекенсем Яковлев халалĕсене ăста каласа пачĕç. Саккăрмĕшсем чăваш чĕлхи çинчен илемлĕ сăвăсем янраттарчĕç. Пиллĕкмĕшсем илемлĕ чăваш ташшипе савăнтарчĕç. «Чăваш пики – 2018» районти конкурсăн «Чи пултаруллă пике» номинаци çĕнтерÿçи Вика Пыркова илемлĕ юрă шăрантарчĕ. Пиллĕкмĕш классемех тĕрлĕрен шÿтсене çав тери илемлĕ вылярĕç. Ертсе пыракансем вара пур енĕпе те пултаруллă, маттур чăваш хĕрĕсем Олеся Порфирьевапа Женя Ластухина пулчĕç. Уйрăмах 4-мĕш класра вĕренекен Данил Терентьев, Полина Борисова, 5-мĕш класри Лера Голубчикова, Лера Анисимова, 8-мĕш класс хĕрачисем ăсталăх кăтартрĕç.

Шкул директорĕ Татьяна Павловна Ефимова чăваш чĕлхи эрни лайăх иртнине палăртрĕ, чăваш чĕлхине вĕрентекенсене Людмила Михайловна Терентьевана тата Дина Георгиевна Петрована тав сăмахĕсем каларĕ. Çак мероприяти чăваш чĕлхине юратса вĕренме, унпа çырура та, калаçура та тĕрĕс усă курма, чăваш культурине, чăвашсен паллă çыннисем çинчен лайăхрах пĕлме пулăшасса шанса тăратпăр.

Добавить комментарий

АРХИВ МАТЕРИАЛОВ

Апрель 2024
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
1 2 3 4 5 6 7
8 9 10 11 12 13 14
15 16 17 18 19 20 21
22 23 24 25 26 27 28
29 30 1 2 3 4 5

КАЛЕНДАРЬ ПРАЗДНИКОВ

Яндекс.Метрика