Ветерансемпе сусăрсене – социаллă пулăшу

Категория: ПУБЛИКАЦИИ Опубликовано: 05.05.2018, 16:09 Просмотров: 528

Хаçат корреспонденчĕн ыйтăвĕсене Чăваш ен ,çлев тата социаллă хÿтлĕх министрĕ Сергей ДИМИТРИЕВ хуравлать:

Калăр-ха, тархасшăн, республикăри миçе çын «Ĕç ветеранĕ» тата «Чăваш Республикин ĕç ветеранĕ» ятсене илнĕ тата вĕсем пулăшун мĕнле мерисемпе усă курма пултараççĕ?

– Паянхи куна республикăра «,ç ветеранĕ» тата «Чăваш Республикин ĕç ветеранĕ» ятсене илнисем 182 пин çын пурăнаççĕ, çав шута Чăваш ен Пуçлăхĕн Указĕпе килĕшÿллĕн, 2012 çултанпа 37,5 çултан кая мар ĕç стажĕ пур хĕрарăмсемпе 42,5 çултан кая мар ĕç стажĕ пур арçынсем пĕтĕмĕшле 60 пине яхăн çын кĕреççĕ. Вĕсен Чăваш Республикин «Вăрçă çулĕсенчи тыл ĕçченĕсемпе ĕç ветеранĕсене социаллă пулăшу парасси çинчен» тата «Чăваш Республикинчи ĕç ветеранĕсем çинчен» саккунсемпе çирĕплетнĕ çăмăллăхсемпе усă курма тивĕç пур. ,ç ветеранĕсене паракан социаллă пулăшу мерисем çапларах – вĕсем уйăхсерен укçа тÿлевĕ илсе тăраççĕ (хальхи вăхăтра унăн виçи 1100 тенкĕ) тата вĕсене вырăнти телефон çыхăнăвĕн абонент линийĕпе (пралук линийĕпе) усă курнăшăн абонент тăкакĕсене 50 процент саплаштарса компенсаци параççĕ. Çак тĕллевпе иртнĕ çул 1,7 млрд тенкĕ тăкакланă. Кăçал та пĕлтĕрхи шайран кая пулмалла мар.

– Инвалидсене социаллă пулăшăвăн мĕнле мерисемпе тивĕçтереççĕ?

– Республикăра хальхи вăхăтра 85 пин ытла инвалид шутланать. Вĕсене пурăнмалли çурт-йĕршĕн тата коммуналлă пулăшусемшĕн тÿлекен укçа тăкакĕсен çуррине саплаштараççĕ, çавăн пекех тĕп юсав взносĕсен тăкакĕсемшĕн компенсаци параççĕ.

2017 çулта республика бюджетĕнчен çак тĕллевпе 300 млн ытла тенкĕ уйăрнă. Социаллă пулăшăвăн мерисене, çемьен членĕсене те шута илсен, 114 пин ытла çын илнĕ. Çав шутра инвалид ачасем пур çемьесемпе инвалидсем çурт-йĕрте пурăннăшăн тÿленĕ укçа тăкакĕсене, 2017 çулхи пĕтĕмлетÿсем тăрăх, 270 млн ытла тенкĕ саплаштарнă. Çак пулăшусене илнĕ çынсен йышĕ 83 пинрен те иртнĕ.

Инвалидсен пурăнмалли çурт-йĕр условийĕсене лайăхлатас тĕлĕшпе республикăра мĕнле мерăсем пурнăçланаççĕ?

– Пурăнмалли çурт-йĕр условийĕсене лайăхлатма тивĕçлĕ инвалидсене, çурт-йĕр туянмалли ĕнентерÿ хутне тĕпе хурса, федераци бюджетĕнчен уйăракан укçапа хваттер туянса параççĕ. 2017 çулта 39 инвалида 34,1 млн тенкĕлĕх, Тăван çĕршывăн Аслă вăрçин 5 инвалидне 5,7 млн тенкĕлĕх социаллă пулăшăвăн çак мерисемпе тивĕçтернĕ. Ку çул валли асăннă ушкăнри граждансене – пĕтĕмпе 16 çынна – çурт-йĕрпе тивĕçтерме 16,8 млн тенкĕ уйăрнă.

Сывлăх енчен хавшак, сусăр çынсене ĕçе вырнаçтарасси республикăра мĕнлерех пырать?

– Инвалидсене ĕçе вырнаçтарасси инвалидлăх илнĕ тапхăртан пуçланать. Хальхи вăхăтра инвалидсен вакансийĕсен республикăри банкĕн кăтартăвĕсем тăрăх 350 ĕç вырăнĕ пур, ку информацие медицинăпа социаллă экспертиза учрежденийĕсене çитернĕ, çапла туни вара инвалидсем валли уйрăм программăсем хатĕрлес вăхăтрах вĕсене ĕç тупма май парать.

Чăваш ен ,çлев министерстви инвалидсене ĕçпе тивĕçтерме пулăшакан мерăсен комплексне пурнăçлама тăрăшать: ĕç вырăнĕсене çирĕплететпĕр, организацисенче ятарлă ĕç вырăнĕсем тăватпăр, специализациленĕ организацисенче ĕç вырăнĕсене сыхласа хăваратпăр. Республикăри халăха ĕçпе тивĕçтерекен служба органĕсен умне çакăн пек задача лартнă: ĕçлеме пултаракан инвалидсен (паянхи куна республикăра çавăн пек инвалидсем 26 пин ытла) 28 процентне ĕçпе тивĕçтермелле. Кăçалхи январĕн 1-мĕшĕ тĕлне асăннă ушкăнри инвалидсен 28,7 процентне ĕç тупса панă. 2017 çулта Чăваш енри халăха ĕçпе тивĕçтерекен служба органĕсене 1,4 пин инвалид пынă, вĕсенчен 1038 çынна ĕç тупса панă. Инвалидсене ĕçе вырнаçтарассин шайĕ 2016 çулхинчен 6,7 чухлĕ ÿснĕ, 71,8 процентпа танлашнă.

Добавить комментарий

АРХИВ МАТЕРИАЛОВ

Апрель 2024
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
1 2 3 4 5 6 7
8 9 10 11 12 13 14
15 16 17 18 19 20 21
22 23 24 25 26 27 28
29 30 1 2 3 4 5

КАЛЕНДАРЬ ПРАЗДНИКОВ

Яндекс.Метрика