Кашни ветеран хÿтлĕхе туйтăр

Категория: ПУБЛИКАЦИИ Опубликовано: 05.05.2018, 16:11 Просмотров: 547

Аслă Çĕнтерÿ кунне районта хатĕрленсе ирттерес енĕпе ĕçлекен йĕркелÿ комитечĕн черетлĕ ларăвĕнче çак шухăш тĕп вырăнта пулчĕ. Район администрацийĕн пуçлăхĕн заместителĕ – вĕрентÿпе çамрăксен политикин пайĕн пуçлăхĕ Денис Трофимов уявччен кашни фронтовик патне çитсе килмеллине палăртрĕ.

Район администрацийĕн пуçлăхĕ Леонид Николаев виçĕмкун тăватă паттăра – Шăхальти Михаил Петрович Петрова, Алексей Павлович Павлова, Хапăсри Иван Федорович Кондукторова, Уйкас Кипекри Валентин Емельянович Емельянова – килĕрен çитсе саламланă, хăйĕнчен, çавăн пекех Чăваш ен Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев ятĕнчен открыткăсем тыттарнă.

Ларура вăрçă участникĕсем тивĕçлĕ канăва хăш предприятирен тухнине тишкерме, вĕсен пуçлăхĕсене те фронтовиксем патне çитсе килме сĕнчĕç.

Паянхи куна Вăрнар районĕнче вăрçă вут-çулăмĕ витĕр тухнă 31 çын пурăнать. Вĕсене май пур таран Аслă Çĕнтерÿ уявĕн мероприятийĕсене хутшăнтармаллине палăртрĕç.

Йĕпреç тата Вăрнар районĕсен çар комиссарĕ Владимир Венедиктов йĕпреçсен тĕслĕхĕпе палăксем умне чĕрĕ чечексем кăна хума сĕнчĕ. Ун шухăшĕпе пурте килĕшрĕç. Çавăн пекех предприятисен колоннисене пурне те чукун çул вокзалĕ умĕнчи Çĕнтерÿ площадьне çитерес ыйту та çивĕч тăчĕ.

Денис Юрьевич Аслă Çĕнтерÿ кунĕн атрибутикине – Георгий хăйăвĕсене, ялавсене çĕртре йăвантарма юраманнине аса илтерчĕ.

Ларура çавăн пекех йĕркелĕхе сыхлас, хăрушсăрлăхпа тивĕçтерес, территорисене тасатас ыйтусене те çĕклерĕç.

Районти историпе краеведени музейĕ пурне те «Вилĕмсĕр полк» акцие хастартарах хутшăнма чĕнсе каларĕ. Май уйăхĕн 9-мĕшĕнче ку колонна «Вурнары: вчера, сегодня, завтра» стенд умĕнче 8 сехетренех пухăнма тытăнать.

Светлана ЧИКМЯКОВА.

Добавить комментарий

АРХИВ МАТЕРИАЛОВ

Апрель 2024
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
1 2 3 4 5 6 7
8 9 10 11 12 13 14
15 16 17 18 19 20 21
22 23 24 25 26 27 28
29 30 1 2 3 4 5

КАЛЕНДАРЬ ПРАЗДНИКОВ

Яндекс.Метрика