Çамрăк мăшăрсен пысăк савăнăçĕ

Категория: ПУБЛИКАЦИИ Опубликовано: 05.05.2018, 16:11 Просмотров: 588

Район администрацийĕнче 11 çамрăк çемьене уйрăм çурт тума е пурăнмалли кĕтес туянма ирĕк паракан свидетельствăна савăнăçлă лару-тăрура панă.

Район администрацийĕн пуçлăхĕн заместителĕ – вĕрентÿпе çамрăксен политикин пайĕн пуçлăхĕ Денис Трофимов Вăрнар районĕнче çамрăк çемьесене пурăнмалли çурт-йĕр ыйтăвне татса памашкăн социаллă пулăшу кÿресси çине пысăк тимлĕх уйăрнине палăртнă. Кăçал районти 20 çамрăк çемье социаллă тÿлеве тивĕçĕ. Вĕсенчен 7-шĕнче виçĕ тата ытларах ача çитĕнет. Денис Юрьевич мăшăрсене пурнăçри пĕлтерĕшлĕ пулăмпа ăшшăн саламланă, телей суннă.

Çамрăк мăшăрсем савăнăçа пытарман, вĕсем районпа республика тата çĕршыв ертÿçисене финанс пулăшăвĕ панишĕн тав тунă.

Акă Елена Енике тăватă ачана воспитани парса ÿстерет. Вăл хальхи вăхăтра Кив Шуртан ялĕнче пурăнать. Нумай ачаллă амăшĕ социаллă пулăшупа тĕллевлĕ усă курассине, пурăнмалли лайăх çурт туянма палăртнине пĕлтернĕ. «Эпир Çĕпĕр тăрăхĕнчен. Вăрнар районне Кемерово облаçĕнчен куçса килнĕ. Ятарлă программа пулнине пĕлнĕрен черете тăтăмăр. Нумай кĕтме тивмерĕ, çур çултан сертификата тивĕçрĕмĕр. Ку пирĕншĕн пысăк парне пулчĕ», – тенĕ Елена Сергеевна.

К.ЮРЬЕВ.

Добавить комментарий

АРХИВ МАТЕРИАЛОВ

Апрель 2024
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
1 2 3 4 5 6 7
8 9 10 11 12 13 14
15 16 17 18 19 20 21
22 23 24 25 26 27 28
29 30 1 2 3 4 5

КАЛЕНДАРЬ ПРАЗДНИКОВ

Яндекс.Метрика