Ертÿçĕсене те явап тыттарнă

Категория: ПУБЛИКАЦИИ Опубликовано: 08.05.2018, 10:20 Просмотров: 430

РФ Следстви комитечĕн республикăри следстви управленийĕ производствăра аманнă-суранланнă тĕслĕхсемпе çыхăннă уголовлă ĕçсене тишкерессине те уйрăм тимлĕхпе пурнăçлать.

Ку сферăри саккунсенче çырнă тăрăх, уголовлă явапа ĕç сыхлавĕпе хăрушсăрлăх техникин правилисене пăснăшăн, должноç тивĕçĕсене кирлĕ пек пурнăçламаннипе работниксен сывлăхĕсем сиенленнĕшĕн е вĕсем вилнĕшĕн тыттараççĕ. Тĕпчекен уголовлă ĕçсем, тĕпрен илсен, РФ Уголовлă кодексĕн 143-мĕш (ĕç сыхлавĕн правилисене уяманни), 216-мĕш (сăрт-ту, строительство тата ытти ĕçсене тунă чух хăрушсăрлăха тивĕçтерменни), 109-мĕш е 118-мĕш (асăрхамасăр вилĕм е сывлăха йывăр сиен кÿни) статйисемпе пуçарнисем.

Пĕлтĕр Чăваш енри следстви управленийĕ ку ушкăнри преступленисемпе 23 уголовлă ĕç пуçарнă, çав шутра производствăри вилĕмсем тĕлĕшпе 5. Кăçал акă хăрушсăрлăх техникине пăснипе 5 уголовлă ĕçе тишкереççĕ. Сăмах май, пĕлтĕр пĕр уголовлă ĕçĕ Вăрнар районĕнчи преступленипе пулнă.

Иртнĕ çул пĕтĕмпе 19 уголовлă ĕçе суда янă пулсан, кăçал – 8.

Каласа хăвармалла, пĕлтĕр ĕç хăрушсăрлăхне тивĕçтерменшĕн явап тыттарнисем хушшинче организацисен виçĕ ертÿçи те пур. Кăçал та икĕ уйрăм предпринимательпе пĕр организаци директорне айăплав тăратнă.

Следовательсем палăртнă тăрăх, производствăра инкек патне илсе çитерекен сăлтавсем çаксем: хăрушсăрлăх техники енĕпе работниксемпе инструктаж ирттерменни, яваплă çынсем работниксем правилăсене пăхăннине кирлĕ пек тĕрĕслеменни, ÿсĕр çынсене ĕçе явăçтарни, работниксене уйрăм хÿтĕлев хатĕрĕсем паманни тата ытти.

Производствăра шар курнисен прависен хÿтĕлевне, малтанхи следстви саккунлăхне тивĕçтерес тĕллевпе следстви управленийĕ малашне те çирĕп мерăсем йышăнĕ.

Районсем хушшинчи Çĕмĕрлери следстви пайĕ.  

Добавить комментарий

АРХИВ МАТЕРИАЛОВ

Апрель 2024
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
1 2 3 4 5 6 7
8 9 10 11 12 13 14
15 16 17 18 19 20 21
22 23 24 25 26 27 28
29 30 1 2 3 4 5

КАЛЕНДАРЬ ПРАЗДНИКОВ

Яндекс.Метрика