Яла çунтарма хирĕçленĕ

Категория: ПУБЛИКАЦИИ Опубликовано: 08.05.2018, 10:20 Просмотров: 864

Пĕррехинче эпир мăшăрпа Мускав облаçĕнче пурăнакан тăвансем патне хăнана кайрăмăр. Ялĕ пысăках мар, пысăк кÿлĕ хĕрринче ларать. Пĕчĕкрех вăрман та пур.

Эпĕ, ял урамĕпе пыраканскер, пĕр ватăрах хĕрарăмпа хĕрачана асăрхарăм та вĕсем патне пытăм, сывлăх сунса чарăнса тăтăм.

– Ытла та илемлĕ тавралăх, – терĕм.

– Çапла, вырăнĕ ытарма çук, – ăнлантарчĕ палламанскер.

Ватă хĕрарăм пĕр вăхăт шăпланчĕ те майĕпен сăмах çăмхине сÿтме пуçларĕ.

...Ку ĕç вăрçă çулĕсенче пулнă. Нимĕç салтакĕсем йĕри-тавра хуçаланнă. Вĕсем пĕтĕм выльăха пуçтарса кайнă.

– Начар пурăнтăмăр, çиме нимĕн те çук. Кÿлĕре пулă тыткалаттăмăр. Юрать, çĕрулми пурччĕ, – каласа пачĕ кинемей. – Кĕçех пирĕн çарсем нимĕçсене хĕстерме пуçларĕç. Акă пирĕн яла иккĕн çитрĕç, пĕрин аллинче канистра. Эпĕ çав вăхăтра кĕçĕн ачапа урамра тăраттăм. Пĕчĕкскер вĕсене курсан макăрма пуçларĕ. Пĕр нимĕç ахăрса ячĕ, аллисемпе хăлаçланчĕ. Иккĕшĕ тем самантра хирĕçсе кайрĕç. Хăюллăраххи аллинчи канистрне аяккалла вăркăнтарчĕ. Çаврăнчĕç те вĕсем, каялла кайрĕç. Çапла майпа сыхланса юлчĕ пирĕн ял. Ырă нимĕçе чылай çул ăшшăн аса илсе пурăнатăп. Ман алăри ачана курнипе кăмăлĕ улшăнчĕ пулĕ. Вунпилĕк кил халĕ те тĕрĕс-тĕкел ларать, мухтав Аслă Туррăмăра.

Ватă çын каласа пани интереслĕ пулчĕ. Паянхи кун та асрах çав самант.

Иван АНТОНОВ.

Кĕçĕн Кипек.

Добавить комментарий

АРХИВ МАТЕРИАЛОВ

Апрель 2024
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
1 2 3 4 5 6 7
8 9 10 11 12 13 14
15 16 17 18 19 20 21
22 23 24 25 26 27 28
29 30 1 2 3 4 5

КАЛЕНДАРЬ ПРАЗДНИКОВ

Яндекс.Метрика