Тĕп парада хутшăнаççĕ

Категория: ПУБЛИКАЦИИ Опубликовано: 08.05.2018, 10:21 Просмотров: 567

Хапăсри Владимир Канькинпа Юрий Григорьев ачаран туслă ÿснĕ. Пĕр класра ăмăртмалла вĕреннĕ. Спортра пысăк результатсемпе савăнтарнă.

Шкул хыççăн иккĕшĕ те çар профессине суйласа илнĕ, иккĕшĕ те Мускавра вĕренеççĕ: Владимир Раççей Оборона министерствин Çар университетĕнче, Юрий – Аслă команднăй училищĕре.

Курсантсем пĕлтĕр иккĕшĕ те Мускаври Аслă Çĕнтерÿ уявĕн çар парадĕнче утнă. Кăçал та унта хутшăнма тивĕçнĕ. Каччăсем ĕнерччен тăтăш репетицисенче пиçĕхнĕ.

Светлана ЧИКМЯКОВА.

Добавить комментарий

Яндекс.Метрика