Ĕçне вĕренекенĕсем тăсаççĕ

Категория: ПУБЛИКАЦИИ Опубликовано: 08.05.2018, 10:21 Просмотров: 470

Вăрнар район прокуратуринче чылай çул тÿрĕ кăмăлпа тимлесе хисепе тивĕçнисенчен пĕри – Анатолий Афанасьевич Афанасьев. Вăл 1935 çулта Красноармейски районĕнчи Янмурçин ялĕнче колхозниксен çемйинче çуралса ÿснĕ. 1942-мĕшĕнче, Упири вăтам шкула пĕрремĕш класа кайнă çул, фронтра фашистсемпе çапăçса ашшĕ пуçне хурать. Шкултан вĕренсе тухсан Ленин ячĕллĕ тăван колхозра вăй хурать, Упири шкулта библиотекарьте те тăрăшать.

Кĕнекесене юратниех-и, тен, Анатолие Армири виçĕ çулхи служба хыççăн Саратоври юридици институтне вĕренме кĕме хĕтĕртет.

Анатолий Афанасьевичăн Чăваш ен прокуратура органĕсенчи служби 1965 çулхи августра Шăмăршă район прокуратурин следователĕн должноçĕнчен пуçланнă. Тепĕр çулне май уйăхĕнче ăна Вăрнар район прокуратурине куçарнă. 17 çул хушши вăл Вăрнар районĕнче саккунлăх хÿтĕлевне пурнăçласа пынă, юлашки 10 çулне (1973 – 1983 çулсенче) – район прокурорĕн должноçĕнче. Ят-сумĕ, хисепĕ пысăк пулнăран, пĕрре мар Вăрнар поселокĕн тата районĕн халăх депутачĕсен Канашне суйланнă.

Каярахпа А.Афанасьев СССР Тĕп прокурорĕн приказĕпе 1983 çултан 1998 çулччен Шупашкарти Калинин район прокурорĕн, Чăваш ен прокуратурин пай пуçлăхĕн тивĕçĕсене пурнăçласа пырать. РСФСР тава тивĕçлĕ юрисчĕ (1985 ç.), РФ Прокуратурин Хисеплĕ ĕçченĕ (1995 ç.).

Шел, пĕлтĕрхи декабрĕн 31-мĕшĕнче Анатолий Афанасьевич пирĕнтен яланлăхах уйрăлса кайрĕ.

Тĕрĕссипе, пĕтĕм пурнăçне вăл саккунлăха, çынсен прависемпе интересĕсене хÿтĕлессине халалланă. Чылай прокуратура ĕçченĕшĕн – ырă тĕслĕх, чăн-чăн вĕрентекен. Ĕçтешĕсем, ун çулĕпе пыракан вĕренекенĕсем ăна ырăпа тата тав сăмахĕсемпе кăна асăнаççĕ.

– 1982 çулхи сентябрĕн пĕр кунĕнче эпĕ, Харьковри юридици институчĕн выпускникĕ, Вăрнар район прокуратурине Анатолий Афанасьевич Афанасьевăн ĕç пÿлĕмне пырса кĕтĕм. Çапла паллашрăм эпĕ çак тĕлĕнмелле ырă, сăпайлă, манăн малашнехи шăпари вĕрентекен пулса тăнă çынпа, чăн-чăн тĕслĕхлĕ прокурорпа. Хальхи пекех асра: вăл мана тÿрех унчченхи следовательтен юлнă уголовлă ĕçсене пачĕ, тишкерсе тухса малашнехи следстви ĕçĕсене палăртма хушрĕ, – аса илет хăйĕн вĕрентекенне прокуратура ветеранĕсемпе пенсионерĕсен Пĕтĕм Раççейри обществăлла организацийĕн Чăваш уйрăмĕн председателĕ Г.Львов, хăй те Вăрнар район прокуратуринче службăра тăнăскер.

– Мана шаннă уголовлă ĕçсенчен пĕри Н.гражданин икĕ милици сотрудникне хирĕç тăнипе çыхăннăччĕ. Материалсене тĕплĕн тишкернĕ хыççăн паллă пулчĕ: Н. милици сотрудникĕсене вĕсем обществăлла йĕркелĕхе сыхланă вăхăтра мар, преступнике тытса чарнă чух хирĕç тăнă иккен. Апла пулсан Н.-на РСФСР Уголовлă кодексĕн çак статйипе айăплав тăратма сăлтав çукчĕ. А.Афанасьев манăн пĕтĕмлетÿсемпе килĕшрĕ. Н. гражданин тĕлĕшпе пуçарнă уголовлă ĕçе хупма, ăна реабилитацилеме тиврĕ.

Район прокурорĕ тăрăшулăхшăн, тимлĕхшĕн мухтанăччĕ ун чухне. Мана, тин çеç прокуратура следователĕн ятне илнĕскре, ун сăмахĕсем тем пек хаклăччĕ, – каласа парать Г.Львов.

А.Афанасьев тивĕçлĕ канăва тухсан та прокуратурăпа çыхăну татман. Ветерансен юхăмне чĕртме нумай вăй хывнă, прокуратура ветеранĕсемпе пенсионерĕсен Пĕтĕм Раççейри обществăлла организацийĕн Чăваш уйрăмне йĕркелесе яраканĕсенчен пĕри. Председатель тивĕçĕсене пурнăçлама та темиçе хутчен те суйланă ăна.

Анатолий Афанасьевич Афанасьевăн вĕренекенĕсем Чăваш Республикин тата ытти регионсен прокуратурисен тĕрлĕ подразделенийĕсенче службăра тăрса унăн хисеплĕ ĕçне малалла тăсаççĕ.

Вăрнар район прокуратури.

Прокуратура ветеранĕсемпе пенсионерĕсен Пĕтĕм Раççейри обществăлла организацийĕн Чăваш уйрăмĕ.

Добавить комментарий

АРХИВ МАТЕРИАЛОВ

Апрель 2024
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
1 2 3 4 5 6 7
8 9 10 11 12 13 14
15 16 17 18 19 20 21
22 23 24 25 26 27 28
29 30 1 2 3 4 5

КАЛЕНДАРЬ ПРАЗДНИКОВ

Яндекс.Метрика