Пурнан ĕмĕрте курмалли тем те пур

Категория: ПУБЛИКАЦИИ Опубликовано: 08.05.2018, 10:22 Просмотров: 505

Вăрманкасри Альбина Гусева пурнăçра хура-шурне чылай тÿссе ирттернĕ, анчах хуçăлман – авăнман, йывăрлăхсене парăнтармашкăн хевте çитерме пултарнă. 75-ре пулин те чун хавалĕ паян та çирĕп унăн, ăшпиллĕхĕ те иксĕлми. Ватă çынна хавхалану куллен вăй-хал парса тăрать.

– Çак çула çитнине ĕненес те килмест, пĕрре те ватă пек туймастăп хама. Нимĕн те калаймăн, чун тени чăннипех те ватăлмасть иккен. Шел пулин те, вăхăчĕ малаллах шăвать. Çулĕ пуртан-ши, ыйхă час килмест. Кĕнеке алла тытатăп та, унта мĕн çырнине вулама пуçласан çурçĕр иртни те сисĕнмест. Тунсăх та сирĕлет, – çапларах пуçларĕ калаçăва Альбина Григорьевна.

Вăрманкасра çут тĕнчене килнĕскер ку ял шкулне çÿренĕ.

– Вăрçă хыççăнхи çулсем йывăрччĕ. Ун чухне тăхăнмалли те, çимелли те çукрахчĕ. Атте Тăван çĕршывăн Аслă вăрçине тухса кайнă та, каялла таврăнайман. Аннен 5 ачине пĕчченех пăхма тивнĕ. Апла пулин те чăтнă, тÿснĕ вăл. Шкула хампа пĕрле пĕр татăк çăкăр илсе каяттăм. Пĕр парта хушшинче ларакан хĕрача вара пĕçернĕ çĕрулми чиксе пыратчĕ. Тăхтав вăхăтĕнче пĕрле пайласа çиеттĕмĕр. Хырăм выççи аптратсан та вĕренес туртăм пысăкчĕ. Урокра учитель мĕн каланине тимлĕ итленĕ, пĕр-пĕр ыйту парсан туллин хуравланă. Шкула çăпатапа утнине паянхи кун та лайăхах ас тăватăп. Çумăрлă кунсенче ура йĕп-йĕпе пулатчĕ. Уншăн вĕренÿрен уйрăлса киле кайса ларман, мĕншĕн тесен тивĕçлĕ пĕлÿ илессишĕн тăрăшнă. Çичĕ класс пĕтерсен малалла вĕренме май килмерĕ – ĕç малти вырăна тухса тăчĕ, – иртнине аса илчĕ А.Гусева.

Пĕр пĕчĕк йывăç пÿртре темиçен пурăннă. Хĕсĕк те тăвăр пулсан та пĕр-пĕрин хушшинче харкашу-тавлашу сиксе тухман.

– Пÿрте улăмпа витнĕччĕ. Çумăр çума пуçласан тĕрлĕ вырăнтан шыв анатчĕ. Чашăк лартса тухни те усă памастчĕ. Пĕр кĕтесе пуçтарăнса тăраттăмăр та çумăр чарăниччен те ниçта каймасттăмăр. Хыççăн урая типĕтме пуçлаттăмăр. Мĕнех тăвăн, пурăнмалла вĕт. Анне – Анна Данилова – фермăра пăрусем пăхатчĕ. Ăна май килнĕ таран пулăшнă эпир. Хамăн та çичĕ класс хыççăн фермăна вырнаçма тиврĕ. Мана, çамрăка, сыснасем пăхма шанчĕç. Ĕçĕ çителĕклехчĕ: ир пуçласа каçчен темĕн те тунă. Апат панипе кăна çырлахман, витерен тислĕк те хырса кăларнă. Киле çитсен те ĕçрен уйрăлман. Пĕр сăмахпа, ырă пурнăç курман. Анне 57-ре вилчĕ. Çавăн пекех 5 ачаран 3-шĕ çут тĕнчерен яланлăхах уйрăлса кайрĕç. Аппапа кăна юлтăмăр, – калаçăва тăсрĕ Альбина Григорьевна.

Вăл пĕве кĕрсен те хуçалăх ĕçĕнче пиçĕхнĕ. 24 тултарсан çемьеллĕ пулса тăнă.

– Элĕк районĕнчи Кăканарти Леонид пирĕн ялта электричество кĕртессипе ĕçлетчĕ. Эпĕ ăна асăрхаман-ха. Пĕр кунхине анне йăмăкĕ Елена пычĕ те Леонидпа паллаштарассине пĕлтерчĕ. Малтанах хирĕçлерĕм. Елена хăйĕнчен иртмерĕ, Кăканар каччипе тĕл пултарчĕ. Пĕр-пĕринпе паллашрăмăр та тек уйрăлмарăмăр. Укçа-тенкĕ çитсе пыманран туй тумарăмăр. Пĕрлешсен Кăканара каймарăм, арçынпа çемье пурнăçне Вăрманкас ялĕнче тăсма шутларăмăр. Çитменнине эпĕ килте пĕчченехчĕ. 31 çул пĕр-пĕрне килĕштерсе пурăнтăмăр. Çак тапхăрта вăрçăнмалли те тупăннă пулĕ, анчах ун пирки никама та каласа паман, – терĕ А.Гусева.    

Мăшăр 3 ачана тĕрĕс-тĕкел пăхса çитĕнтернĕ. Çывăх çынни – Леонид хуçалăхра электрикре, трактористра ĕçленĕ. Альбина Григорьевна вара фермăран татăлман. Шел пулин те, мăшăрĕ рак чирĕнчен хăтăлайман, пурнăçран вăхăтсăр уйрăлса кайнă. Хальхи вăхăтра виçĕ ача амăшĕ пĕчченех пурăнать. Ачисем – тĕрлĕ кĕтесре, пурте çемьеллĕ.

– Пенсире пулнă май ĕçе каймалла мар. Çавăнпа та вăхăта ытларах кĕнеке вуласа ирттеретĕп. Вăрманкас ял библиотекине час-часах каятăп. Эпĕ ачаллах кĕнеке вулама юратнă. Паянхи кун та илемлĕ литературăран уйрăлмастăп. Чăваш çыравçисен хайлавĕсене килĕштеретĕп. Çавăн пекех хаçат та вулатăп, радио та итлетĕп, – пĕлтерчĕ ватă.

Альбина Гусева 75-ре пулин те анкартинчи курăка çавапа çулать. Утăна хăех типĕтсе кĕртет. Çу кунĕсенче пахчаçимĕç туса илессипе те чылай ĕçлет. Выльăх тытмасть, чăхсем кăна усрать. Пĕр-пĕр кĕнеке вуласа тухрĕ – содержанине манса каясран кĕскен тетрадь çине çырса хурать. Кăшт вăхăт иртсен уçса пăхать те йăлтах тепĕр хут аса илет. Ватă хăйне нихăçан та тунсăха кĕртсе ÿкермест, мĕншĕн тесен куна туллин ирттерме пĕлет.

Юрий КОРНИЛОВ.

Добавить комментарий

АРХИВ МАТЕРИАЛОВ

Апрель 2024
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
1 2 3 4 5 6 7
8 9 10 11 12 13 14
15 16 17 18 19 20 21
22 23 24 25 26 27 28
29 30 1 2 3 4 5

КАЛЕНДАРЬ ПРАЗДНИКОВ

Яндекс.Метрика