Чи кирли - çемье телейĕ

Категория: ПУБЛИКАЦИИ Опубликовано: 09.12.2023, 09:35 Просмотров: 296

Çулталăк тăршшĕпе мероприятисене ирттерни тата унччен пулнă евĕр йĕркелени çителĕксĕр, пирĕн тĕллев - чи лайăх практикăсене пĕрлештересси, çивĕч ыйтусене ăнланасси, çемьесене пулăшма май паракан мелсене пĕрлештересси. Кашни ачана аталанма хăтлă условисем туса парасси... Чăваш ен Пуçлăхĕ Олег Николаев Раççейри Çемье çулталăкне уçнă май общество институтне çирĕплетессине пысăк тимлĕх уйăрасси кун йĕркинчен тухманнине палăртнă.

«Раççей Президенчĕ Владимир Путин каланă тăрăх, кăçал çемьесене хÿтĕлес задача кашни ведомствăшăн тĕп тема пулса тăмалла. Чăваш енре ку енĕпе тĕллевлĕ ĕçлени курăнать. Анчах та сирĕн чи хаклă пуянлăх - çирĕп çемьесем, пултаруллă ачасем тата кунта пурăнакан ырă çынсем. Паллах, татса памалли ыйтусем пур, вĕсенчен чылайăшне регион Пуçлăхĕпе сÿтсе яврăмăр ĕнтĕ. Шансах тăратăп, вĕсем майлăн татăлĕç»,- тенĕ Раççей Патшалăх Думин председателĕн заместителĕ Анна Кузнецова.

Çемье институтне çирĕплетесси, çемьесене телейлĕ тăвас тесе тăрăшасси, демографи шайне ÿстересси пирвайхи ĕçсен шутĕнче пулни пирки Госдума депутачĕсем Анатолий Аксаков тата Алла Салаева та каланă. «Çемье хаклăхĕсем çинче пирĕн пурнăç йĕркеленет. Чи кирли - уйрăм çын ăнăçăвĕ мар, çемье телейĕ»,- тенĕ Шупашкар тата Чăваш митрополичĕ Савватий.

Савăнăçлă мероприятие социаллă активлă, йышлă тата ятарлă çар операцине хутшăнакан çамрăксен çемйисене пуçтарнă. Вăрнар округĕнчен унта Петросян-Даниловсем, Кочановсем, Прокопьевсем тата Тикиневсем - хутшăннă. Округ пуçлăхĕ Надежда Никандрова çемьесемпе калаçнă май, вĕсем ыттисемшĕн чăннипех те ырă тĕслĕх пулнине палăртнă, паха енсене сарнăшăн тав тунă.

Килнисене пуян программăпа тыткăнланă. Уйрăмах вĕсем çемьесем валли тавар кăларакан чăваш производителĕсен куравĕпе кăсăкланса паллашнă. Çи-пуç, спорт тата шкул тумĕ, пир-авăр япалисем, ача-пăча литератури, ача-пăча апат-çимĕçĕ, резина мечĕксем... - вăрнарсем те экспозицисене хаваспах курса киленнĕ.

Мероприятие республикăри 300-е яхăн çемье хутшăннă.

Светлана ЧИКМЯКОВА

Добавить комментарий

АРХИВ МАТЕРИАЛОВ

Май 2024
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
29 30 1 2 3 4 5
6 7 8 9 10 11 12
13 14 15 16 17 18 19
20 21 22 23 24 25 26
27 28 29 30 31 1 2

КАЛЕНДАРЬ ПРАЗДНИКОВ

Яндекс.Метрика