Чĕререн кÿрекен ырăлăхăн сумĕ пысăк

Категория: ПУБЛИКАЦИИ Опубликовано: 09.12.2023, 09:35 Просмотров: 312

Çĕршыв умне тухса тăнă ансат мар тапхăрта халăх пĕрлĕхлĕ пулнине чылай ырă ĕçпе çирĕплетрĕ. Тылри паттăрлăха пула паян ятарлă çар операцине хутшăнакан арçынсем ентешсен чĕре ăшшине, чун уççине аван туяççĕ.

Вăрнар тăрăхĕнче пурăнакансем, акă, «ZOV Вурнары» волонтер ушкăнĕ пуçарнипе çапăçу зонине мĕн чухлĕ гуманитари пулăшăвĕ, миçе машина ăсатрĕç/! Маскировка сечĕсене çыхакан ушкăнсем тата/ Округра вĕсем чылай çĕрте ĕçлеççĕ. Шĕнер Ишек тăрăхĕнче пурăнакансем, акă, пĕрлехи вăйпа 17 сетка хатĕрлесе панă. Станоксене Чăрăш Ишек тата Шуркасси Ишек ялĕсенче вырнаçтарнă. Кирлĕ те пархатарлă ĕçе аслисем кăна мар, ачасем те хастар хутшăнаççĕ.

Кушар Юнтапари библиотекăра та темиçе уйăх ĕнтĕ патриотла ĕç вĕрет. Алина Спиридонова пĕлтернĕ тăрăх, тепĕр чухне сетка çыхма вăтăра яхăн çын та пухăнать.

- Халĕ эпир лентăсене «çăмламас» яватпăр, мĕншĕн тесен схемăпа пурин те пулса каймасть. Эпир, ак, Леньăпа ăна алла илнĕ-ха, анчах ушкăнпа ĕç аванрах пырать, - пĕлтерчĕ Калининăри ПНИ-ре социаллă тивĕçтерÿ илекен Анастасия Иванова.Социаллă ĕçченсемпе пĕрле кунти ушкăн та темиçе хÿтĕлев сетки те çыхнă.

Галина Игнатьева ертсе пынипе районти культура çуртĕнче, Аçăмçырми шкулĕнче те ĕç кал-кал пырать. Вăрнарти 2-мĕш вăтам шкул ачисем, акă, класăн-класăн улшăнса пĕтĕмĕшле ултă кунта виçĕ сетка хатĕрлерĕç.

Унсăр пуçне, округра окоп çуртисем тăвассипе те ĕçсем пыраççĕ. Ку енĕпе Калинино шкулĕ, Пуканкассинчи Хĕрарăмсен канашĕн хастарĕсем аван тăрăшаççĕ.

Ырă ĕç тăвакансем чылаййăн, пурне те ятран каласа пĕтерме май çук. Чи кирли - вĕсем çакна чĕре ыйтнипе пурнăçлаççĕ.

- Ырă ĕç темле мулран та хаклă. Тепĕр çынна ăшăлăх кÿни этеме икĕ хут телейлĕрех тăвать. Ырăлăхшăн чунăрсене уçнăшăн тав тăватăп, - терĕ округ пуçлăхĕн заместителĕ - вĕрентÿ пайĕн пуçлăхĕ Алексей Фирсов виçĕмкун районти культура çуртĕнче Волонтер кунне халалласа иртнĕ тĕлпулура.

Вăл социаллă яваплăхшăн, ыркăмăллăх акцийĕсемпе мероприятийĕсене хастар хутшăннăшăн чылай çынпа коллектива Вăрнар округĕн администрацийĕн Тавĕпе чысларĕ. Хăшĕсен мероприятие çитме май килмерĕ, апла пулин те пурне те асăнса хăварас килет: Владимир Егоров, Дмитрий Яковлев, Николай Кузьмин, Артур Афанасьев, Андрей Ефимов, Вячеслав Морозов, Андрей Владимиров, Любовь Давыдова, Ангелина Ильина, Александра Николаева, Галина Игнатьева, «Шĕнер ен» пултарулăх ушкăнĕ, «Надежный» лавкка, Кушар Юнтапа çыннисем, Аçăмçырми шкулĕн коллективĕпе вĕренекенĕсем, Калининăри ПНИ коллективĕ, районти «Çĕнтерÿ çулĕ» хаçат редакцийĕн ĕçченĕсем.

Ырă ĕçе ачаран хăнăхтарни те лайăх. Паян пирĕн шкулсенче пулăшу хакне пĕлсе ÿсекен вĕренекенсем чылаййăн. Хăшĕсем хăйсен тантăшĕсемшĕн чăннипех те пысăк тĕслĕх вырăнĕнче.

Виçĕмкунхи мероприятире вĕсене те Тав хучĕпе палăртрĕç. Чыслава Санарпуç шкулĕнчи Антон Петров, Ярмушка шкулĕнчи Милена Сорокина, Çĕрпел шкулĕнчи Анастасия Волкова, Вăрнарти 2-мĕш вăтам шкулти Инесса Николаева, Калинино шкулĕнчи Полина Борисова тивĕçрĕç.

«Химик» спорт клубĕн, ача-пăча пултарулăх çурчĕн, ÿнер шкулĕн воспитанникĕсем, «Шĕнер ен» ушкăн артисчĕсем патриотла номерсем парнелерĕç, ырăлăх, пĕрлĕх, хăюлăх малти вырăнта пулнине кăтартрĕç.

Паян пурнăç ритмĕ кашниннех васкавлă, çивĕч, пĕр вăхăтрах тĕрлĕ ыйтусене татма тивет. Анчах та çак ансат мар тапхăрта та ырă ĕç валли вырăн тупни темрен те паха...

Светлана ЧИКМЯКОВА

Добавить комментарий

АРХИВ МАТЕРИАЛОВ

Май 2024
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
29 30 1 2 3 4 5
6 7 8 9 10 11 12
13 14 15 16 17 18 19
20 21 22 23 24 25 26
27 28 29 30 31 1 2

КАЛЕНДАРЬ ПРАЗДНИКОВ

Яндекс.Метрика