Кам ĕçре малта, çав маттур ялта

Категория: ПУБЛИКАЦИИ Опубликовано: 28.12.2023, 09:37 Просмотров: 283

Карл Маркс ячĕллĕ кооператив - Вăрнар муниципаллă округĕнчи малта пыракан предприятисенчен пĕри. Кунта ял хуçалăх продукцин производствине ÿстерессипе тĕллевлĕ ĕçлеççĕ. Кăткăс ыйтусем пулсассăн та Валерий Шумилов председатель, специалистсем тăрăшнипе вĕсене çийĕнчех татса параççĕ.

Хуçалăх ĕçченĕсем Çĕнĕ çула лайăх кăтартусемпе кĕтсе илеççĕ. Раштав уйăхĕн 1-мĕшĕ тĕлне кооперативра мăйракаллă шултра выльăх-чĕрлĕх 968 пуç шутланнă, пĕлтĕр çак тапхăрта 914 пуç пулнă. Аш-пăш 108,9 тонна туса илнĕ, ку вăл иртнĕ çулхи шайăн 119,1 проценчĕ чухлĕ. Сĕт производстви 2032 тоннăпа танлашнă, пĕлтĕрхи кăтарту - 1899.

Кооперативра ăратлă, пысăк продуктивлă ĕнесем тытаççĕ. «Ĕне сĕчĕ - чĕлхе çинче» текен каларăш ахальтен мар. Продукци ытларах илес тесен шултра мăйракаллисене тĕрĕс пăхмалла. Пахалăхлă апачĕ вара Карл Маркс ячĕллĕ кооперативра çителĕклех, обществăлла выльăха тытмалли условисем те лайăх. Çак тапхăрта, акă, кашни ĕнерен вăтамран 6775 килограмм ?107 процент% сĕт суса илнĕ. Пăрусем кунсерен 600-800 грамм ÿт хушаççĕ.

Вăй хурсан ĕç ÿсĕнет. Кооператив çитĕнĕвне выльăх-чĕрлĕх пăхакансем курăмлă тÿпе хываççĕ. Захар Углов - хастар специалистсенчен пĕри. Унăн ĕç стажĕ те, ăсталăхĕ те пысăк. Людмила Александрова тĕп ветврач, Вероника Смирнова техник-осеменатор та ырă ятра. Галина Никифорова, Ирина Григорьева, Ольга Григорьева, Оксана Миронова, Зоя Николаева, Ирина Константинова, Светлана Арсентьева, Надежда Мефодьева дояркăсем те хăйсен тивĕçне чыслăн пурнăçлаççĕ. Ираида Миронова пăру пăхакан та правур. Çамрăк выльăхсене ÿстерме Вероника Смирнова та пулăшать. Фермăра ĕçлекен пĕртăвансен хастарлăхне палăртмалла. Вĕсем - Александрпа Сергей Кирилловсем, Иванпа Геннадий Григорьевсем. Дмитрий Петров слесарь техника чĕлхине аван пĕлет, агрегатсене, оборудование юсавлăхра тытать. Сергей Петровпа Андрей Осипов та тÿрĕ кăмăлпа ĕçлеççĕ. Вĕсем витесенчи тасалăхшăн яваплă.

Выльăх-чĕрлĕх отраслĕнчи учета Луиза Иванова бухгалтер туса пырать. Ял хуçалăх предприятийĕнче 1995 çултанпа ĕçлет, коллективра хисепре. Марина Шумилова тĕп бухгалтерăн квалификацийĕ пысăк. Должноçри тивĕçне чыслăн пурнăçлать.

Карл Маркс кооператива чылай çул ĕнтĕ ăста та пултаруллă, ĕç çыннисемшĕн тăрăшакан Валерий Шумилов ертсе пырать. Вăл - Чăваш Республикин ял хуçалăхĕн тава тивĕçлĕ ĕçченĕ. Хуçалăхра тÿрĕ кăмăлпа тăрăшакансене хисеплеççĕ, тивĕçлĕ ĕç укçи тÿлеççĕ. Сĕт-çу ферминче вăй хуракансен уйăхсеренхи вăтам шалăвĕ - 40-41 пин тенкĕ.

Пурăнакан вырăнтах тăрăшма май пурри ĕç хастарĕсене хавхалантарать. Вĕсем ял хуçалăх продукцийĕн производствине малалла ÿстерессипе ырми-канми ĕçлеççĕ, ентешĕсене ырă тĕслĕх кăтартаççĕ.

Карл Маркс ячĕллĕ кооперативăн ĕç коллективне Çĕнĕ çулпа тата Раштав уявĕпе саламласа таса сывлăх, çĕнĕ ÿсĕмсем тума çирĕп вăй-хал сунатăп.

Людмила КАПИТОНОВА,

ял хуçалăхĕпе экологи пайĕн тĕп специалист-эксперчĕ

Добавить комментарий

АРХИВ МАТЕРИАЛОВ

Май 2024
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
29 30 1 2 3 4 5
6 7 8 9 10 11 12
13 14 15 16 17 18 19
20 21 22 23 24 25 26
27 28 29 30 31 1 2

КАЛЕНДАРЬ ПРАЗДНИКОВ

Яндекс.Метрика