Çĕнĕ çул тĕлне - черетлĕ пулăшу

Категория: ПУБЛИКАЦИИ Опубликовано: 28.12.2023, 09:38 Просмотров: 292

Хамăр тăрăхра пурăнакансем çĕршыв сыхлăхне тăнă ентешсене пулăшас ĕçре каллех хăйсен пĕрлĕхне кăтартрĕç. Виçĕмкун Вăрнартан ятарлă çар операцине черетлĕ пысăк гуманитари грузĕ ăсанчĕ.

Пулăшу аллине кашниех тăсасшăн пулни вун-вун посылкăран та аван курăнать. Нумайăшĕ çине çар çыннисен ячĕсене çырнă. Вĕсене тăванĕсем хатĕрленĕ. Шкулсен, ача сачĕсен коллективĕсене палăртнă коробкăсем нумай. Теприсенче, ак, окоп çуртисем. Вĕсене шкулсем, тĕрлĕ ял хастарĕсем хатĕрленĕ. Хÿтĕлев сеткисем вунпиллĕк ытла. Кусене çыхассипе округра вунă ытла ушкăн ĕçлет. Унсăр пуçне маттур хĕрарăмсем нускисем çыхнă. Лавккасенче «салтак карçинккисене» йĕркеленĕ...

«Фура çине тиеме хушма алăсем кирлĕ» текен йыхрава та хапăлласах йышăнчĕç ентешсем. Фургон çине малтанах мобилизациленнĕ ентешсем валли туяннă УАЗ автомашинăна тиерĕç. Ăна погрузчикпе «Находка» лавккан ĕçченĕ Дмитрий Петров çăмăллăнах çĕклесе лартрĕ. Пулăшма килнĕ ушкăн, вăл шутра Вăрнарти ял хуçалăх техникумĕн çĕнтерÿ волонтерĕсем те, посылкăсене «Буханка» кабинине лăк тултарчĕç. Унта кĕменнисене тулаш енчен вырнаçтарчĕç.

Çавăн пекех салтаксем патне ОСБ-панельсем, полиэтилен рулонĕсем, УАЗ двигателĕпе урапасем, ытти япаласем ăсанчĕç. Тата - чунсене ăшăтакан ачасен çырăвĕсем.

- Уçă чунлă ентешсене пурне те чĕререн тав тăватăп. Пĕрле эпир хамăр ентешсене кирлĕ пулăшупа тивĕçтерме май тупатпăр, - палăртрĕ «ZOV Вурнары» волонтер ушкăнĕн ертÿçи Артур Михайлов.

Гуманитари пулăшăвĕ ентешсем патне шăпах Çĕнĕ çул тĕлне çитет. Вăрнарсем хамăрăн хÿтĕлевçĕсене уявпа саламлаççĕ. Шухăшпа, чĕрепе эпир сирĕнпе пĕрлех! Сире çĕнтерÿпе кĕтетпĕр!

Светлана ЧИКМЯКОВА

Добавить комментарий

АРХИВ МАТЕРИАЛОВ

Май 2024
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
29 30 1 2 3 4 5
6 7 8 9 10 11 12
13 14 15 16 17 18 19
20 21 22 23 24 25 26
27 28 29 30 31 1 2

КАЛЕНДАРЬ ПРАЗДНИКОВ

Яндекс.Метрика