Çĕнĕ çула - çĕнĕ пуçлăхпа

Категория: ПУБЛИКАЦИИ Опубликовано: 28.12.2023, 09:38 Просмотров: 297

Депутатсен Пухăвĕн черетсĕр ларăвĕ тĕп ыйтăва мала кăларчĕ - Вăрнар муниципаллă округ пуçлăхне суйласси.

Ку должноçе йышăнассишĕн тăватă кандидат заявка тăратнă: Никандрова Надежда Валериановна, Ехлаков Игорь Юрьевич, Богатова Алина Георгиевна тата Герасимов Юрий Аркадьевич. Конкурс комиссийĕн пĕтĕмлетÿллĕ йышăнăвĕпе икĕ кандидата палăртнă: Надежда Никандрована тата Алина Богатована. Унпала Чăваш ен Пуçлăхĕн администрацийĕн шалти политика управленийĕн консультанчĕ Владислав Галкин паллаштарчĕ.

Депутатсем муниципаллă округ пуçлăхне уçă сасăлавра палăртрĕç. Халăх суйлавçисем пĕр шухăшлăн хăйсен сассине Надежда Никандровашăн пачĕç. Хăйĕн тивĕçĕсене вăл ырантан, декабрĕн 29-мĕшĕнчен, пурнăçлама тытăнĕ.

Надежда Никандрова тĕрлĕ яваплă должноçсенче тимленĕ. 2018 çулхи октябрьччен вăл Чăваш ен ĕç тата социаллă хÿтлĕх министрĕн заместителĕнче тăрăшнă. 2022 çулхи июньтен тытăнса хальччен республикăн вĕрентÿ министрĕн заместителĕн должноçĕнче ĕçленĕ.

Надежда Валериановна - пирĕн ентеш. Вăл Вăрнарта çуралса ÿснĕ. Çавăнпа та хамăр тăрăх ыйтăвĕсем, ун аталанăвĕ хăйне хумхантарнине пытармарĕ. Ÿсĕмсемпе пĕрлех хăшпĕр сферăра - ЖКХ тытăмĕнче, çул-йĕр хуçалăхĕнче, бюджетра - ыйтусем пуррине палăртрĕ. Вĕсене пĕрле ĕçлесен татма пулнине палăртрĕ. «Пĕрле хальхинчен те ытларах çитĕнÿсем тăвасса шанатăп. Манăн ентешсен пурнăçне лайăхрах тăвас килет»,- терĕ вăл.

Çĕнĕ пуçлăха яваплă должноçпе саламланă май, Чăваш ен Патшалăх Канашĕн депутачĕ Владимир Свешников Надежда Валериановнана ĕçе хăвăртрах «кĕрсе кайма», округ умĕнче тăракан задачăсене ăнăçлă татса пама сунчĕ. Вăл та вăрнарсем умĕнче тăракан çивĕч çав ыйтусенех палăртрĕ.

Кун йĕркипе çавăн пекех муниципаллă харпăрлăхри пурлăха тара панишĕн илекен тÿлев тĕлĕшпе улшăнусем кĕртрĕç, Çамрăксен палатин йышне çирĕплетрĕç.

Çул-йĕре юсасси, тăвасси тата тытса тăрасси енĕпе калаçу çивĕч пычĕ. Вăл шутра - Çăкаллă Явăшри çул пирки те. Çавăн пекех ÿссе кайнă, хăрушлăх кăларса тăратакан йывăçсене касас тĕлĕшпе те ыйту çĕклерĕç.

Светлана ЧИКМЯКОВА

Добавить комментарий

АРХИВ МАТЕРИАЛОВ

Май 2024
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
29 30 1 2 3 4 5
6 7 8 9 10 11 12
13 14 15 16 17 18 19
20 21 22 23 24 25 26
27 28 29 30 31 1 2

КАЛЕНДАРЬ ПРАЗДНИКОВ

Яндекс.Метрика