Маттур тата çивĕч

Категория: ПУБЛИКАЦИИ Опубликовано: 10.01.2024, 09:39 Просмотров: 299

Чăвашсем ĕлĕкрен ĕçпе çывăх халăх. Уйрăмах яллă вырăнсенче мĕн пĕчĕкрен ача-пăча аслисене кил-хуçалăхри тата ытти ĕçсенче пулăшса-тăрăшса ÿсет. Аслă çулсенче, хăйсем пурнăç çулĕ çине тăрсан та, тĕрев парать çакă.

Пирĕн хушăра вара уйрăмах çивĕч те маттур çынсем те сахал мар. Кирек мĕнле ĕçе ăста вĕсем. Аллисем те, чун-чĕри те, ăс-тăнĕ те «ылтăн» теççĕ ун пек хастарсем пирки. Унсăр пуçне, ытти çынсен ырлăхĕшĕн, общество ăнăçлăхĕшĕн вăй-халне шеллемесĕр тăрăшаççĕ вĕсем.

Çакăн пек тĕлĕнмелле маттур çынсенчен пĕри вăл - нумайăшĕ паллакан-пĕлекен Анатолий Иванович Васильев. Вăл Шĕнер Ишек ялĕнче, вăрманлă илемлĕ тăрăхра, çуралса ÿснĕ. Кунтах шкулта вĕренсе çирĕп пĕлÿ илнĕ. Вăхăт çитсен, ытти яшсем пекех, салтак аттине тăхăннă, çĕршыв хÿтĕлевĕнче сыхă тăнă. Вĕренĕве, ăс-тăнпа тавракурăма ÿстерессине те мала кăларнă вăл: аслă пĕлÿ илсе ăста специалист пулса тăнă. Хальхи вăхăтра Анатолий Васильев «Сельхозэнерго» тулли мар яваплă обществăн тĕп инженерĕнче вăй хурать.

Анатолий Иванович - тăван тăрăх хастарĕ: тăван ялшăн, шкулшăн пĕтĕм чунтан-чĕререн çунать. Каламасăр май çук, нихăш çул та вăл шкула çĕнĕ вĕренÿ çулне хатĕрленме пулăшманни пулман. Май килнĕ таран тÿпе хывма тăрăшать: пĕлтерĕшлĕ ĕçпе те, сĕнÿ-канашпа та. Акă, халĕ те классенче çутăпа тивĕçтерессине лайăхлатма пулăшнă.

Анатолий Васильев - Германире службăра тăнисен Союзĕн Вăрнарти уйрăмĕн председателĕ. Вăл пултаруллă ертсе пыракан патриотла организаци хăйĕн ĕç-хĕлĕпе çулсеренех республикăра малти вырăнсене йышăнать. Çар тивĕçне Германире пурнăçланă салтаксене йыхравласа çулсеренех вăл пысăк тĕлпулу йĕркелет. Ял халăхĕ те, ватти-вĕтти, йышлă хутшăнать унта. Çар-спорт ăмăртăвĕсенче вăй виçеççĕ, артистсем хăйсен юрри-ташшипе савăнтараççĕ... Çар службине аса илсе салтак пăттипе те хăналаççĕ. Ветерансен асаилĕвĕсем, чунтан шăрантаракан патриотла юрăсем... - аслисен кăна мар, ачасен чĕрисене те тыткăнлаççĕ. Акă, мĕнпе вĕрентмелле çамрăксене патриотлăх туйăмне!

Хальхи вăхăтра ятарлă çар операцине хутшăнакансене пулăшу кÿрес ĕçре те активлă Анатолий Иванович. Вăл тăрăшнипех, сăмахран, шкула маскировка сеткисене хатĕрлемелли станока килсе лартнă. А.Ефремова тата А.Кузьмин учительсем кăтартса-хăнăхтарса пынипе вĕренекенсем сеткăсем çыхассипе туслăн тăрăшнă.

Анатолий Иванович обществăлла ĕçре питĕ хастар. Вăл Чăрăш Ишек клубĕн пултарулăх ушкăнĕн участникĕ те. Вырăнти ытти артистсемпе пĕрле хăйсен пултарулăхĕпе ентешĕсене кăна мар, урăх ялсене, округ тулашне тухса çÿресе те савăнтараççĕ. Республикăри фестиваль-конкурссенче те пĕрре мар палăрнă...

Шĕнер Ишекри шкулта Астăвăм музейĕ ĕçлет. Ăна пуçараканĕ те - Анатолий Васильев. Ун шухăшне ырласа экспонатсем пухассине ял халăхĕ те активлă хутшăннă. Халĕ музейре пурĕ 100 ытла экспонат. Хĕрсене çураçма кайнă кÿмеллĕ урапа, алăпа ăсталанă йывăç медогонка, паха тĕрĕсем... Арчасем, авалхи япаласем... Ку пуянлăха чăваш чĕлхи вĕрентекенĕ Р.Степанова типтерлĕ упраса пăхса тăрать. Вĕсенче - халăх историйĕ, вăйĕ.

Ахальтен мар Анатолий Васильев хăйĕн тăван тăрăхне хисеплессине, хăйĕн тымарĕсене асра тытассине пысăк тимлĕх уйăрать. Вăл хăй нумай ачаллă, ят-сумлă çемьере çуралса ÿснĕ. Ачаран ĕçре пиçĕхнĕ, мĕн пĕчĕкрен çăкăр хакне пĕлсе ÿснĕ. Çавăнпах ĕнтĕ тар тăкса вăй хума та, усăллă канма та, ырă ĕçсем тума хăйĕн тĕслĕхĕпе ертсе пыма та пултарать.

Добавить комментарий

АРХИВ МАТЕРИАЛОВ

Май 2024
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
29 30 1 2 3 4 5
6 7 8 9 10 11 12
13 14 15 16 17 18 19
20 21 22 23 24 25 26
27 28 29 30 31 1 2

КАЛЕНДАРЬ ПРАЗДНИКОВ

Яндекс.Метрика