Хисеплĕ ят - ăсталăх хаклавĕ

Категория: ПУБЛИКАЦИИ Опубликовано: 13.02.2024, 09:46 Просмотров: 284

Чăннипех те пĕлтерĕшлĕ пулăм - Раççей тата чăваш пичечĕсен кунĕсене пĕрлештерекен пысăк праçник шăматкун республикăри мĕнпур массăллă информаци хатĕрĕсен, издательствăсемпе типографисен ĕçченĕсене, çавăн пекех вĕсене саламлакансене те пĕр çĕре пуçтарчĕ. Анлă уяв Чăваш çамрăксен театрĕн илемлĕ залĕнче савăнăçлă иртрĕ.

Пичет ăстисен иртнĕ çулхи çитĕнĕвĕсемпе ÿсĕмĕсене чи малтанах Чăваш ен Пуçлăхĕ Олег Николаев палăртрĕ, вăл уява пухăннисем патне видеосалампа тухрĕ. Олег Алексеевич республикăра пулса иртекен событисем çинчен информацие çынсем патне вăхăтра та кăсăклă çитерессине, обществăлла пĕлтерĕшлĕ ĕçсене çутатассине шăпах та медиасфера хастарĕсем нимпе виçейми пысăк тÿпе хывнине çирĕплетрĕ. Тăван республикăмăрăн ырă ятне ÿстерессипе, унăн ÿсĕмĕсене çÿле çĕклессипе малашне те пĕрле ĕçлессе шаннине пĕлтерчĕ вăл.

«Чăваш енри медиаотрасль паян вăхăтпа тан пырать, ентешсене пахалăхлă информаципе тивĕçтерет. Республика-район хаçачĕсем те, радио-телевидени те республикăра пурăнакансем кăмăлласа йышăнакан тĕп информаци çăлкуçĕсем шутĕнче», - палăртрĕ Цифра аталанăвĕн, информаци политикин тата массăлă коммуникацисен министрĕ Михаил Степанов, медиа ĕçченĕсен ÿсĕмĕсемпе паллаштарнă май.

Чи хумхануллă самант, паллах, чыслав. Пичет ĕçченĕсен уявĕнче чылай хастар тĕрлĕ енлĕ пултарулăхĕшĕн торжествăлла лару-тăрура наградăсене илме тивĕçрĕç. Ĕçтешĕмĕрсене пысăка хурса хаклани чăнах та савăнтарать. Мĕнпур йышпа праçнике хутшăннă Вăрнар редакцийĕн ĕçченĕсен те çак кун мухтанма-мăнаçланма пысăк сăлтав пулчĕ. Чыслав вăхăтĕнче уяв сцени çине хăпарма пирĕн пултаруллă ертÿçĕ - Светлана Чикмякова тĕп редактор - тивĕçрĕ.

Чăваш ен Пуçлăхĕн Олег Николаевăн ятĕнчен ăна Министрсен Кабинечĕн председателĕн заместителĕ - финанс министрĕ Михаил Ноздряков «Чăваш Республикин культурăн тава тивĕçлĕ ĕçченĕ» ята тивĕçнипе саламларĕ, наградăпа чысларĕ. Ку сумлă ят - калем ăстин журналистикăри нумай çулхи пĕлтерĕшлĕ ĕçĕн, ертÿлĕхри çитĕнĕвĕсен тивĕçлĕ хаклавĕ. Вăл малашне пысăкрах та пысăкрах ÿсĕмсем тума хавхалантартăр.

Ирина ЯКОВЛЕВА

Добавить комментарий

КАЛЕНДАРЬ ПРАЗДНИКОВ

Яндекс.Метрика