Культура тытăмне - уйрăм тимлĕх

Категория: ПУБЛИКАЦИИ Опубликовано: 25.01.2024, 09:47 Просмотров: 274

Республика çыннисен пурнăçне лайăхлатассинче вĕсем валли пахалăхлă кану условийĕсем йĕркелени те пĕлтерĕшлĕ. Пурнăçра чун киленĕçĕ, пултарулăх, ăсталăх валли те вырăн пулмалла. Çавăнпа та культура отраслĕн аталанăвне пысăк тимлĕх уйăраççĕ регионта. Вăл шутра юлашки вăхăтра муниципалитетсенче те клубсемпе культура çурчĕсем, музейсем, ача-пăча искусство шкулĕсем тата ытти объектсем юсавсенче çĕнелчĕç.

Республика тата федераллă программăсем пулăшнипех яллă вырăнсенче çĕнĕ клубсем те хăпартма май тупаççĕ.

Чăваш ен культура министрĕ Светлана Каликова пĕлтернĕ тăрăх, кăçал культура объекчĕсен инфраструктурине лайăхлатас ĕç малалла тăсăлĕ. Вăрнар округĕнче те строительство ĕçĕсем пуçланмалла. «Культура» наци проекчĕпе 2024 çулта çĕклеме палăртнă культура çурчĕсенчен пĕри - Уйкас Кипек ялĕнче. Вăл халăха пухăнма, концерт-уяв ирттерме хăтлă 49 вырăнлăх çурт пулмалла. Хальхи вăхăтра строительствăн проект-тĕпчев ĕçĕсене тытăннине пĕлтереççĕ.

«Культура» наци проекчĕн çумпрограммисем пулăшнипех ĕнтĕ Çĕнĕ çул уявĕ умĕн калининăсемшĕн тата çывăхри ялсенче пурăнакансемшĕн чăн-чăн парне пулчĕ. Тĕплĕ юсав хыççăн салари культура çурчĕ пурин валли те хăйĕн алăкĕсене ыркăмăллăн уçрĕ. Кунта, чăнах та, пĕлтĕр курăмлă ĕçсем иртнĕ. Культура çурчĕн çĕнелсе илемленнĕ «сăн-пичĕ» халĕ иртен-çÿрене аякранах илĕртет. Ăна тавралла керамогранитпа хăтлăлатнă, умри крыльцине, тăррине тĕпрен юсанă, чÿречи-алăкĕсене те пĕтĕмпех улăштарнă. Шалти пÿлĕмсем те çутă, хăтлă, капăр. Кунта тăрăшакан ĕçченсем те, килсе çÿрекенсем те кăмăллă: репетицисене, ăсталăх кружокĕсене пухăнма, уяв мероприятийĕсене ирттерме питĕ меллĕ халĕ, теççĕ. Пĕтĕмпе тĕплĕ çĕнетĕве вунă миллион ытла тенкĕлĕх пурнăçланă.

Иртнĕ çул юсав ĕçĕсем анлăн çаврăннă тепĕр объект - Мăн Явăшри культура çурчĕ. Кунта та пахалăхлă тимленĕ - куракансен тата ташă залĕсене, фойипе пусмине йĕркене кĕртнĕ, алăкĕсене, электропроводкăна ылмаштарнă. Ял çыннисене пĕрле пуçтаракан тĕп вырăн хăтлăланни тата илемленни пурне те савăнтарать.

«Культура» наци проекчĕ тата ун йĕркипе йышăннă республика, муниципалитет программисем яллă вырăнсенчи культура объекчĕсене аталанма, вĕсен пурлăх-техника тытăмне пуянлатма пулăшни чăннипех те аван.

Ирина ЯКОВЛЕВА

Добавить комментарий

АРХИВ МАТЕРИАЛОВ

Май 2024
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
29 30 1 2 3 4 5
6 7 8 9 10 11 12
13 14 15 16 17 18 19
20 21 22 23 24 25 26
27 28 29 30 31 1 2

КАЛЕНДАРЬ ПРАЗДНИКОВ

Яндекс.Метрика