Наци проекчĕ аталанма пулăшать

Категория: ПУБЛИКАЦИИ Опубликовано: 30.01.2024, 09:49 Просмотров: 274

Паян ачасен ăслă, анлă тавракурăмлă çитĕнме пур услови те пур. Ку енĕпе вĕсене «Вĕрентÿ» наци проекчĕ те аван пулăшать. «Кашни ача ăнăçăвĕ» регион проекчĕ, сăмахран, вĕренекенсене тÿлевсĕр майпа хушма пĕлÿ илме май парать. Вăл шутра – уйрăм вĕрентÿ организацийĕсенче те.

Ятлă сертификатсене пула хушма вĕрентÿ навигаторĕн реестрĕнче кашни ача хăйне килĕшекен программăна суйлама пултарать. Унпа урăх тĕллевпе усă курма тата укçана алла илме пулмасть.

Наци проекчĕ чăннипех те мĕнпур ачана ÿсме, аталанма пулăшать. Хамăр округра, акă, ку енĕпе ача-пăча пултарулăх çурчĕ, ача-пăча ÿнер шкулĕ, ачасемпе çамрăксен спорт шкулĕ ăнăçлă ĕçлеççĕ. Ярмушкари, Кульцаври, Кÿстÿмĕрти, Санарпуçĕнчи, Аçăмçырминчи, Пăртасри, Çĕрпелти, Хапăсри, Калининăри, Вăрнарти 1-мĕшпе 2-мĕш шкулсенче тата Вăрнарти «Ручеек» ача садĕнче кружок ĕçĕн системине йĕркеленĕ. Пĕтĕмпе районти 5-17 çулсенчи 3 пин ытла ачаран 1 пин ытларахăшĕ хушма пĕлÿ илеççĕ. Ку çав тери лайăх кăтарту.

«Вĕрентÿ» наци проекчĕпех, акă, Вăрнарта ял хуçалăх техникумĕн никĕсĕ çинче IT-Куб центрĕ ăнăçлă ĕçлет. Ку проект та çитĕнекен ăрăвăн аталанăвне калама çук пысăк тÿпе хывать. Паянхи цифра технологийĕн ĕмĕрĕнче вăл пушшех те пĕлтерĕшлĕ. Ачасем программировани чĕлхине алла илеççĕ, мобильлĕ устройствăсем валли приложенисем çыраççĕ, роботсене «чĕртеççĕ» тата ытти те.

IT-Куб ултă направленипе ĕçлет. 5-18 çулсенчи ачасем хăйсен кăмăл туртăмне кура хушма пĕлÿ енĕсене суйласа илнĕ ĕнтĕ. Занятисенче вĕренекенсен кăсăклăхне курма мĕн тери кăмăллă! Çитменнине, вĕсем тĕрлĕ конкурссенче те хастар. Вăрнарти IT-Куб воспитанникĕсене чылай тупăшура çĕнтерÿçĕсен йышĕнче куратпăр.

Сăмах май, Раççей Çутĕç министерствинче «Кашни ача ăнăçăвĕ» федераллă проект йĕркипе вĕрентÿ организацийĕсенче çĕнĕ вырăнсем уçассипе субсиди уйăрассине те пăхса тухнă. Çакă 2030 çул тĕлне мĕнпур ачана хушма пĕлÿпе явăçтарассине 82 процент таран ÿстерме май парĕ.

«Вĕрентÿ» наци проекчĕпе пурнăçланакан тата тепĕр ăнăçлă проект - «Паянхи шкул». Ун йĕркипе хамăр тăрăхри 12 шкулта, акă, «Ÿсĕм точкисем» ĕçлеççĕ: Вăрнарти 1-мĕшпе 2-мĕш, Калининăри, Санарпуçĕнчи, Мăн Явăшри, Пăртасри, Хапăсри, Малти Ишекри, Çĕрпелти, Кÿстÿмĕрти, Ярмушкари, Аçăмçырминчи шкулсенче. Вĕсем çитĕнекен ăрăва пĕтĕмĕшле культура хаклăхĕсене, цифра пĕлĕвне, шахматла выляссине, харпăр хăйне аталантарма пулăшаççĕ. Центрсенче информатика тата ОБЖ предмечĕсене çĕнĕлле вĕрентеççĕ. Естествăлла наука профилĕпе физика, хими, биологи пÿлĕмĕсене тĕрлĕ çĕнĕ йышши оборудованипе пуянлатнă. Кусем йăлтах - пĕлĕве ÿстерме пулăшакан çул-йĕрсем. Уйрăмах вĕсем аслă классенче вĕренекенсене пĕтĕмлетÿллĕ аттестацие ăнăçлă пурнăçлама пулăшаççĕ.

Светлана ЧИКМЯКОВА

Добавить комментарий

АРХИВ МАТЕРИАЛОВ

Май 2024
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
29 30 1 2 3 4 5
6 7 8 9 10 11 12
13 14 15 16 17 18 19
20 21 22 23 24 25 26
27 28 29 30 31 1 2

КАЛЕНДАРЬ ПРАЗДНИКОВ

Яндекс.Метрика