Хăюлăх урокĕнче

Категория: ПУБЛИКАЦИИ Опубликовано: 30.01.2024, 09:49 Просмотров: 318

Вăрнарти 2-мĕш вăтам шкулта ку эрне патриотизмла туйăмпа пуçланчĕ. Ĕнер кунта ятарлă çар операцийĕн участникĕ Владимир Тумаланов пулчĕ.

Пĕтĕм шкулĕпе Раççей тата Чăваш ен Гимнĕсем янăраççĕ. 10-мĕш классенче вĕренекенсем вĕсене шăрантарнипе пĕрлех паттăр салтак çине мăнаçланса пăхаççĕ. Вăл - хăйсене, çывăх çыннисене сыхлакан-çке.

Владимирăн отпуск кунĕсем нумай юлман, çывăх вăхăтра вăл стройра тăракан юлташĕсем патне таврăнĕ.

Салтак çарти тивĕçне чунтан пурнăçлани кашни сăмахранах палăрчĕ. Тулли мар мобилизаци пуçлансан вăл чĕри ыйтнипе тÿрех çĕршыв интересĕсене хÿтĕлеме тăнă.

Паллах, уй условийĕсенче пурăнма çăмăл мар. Владимир ачасене çĕрпÿртсем, хÿтĕлев вырăнĕсем пирки каласа кăтартрĕ. Ачасенчен килекен çырусем чунĕсене ăшăтнине, вĕсене вуласан самантлăха тăван киле таврăннăн туйăннине пĕлтерчĕ. Уйрăмах кĕçĕн çулсенчисем çырни салтаксен чунне хăпартлантарнине палăртрĕ. «Кашни çырăвах адресат патне çитет. Ăнсăртран çухалса кайнисене те, йăнăшпа теприне панисене, палăртнă çын патне çитерме пулăшатпăр»,- терĕ вăл. Ырăлăх талисманĕсене чĕре çумĕнче упранине каларĕ.

Гуманитари пулăшăвĕ, уй кухни пирки те ыйтусем пулчĕç. Владимир аякри çĕрте нумай чухне шыв тĕлĕшĕнчен ыйтусем сиксе тухнине палăртрĕ, çавăнпа та тылран яракан йĕпе салфеткăсем вĕсене питех те пулăшаççĕ. «Уй кухни çÿременнине ăнланма пулать, мĕншĕн тесен малти линире техника тăшманшăн мишень пулса тăрать», - терĕ Владимир. Апата вĕсем патне çитерсе параççĕ.

Владимир салтаксем пĕр шухăшлă - тăшмана çапса аркатас тĕллевлĕ - пулнине каларĕ. «Эпир çĕнтеретпĕрех!» - терĕ вăл.

- Эпир кунта лăпкăлăхра, çапăçу хирĕнчен аякра пурăнатпăр. Тен, теприсем паян пирĕн Раççей салтакĕсем мĕн тери яваплă та кирлĕ ĕçе пурнăçланине ăнлансах каймаççĕ. Анчах та коллективлă Анăç пирĕн çĕршыва аркатас тесе хăтланнă чухне пире пĕрлĕх кирлех. Интернетри суя хыпарсене ĕненмелле мар, - терĕ шкул директорĕ Сергей Ильин.

Вăл ачасене историе те аса илтерчĕ. Украина хăй вăхăтĕнче пирĕн тăванла халăх пулнине палăртрĕ.

Владимир Тумаланов ачасене вĕренме, спортпа туслашма, çĕршыв патриочĕсем пулма ыйтрĕ.

Светлана ЧИКМЯКОВА

Добавить комментарий

АРХИВ МАТЕРИАЛОВ

Май 2024
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
29 30 1 2 3 4 5
6 7 8 9 10 11 12
13 14 15 16 17 18 19
20 21 22 23 24 25 26
27 28 29 30 31 1 2

КАЛЕНДАРЬ ПРАЗДНИКОВ

Яндекс.Метрика