Наци проекчĕ - ачасем валли

Категория: ПУБЛИКАЦИИ Опубликовано: 03.02.2024, 09:50 Просмотров: 301

Ачасене паянхи кун ыйтакан пĕлÿ парас-си, çĕнĕ йышши технологисемпе пĕчĕкрен туслаштарса ку сферăри конкурентлă специалистсене хатĕрлеме никĕс хывасси - вĕрентÿ тытăмĕнчи хальхи тĕп направленисенчен пĕри.

Ăна пурнăçлама федераллă шайра та, республика программисемпе те юлашки çулсенче çĕнĕлĕхсене чылай çул пачĕç. Ку тĕллевсене тухăçлă ĕçлеттерме «Вĕрентÿ» наци проекчĕн витĕмĕ пысăк. Унăн «Цифрăллă вĕрентÿ хутлăхĕ» проекчĕ туса паракан майсене хамăр тăрăхра та аван куратпăр.

Вăрнарти ял хуçалăх техникумĕ çумĕнче, акă, тăваттăмĕш çул ачасене цифра пĕлĕвĕ паракан «IT-Куб. «Вурнары» центр ăнăçлă ĕçлет. Вăл яллă тăрăхри вĕренекенсене те IT-технологисем тĕлĕшпе пуçламăш пĕлÿпе хăнăхусене илме пулăшакан, ку енĕпе малалла аталанма хавхалантаракан пĕрлешÿ пулса тăчĕ. Унта сĕнекен программăсемпе компьютер технологийĕсем патне туртăм пур ачасем çав тери интересленчĕç. Поселокрисем кăна мар, ялсенчен те занятисене сиктермесĕр килсе çÿреççĕ.

Хушма вĕренÿ направленийĕсем те кунта шăпах халĕ «популярлисем», ĕç рынокĕнче кирлĕ специалистсене хатĕрлеме пулăшаканнисем: тĕрлĕ ÿсĕмри ачасем программировани чĕлхисемпе паллашаççĕ, хăйсен проекчĕсене çырассипе малтанхи утăмсене тăваççĕ, компьютер «ăш-чикне» тата компьютер сечĕсене йĕркелес вăрттăнлăхсене шĕкĕлчеççĕ, цифра анлăшĕнчи хăрушсăрлăха тата ыттине вĕренеççĕ.

Иртнĕ уйăх вĕçĕнче, сăмахран, VRŸAR-приложенисене хатĕрлес енĕпе ăсталăха туптакансем вĕренĕве вĕçленĕ. Руслан Иванов наставник ертсе пынипе вĕсем виртуаллă «тĕнчене» тишкернĕ, вăйăсем шутласа кăларассипе тата ыттипе тимленĕ. Алăра халĕ ачасен - хăйсен пĕлĕвне çирĕплетекен свидетельствăсем.

Çавăн пекех программированипе интересленекенсем те январьти конференцире хăйсен проекчĕсене хÿтĕленĕ. Вĕренекенсен ĕçĕсем питĕ пултаруллине палăртнă экспертсем. Уйрăмах Вăрнарти Дмитрий Фирсовпа Сергей Илюкинăн, Калининăри шкулти Иван Павловăн проекчĕсем çÿллĕ шайри хаклава тивĕçнĕ, малти вырăнсене йышăннă.

Тĕрĕссипе, IT-Куб ачасен информаци тата телекоммуникаци технологийĕсен сферинчи ăс-тăн аталанăвĕн çĕнĕ площадки пулса тăчĕ. Ахальтен мар. Çакна валли кунта техника оборудованийĕ пуян. Вĕрентÿ кадрĕсем пултаруллă - ăсталăхне вĕсем те пĕрмаях ÿстерсех пыраççĕ.

Центр пурнăçĕ, тĕрĕссипе, «вĕресе» кăна тăрать. Ун воспитанникĕсем IT-технологисен анлăшĕнче çирĕп утăмсем тăваççĕ: вĕсене регионти, çĕршыври тĕрлĕ хуласенче ирттерекен конкурссен çĕнтерÿçисемпе призерĕсен йышĕнче те час-часах куратпăр. Вĕсем халех çĕнĕ шухăшсене ĕçе кĕртеççĕ, малашне вара хăшĕ-пĕри çынсен пурнăçне улăштаракан пысăк цифра проекчĕсен авторĕсен ятне тивĕçес шанăç та пур.

Анчах вĕренÿпе кăна мар тулăх центрăн ĕç-хĕлĕ. Ачасем пĕр-пĕринпе хутшăнаççĕ, пĕрле пурнăçа кĕртме çĕнĕ идейăсем шыраççĕ. Уявсем те интереслĕ иртеççĕ кунта: вĕренекенсемпе, педагогсемпе, ашшĕ-амăшĕпе пĕрле. Çапла, ачасене ăс-тăна çивĕчлетме, коллективри хутшăнусене йĕркелеме, пур енчен аталанма пахалăхлă майсем тунă центрта.

Ирина ЯКОВЛЕВА

Добавить комментарий

АРХИВ МАТЕРИАЛОВ

Май 2024
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
29 30 1 2 3 4 5
6 7 8 9 10 11 12
13 14 15 16 17 18 19
20 21 22 23 24 25 26
27 28 29 30 31 1 2

КАЛЕНДАРЬ ПРАЗДНИКОВ

Яндекс.Метрика