50 çул пĕрле – килĕшÿпе юратура

Категория: ПУБЛИКАЦИИ Опубликовано: 03.02.2024, 09:50 Просмотров: 285

Раççей Президенчĕ Владимир Путин 2024 çула Çемье çулталăкĕ тесе палăртнă. «Раççей – хăй пысăк çемье, çав йышра çĕршер çул пĕр-пĕринпе килĕштерсе тĕрлĕ халăх çыннисем пурăнаççĕ, вĕсен культури, чĕлхи, йăли-йĕрки Раççее тата та çирĕплетет, пĕрлештерет», – палăртнăччĕ çĕршыв пуçлăхĕ.

Калинино территори пайĕнче тĕслĕхлĕ, ĕçчен те маттур, пĕр-пĕринпе килĕштерсе пурăнакан çемьесем сахал мар. Акă, çулталăк пуçламăшĕнче «ылтăн туя» ку тăрăхри Капитоновсемпе Григорьевсем уявларĕç. Ку çемьесем пирки ыррине çеç палăртма пулать, мăшăрсем – ял тăрăхĕн тата округăн тĕрекĕ, вĕсемпе чăннипех мухтанмалăх-мăнаçланмалăх пур! Мăшăрсемпе çывăхрах паллашма та май пулчĕ.

Кивьял Нурăсра пурăнаççĕ Леонид Александровичпа Зоя Парамоновна. Мăшăр пĕлтернĕ тăрăх, вĕсем вăрçса-харкашса, пĕр-пĕрне кÿрентерсе курман. Хисеплеме, пĕр-пĕрин сăмахне итлеме тăрăшнă.

Кашни мăшăрăн хăйĕн кун-çулĕ темелле. Капитоновсен те тумхахсăр пулман.

Зоя Парамоновна Кивьял Нурăса 1972 çулта Канашри медицина училищине вĕренсе пĕтерсен направленипе пынă. Вăл фельдшерпа медицина пунктĕнче фельдшерта ĕçлеме пуçăннă. Ку тăрăхрах шăпине тупнă. Кĕлеткипе тĕреклĕ те çÿллĕ, сăнĕпе илемлĕ каччăна курсан хĕр чĕри ирĕлнĕ. Яш та йăрăс пÿллĕ сарă хĕре килĕштернĕ. Икĕ çамрăк чун пĕр-пĕрин патне туртăннă, çемье çавăрма шутланă. Леонид Александрович вырăнти колхозра трактористра вăй хунă. Шăпи унăн та çăмăл килмен. Ир тăлăха юлнă, ăна ват асламăшĕ пăхса ÿстернĕ. Ытлă-çитлĕ пурăнман вĕсем, выльăх-чĕрлĕхне усраман, пÿрт-çурчĕ те кивĕ пулнă.

Çамрăксем 1974 çулта Кăмпалти ял Советĕнче çырăннă, ялта туй кĕрлеттернĕ.

Зоя Парамоновна асаилÿсен авăрне путса ун чухнехи пурнăçа куç умне кăларчĕ. Пĕтĕмпе 43 çул сывлăх сыхлавĕнче тимленĕ. Ĕçе чăннипех юратса пурнăçланă, тет. Ир-ирех ĕçе васканă, фельдшер пунктĕнче хальхи пек тивĕçлĕ условисем те пулман темелле. Вуттине хăйсен хутма, шывне çырмари çăлран анса ăсма тивнĕ. Ун чух ялсенче халăх йышлă пулнă. Гиппократ тупине панă фельдшер кашни çынна пулăшу алли тăснă. Фельдшер пункте çирĕплетнĕ ача-пăчана вăхăтра пăхса тăмалла, сипленме килнĕ çынна укол тумалла е эмел памалла, чĕннĕ çĕре çитмелле тата ытти те. Çак ĕçсене вăхăтра тата хăвăрт пурнăçламаллине ăнланнă çамрăк фельдшер, никама та хирĕçлемен, пулăшмасăр тăман.

Çемьере пĕчĕккĕн йыш хушăнса пынă. Виçĕ ачана кун çути панă мăшăр. Килти хуçалăха та майĕпен çавăрнă, çурт хăпартнă, выльăх-чĕрлĕхне усранă, ĕçе чупнă.

Медицинăна чунран килĕштернĕ Зоя Парамоновна. Асăнтăмăр ĕнтĕ, ку ĕçре çынна пулăшмасăр вăй хума май çук. Тĕрлĕ лару-тăруран тухма, чирлекен çынна сыватма тăрăшнă. Зоя Парамоновна пĕр тĕслĕхе аса илчĕ. Ялта пурăнакан ăнăçсăр çемьери пĕр хĕрарăмпа çыхăннă ку. Хĕрĕх чĕрнеллĕскер район больницинче выртнă çĕртен тарса килнĕ. Фельдшер ун патне каç пулсан çул тытнă, кăнтăр кунĕпе леш таçта тухса каясран хăранă. Хĕрарăмăн юн пусăмĕ хăпарса кайнă, апла пулин те вăл тухтăрсем патне кайма васкаман. Зоя Парамоновна икĕ сехет калаçу ирттернĕ унпа, хăйĕн тата çуралас ачан сывлăхне мĕнлерех сиен кÿме пултарнине ăнлантарма тăрăшнă. Леш тинех сăмахсене пуçа хывнă, ăна аран-аран машина тупса район больницине леçме май килнĕ. Районта вара хĕрарăм йывăр лару-тăрура пулнине шута илсе Шупашкара янă. Тухтăрсем çийĕнчех операци туни хĕрарăмпа унăн ачин пурнăçне çăлса хăварнă.

Зоя Парамоновна каланă тăрăх, халĕ çак хĕрарăмăн ачисем ял хушшинче курсанах ырă сăмах каламасăр иртмеççĕ,фельдшер вăхăтра пулăшу панин пĕлтерĕшне ăнланаççĕ вĕсем, тав сăмахĕсĕр хăвармаççĕ. Çакăн йышши тĕслĕхсем вара татах пулнă, пурне те аса илме те çук.

«Ĕçленĕшĕн шалу тÿлени мар, çынсен ырă сăмахĕ маншăн чи хакли пулнă», - тет Зоя Парамоновна.

Тивĕçлĕ канăва тухсан та ĕç пăрахман вăл, санитаркăра тимленĕ. Апла пулин те, фельдшер тивĕçĕсенех пурнăçланă темелле.

Хальхи вăхăтра Кивьял Нурăсра çĕнĕ фельдшерпа акушер пункчĕ хăпартса лартнă. Вăл пĕлтĕрхи раштав уйăхĕнче халăха йышăнма тытăнчĕ. Зоя Парамоновна çавăн пек хăтлă условисенче ĕçлесе курайманшăн чунтан пăшăрханать. «Халĕ пĕтĕмпех пур вĕт, шывĕ кранран юхать, вут хутмалла мар, газĕ ăшăтать, пÿлĕмĕсем çутă та таса», – тет вăл. Хальхи вăхăтра яла çамрăксем ĕçлеме юлманнинчен тĕлĕнет сывлăх сыхлавĕн ветеранĕ. «Укçи-тенкине те тÿлеççĕ, фельдшер пунктĕнче савăнса çеç тăрăш. Шел, пирĕн вăхăт иртрĕ, çавăн пек хăтлă çуртра ĕçлеме май килмерĕ», - тет ветеран. Апла пулин те, Зоя Парамоновна ыррине шанать, патшалăх пулăшăвне туйса çамрăксем ял еннелле пăхасса, кунтах тĕпленсе пурăнасса ĕненет.

Капитоновсем ачисемпе мăнукĕсемшĕн тĕслĕх вырăнĕнче. «Аллă çул пĕрле пурăнни вăл чăннипех те телей. Хамăр тăрăшнипе, Турă пулăшнипе, ĕмĕр панипе ĕнтĕ кĕтсе илтĕмĕр ылтăн туя. Хамăрăн ачасем тахçанах çемьеллĕ. Вĕсен çемйисен ĕмĕрĕ те вăрăм пултăр, пире савăнтарсах тăччăр, мăнуксем те пирĕнтен тĕслĕх илессе шанатпăр», – теççĕ Капитоновсем. Вĕсен шучĕпе, çемье ăшшине упраса хăварас тесен пĕр-пĕрне ăнланма пĕлмелле, пĕр ĕмĕт-тĕллевпе пурăнмалла.

Калинино тăрăхĕнчи тепĕр çемьепе те паллаштарас килет. Иван Григорьевичпа Галина Николаевна Григорьевсем Шăхаль ялĕнче пурăнаççĕ. Иккĕшĕ те питĕ ырă кăмăллă, ĕçчен çынсем. Тăван хуçалăхра ĕçлесе тивĕçлĕ канăва тухнă. Иван Григорьевич комбайнер-водительте тăрăшнă. Ĕçне кура хисепе тивĕçнĕ. Виçĕ çул харăс хуçалăхри чи лайăх комбайнер ятне те çĕнсе илнĕ, çамрăксен наставникне палăртнă ăна.

Галина Николаевна вара вырăнти, ун чух «Правда» хуçалăхри фермăра тăрăшнă, ĕне те сунă, откормри выльăха пăхнă.

Ку çемье те ял тăрăхĕнче тĕслĕхре. Григорьевсем виçĕ ача пăхса çитĕнтернĕ, вĕсем пурте хăйсен çул-йĕрне тупнă. Халĕ мăшăра мăнукĕсемпе вĕсен ачисем савăнтараççĕ.

Григорьевсем округри мĕнпур çамрăк çемьене вăрăм ĕмĕр, килĕшÿ, тату пурнăç сунаççĕ. Çемьере чашăк-тирĕк шăкăртатасси те пулать, çав вăхăтра каçару ыйтни те пĕлтерĕшлĕ, хирĕçĕве сирме тăрăшмалла, ăнлану чи малти вырăнта пулмалла, теççĕ Григорьевсем.

Капитоновсемпе Григорьевсене ылтăн туй ячĕпе Вăрнар муниципаллă округăн пуçлăхĕн çумĕ-вĕрентÿпе çамрăксен политикин пайĕн пуçлăхĕ Алексей Фирсов, ЗАГС пайĕн пуçлăхĕ Татьяна Филиппова, Калинино территори пайĕн пуçлăхĕ Ольга Смирнова чĕререн саламларĕç. Мăшăрсем юбилярсен хисеплĕ кĕнекинче алă пусрĕç, парнесемпе ырă сăмахсене тивĕçрĕç. Ку çемьесен кун-çулĕ чăваш сурпанĕ пек вăрăм пултăрччĕ!

Елена АНИСИМОВА

Добавить комментарий

АРХИВ МАТЕРИАЛОВ

Май 2024
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
29 30 1 2 3 4 5
6 7 8 9 10 11 12
13 14 15 16 17 18 19
20 21 22 23 24 25 26
27 28 29 30 31 1 2

КАЛЕНДАРЬ ПРАЗДНИКОВ

Яндекс.Метрика