Пыл, хăмла, сухан та сĕт... - куравран кăсăклине эс кĕт

Категория: ПУБЛИКАЦИИ Опубликовано: 03.02.2024, 09:51 Просмотров: 310

Çак эрнере Мускаври «Россия» куравра аграри промышленноçĕн тата экологин эрнисем пуçланчĕç. Чăваш ен стенчĕ хăнасене тĕрлĕ çитĕнÿпе тĕлĕнтерĕ.

Пĕлетĕр-и, пирĕн республика хăмла, сухан-севок туса илессипе çĕршывра чи ăнăçлă ĕçлесе пыракан регион. Раççейри хурсен 70 проценчĕ - Чăваш енрен.

Унсăр пуçне, пирĕн республика - кондитер промышленноçĕн, çĕрулми центрĕ тата сĕт-çу отраслĕн чĕри. Чи кирли - вĕсене экологи условийĕсенче туса илеççĕ.

Ял хуçалăх çитĕнĕвĕсемпе паллаштарасси #ЧувашияКормит брендпа иртĕ. Чăваш ен стенчĕ тĕрлĕ тĕлĕнмелле интерактивсемпе тыткăнлĕ. Курава килнисем ятарлă куçлăх тăхăнса фермăсенче, уйсенче пулса курĕç, хăйсене дояр вырăнĕнче туйĕç, Çырла, «Симĕс ылтăн» фестивальсене хутшăнма сертификатсем выляса илме пултарĕç.

Çак эрнере республика #ЧувашияМедовая блока презентацилерĕ. Хăнасем вĕлле хурчĕсене ĕрчетес, тутлă та пахалăхлă пыл туса илес вăрттăнлăхсене пĕлнĕ, çавăн пекех воск çуртисем, хăваран авса изделисем тăвассипе мастер-классене хутшăннă. Пурне те çутатакан вĕллеллĕ фотозона кĕтсе илнĕ.

Кану кунĕсенче Мускавпа ун хăнисене чăвашсен хăмли кĕтсе илĕ.

Ытти кунсенче тата мĕн кĕтет-ха/ Февралĕн 6-8-мĕшĕсенче - #ЧувашияМолочная блок. Ун йĕркипе Вăрнарти хăйминчен уйăрнă типĕтнĕ сĕт завочĕ те отрасль аталанăвĕпе паллаштарĕ. Стенд патĕнче ĕне муляжне вырнаçтарĕç. Унпа усă курса кашниех сĕт сума вĕренĕ.

Февралĕн 9-11-мĕ-шĕсем - ĕçлĕ программа кунĕсем. Регионăн паллă пулăмĕсемпе паллаштарĕç. Ун чухне фермерсен форумĕ уçăлĕ.

Февралĕн 10-мĕшĕн-че - Çамрăксен кунĕ. Кунта та Чăваш енĕн кăтартмалли пур - яллă тăрăхсенчи ача сачĕсенчи аграрисемпе йĕркеленĕ хутшăнусем, шкулсенчи агроклассем пирки каласа кăтартĕç.

Агролабораторире кашниех ÿсентăран лартса хăйпе пĕрле илсе кайма пултарĕ. Пробиркăра çĕрулми клонне çитĕнтернине курса тĕлĕнĕ.

Февралĕн 13-14-мĕ-шĕсенче чи тутлă блок - #ЧувашияШоколадная. Ятарлă куçлăхпа кондитер завочĕсене, миллионлă конфет контейнерĕсене курма май килĕ. Кунта шăккалат фонтанĕ ĕçлĕ. Хăнасене çÿллĕ Печенька пукане кĕтсе илĕ тата ытти те.

Февралĕн 15-18-мĕ-шĕсенче - агротуризм кунĕсем. Шуваевсен ранчи, «Ивушка» питомник тата «Мелилотус» СППК хăнасене Чăваш ене йыхравлĕç. Çырла тата Кăмпа фестивалĕсене, Етĕрнери лаша чупăвне çитсе курма сертификатсем выляттарĕç. Çавăн пекех тĕрлĕ вылявсем, мастер-классем иртĕç.

«Россия» кураври Чăваш ен стенчĕ пурне те хапăл!

Светлана ЧИКМЯКОВА

Добавить комментарий

АРХИВ МАТЕРИАЛОВ

Май 2024
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
29 30 1 2 3 4 5
6 7 8 9 10 11 12
13 14 15 16 17 18 19
20 21 22 23 24 25 26
27 28 29 30 31 1 2

КАЛЕНДАРЬ ПРАЗДНИКОВ

Яндекс.Метрика