Кăтартуллă ĕçшĕн – дипломпа кубок

Категория: ПУБЛИКАЦИИ Опубликовано: 06.02.2024, 09:51 Просмотров: 290

Чрезвычайлă лару-тăрусене асăрхаттарассипе ирттернĕ ĕçсем, пушар хăрушсăрлăхне тата шыв-шур çинче çынсен хăрушсăрлăхне тивĕçтерессипе тимлени, гражданла оборона шайĕ – республикăн Правительство çуртĕнче пĕлтĕрхи кăтартусене пĕтĕмлетнĕ.

Ку ĕç-хĕлĕн тĕп кăтартăвĕ Чăваш енре анлăн иртнĕ командăпа штаб вĕренĕвĕсене чи çÿллĕ шайра хаклани пулнине каламалла. Вăл влаç органĕсем, яваплă службăсем чрезвычайлă лару-тăру е çар положенийĕ тухас хăрушлăхра кирлĕ те тĕрĕс мерăсене йышăнма хатĕррине кăтартнă.

«Асăрхаттарупа профилактика мероприятийĕсене вăхăтра пурнăçланипе, пĕрлехи кал-кал ĕçе пула ĕнтĕ 2023 çулта республика территорийĕнче масштаблă инкексене пулма паман, вĕсем тухас хăрушлăхсене те чакарнă», - палăртнă Чăваш ен Пуçлăхĕ Олег Николаев, вĕренÿпе методика сборне хутшăннă май.

Мероприяти вăхăтĕнче гражданла оборона тата чрезвычайлă лару-тăрусене асăрхаттарассипе чи лайăх кăтартусемпе палăрнисене республика, ведомство наградисемпе чысланă. Вăрнарсене те палăртнă - республикăри РСЧС ТП-н пирĕн тăрăхри муниципаллă звеновĕ I степень Диплома тата куçакан кубока тивĕçнĕ. Астăватпăр ĕнтĕ, пĕтĕм Раççейри командăпа штаб вĕренĕвĕсене пĕлтĕр пирĕн округ та хастар хутшăннăччĕ, вырăнти ятарлă службăсем палăртнă задачăсене пахалăхлă пурнăçланă тесе хакланăччĕ. Правительство çуртĕнче наградăна округ пуçлăхĕ Надежда Никандрова илме тивĕçнĕ.

Ентешсемпе мухтанмалăх тата сăлтав пур. Чăваш ен Пуçлăхĕн Тавĕпе «Август» Фирмăн «Вăрнарти хутăш препаратсен завочĕ» филиалĕн гражданла оборона тата чрезвычайлă лару-тăрусен ыйтăвĕсемпе тимлекен специалистне Станислав Афанасьева чысланă.

Ирина ЯКОВЛЕВА

Добавить комментарий

АРХИВ МАТЕРИАЛОВ

Май 2024
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
29 30 1 2 3 4 5
6 7 8 9 10 11 12
13 14 15 16 17 18 19
20 21 22 23 24 25 26
27 28 29 30 31 1 2

КАЛЕНДАРЬ ПРАЗДНИКОВ

Яндекс.Метрика