Çĕре юратма пĕчĕкрен хăнăхаççĕ

Категория: ПУБЛИКАЦИИ Опубликовано: 06.02.2024, 09:52 Просмотров: 278

- Тунтикуна çакăн пек кăмăллă та кирлĕ пулăмран пуçлани пĕлтерĕшлĕ. Паян ачасене аталанма тата та тепĕр мел уçăлчĕ. Вăл кĕçĕннисене çутçанталăка юратма, çĕрпе ĕçлеме вĕрентĕ, - терĕ Вăрнар муниципаллă округĕн пуçлăхĕ Надежда Никандрова ĕнер «Ручеек» ача садĕнче агролаборатори уçнă вăхăтра.

Çĕнĕ площадка кунта «Ачалăхшăн, ачалăх ячĕпе» ыркăмăллăх марафонĕ, «Взрослые - детям» акци йĕркипе ĕçлеме тытăннă. Вăл - «Вĕрентÿ» наци проекчĕн «Кашнин валли çĕнĕ майсем» федераллă проекчĕн пурнăçланăвĕ те.

Ачасем воспитательсемпе пĕрле чÿрече çинчи йăрансене йĕркеленĕ те ĕнтĕ. Фитолампа айĕнчи контейнерсен çÿлĕкĕнче пăрçа, сухан çитĕнеççĕ. Опыт туса пăхни сисĕнет, хăшĕсен хунавĕсем çитĕннĕ ĕнтĕ, теприсем вара халь кăна шăтма тытăннă.

Ачасем çĕрпе ĕçлеме хăнăхнине сумлă хăнасем, ашшĕ-амăшĕ умĕнче те кăтартрĕç. Вĕсем хăйсем тĕллĕн пăрçа акрĕç. Вăррине маларах шÿтерни ÿсентăрана хăвăртах шăтса тухма май парĕ. Мини-теплица та чылай пулăшу парĕ. Ун ĕçне йĕркелеме ноутбук пулăшать.

Хĕрачасемпе арçын ачасемшĕн çĕнĕ площадкăра чăннипех те çĕнни чылай пулĕ. Вĕсем ытти культурăсене çитĕнтерессипе те паллашĕç, ытти ешĕл курăксене те ÿстерĕç. Çитменнине, агролабораторисем çумне кураторсене те çирĕплетнĕ. «Ручеек» ача сачĕн - Вăрнарти аш-какай комбиначĕ. Агрохолдинг, пĕлетпĕр ĕнтĕ, ял хуçалăх культурисене туса илессипе ăнăçлă ĕçлесе пырать. Эппин, ун ертÿлĕхĕн, ĕçченĕсен ачасене те вĕрентмелли, кăтартмалли, пулăшмалли пур.

«Округра çакнашкал агролабораторисем пĕтĕмпе саккăр ĕçлеççĕ. Ачасем çĕрпе пĕчĕкрен ĕçлеме хăнăхни питех те усăллă»,- палăртрĕ округ пуçлăхĕн заместителĕ - вĕрентÿ пайĕн пуçлăхĕ Алексей Фирсов.

«Ручеек» ача сачĕн ертÿçи Ирина Львова агролабораторие малашлăхра оборудованипе татах та пуянлатассине пĕлтерчĕ. Вăл ачасемшĕн чăн-чăн аталану, тавракурăма ÿстермелли площадка пулса тăни педколлектива та, ашшĕ-амăшне те килĕшнине пытармарĕ.

Пухăннисем агролабораторири çĕнĕлĕхпе кăмăлласа паллашрĕç.

Светлана ЧИКМЯКОВА

Добавить комментарий

АРХИВ МАТЕРИАЛОВ

Май 2024
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
29 30 1 2 3 4 5
6 7 8 9 10 11 12
13 14 15 16 17 18 19
20 21 22 23 24 25 26
27 28 29 30 31 1 2

КАЛЕНДАРЬ ПРАЗДНИКОВ

Яндекс.Метрика