Пĕлтерĕшлĕ ыйтусемпе

Категория: ПУБЛИКАЦИИ Опубликовано: 06.02.2024, 09:52 Просмотров: 290

Унчченхи эрнере Вăрнар округĕн Пухăвĕн депутачĕсем черетсĕр ларăва пухăннă. Яланхи пекех аталану пĕлтерĕшлĕ, администраци ĕçĕ-хĕлĕпе тата ыттипе çыхăннă ыйтусене пăхса тухнă. Ларăва округ пуçлăхĕ Надежда Никандрова та хутшăннă.

Сÿтсе явнă пĕрремĕш ыйту - муниципаллă харпăрлăхри шыв-шур объекчĕсемпе усă курнăшăн тÿлеве шутламалли тата илмелли правилăсене çирĕплетесси. Вĕсем пирки йĕркелÿ, кадрсен тата юридици ĕç-хĕлĕн пайĕн пуçлăхĕ Виталий Белов ăнлантарнă. Вăл палăртнă тăрăх, пирĕн тăрăхра та ку тÿлев ставки Атăл юханшывĕн бассейнĕнчи федераллă харпăрлăхри шыв-шур объекчĕсемпе усă курнăшăн çирĕплетнĕ виçепе танах.

Техника тытăмне хаклас тата техника регламенчĕсемпе килĕшÿллĕн пăхса тăрас тĕллевпе çуртсене тĕрĕслеме те хăйĕн йĕрки пур. Ун пек чухне çуртсен шанчăклăхне, хăрушсăрлăхне, проект документацине тивĕçтернине тата ыттине тишкереççĕ. Ку йĕркен тĕп енĕсемпе территорисен хăтлăлăхĕ тата аталанăвĕ енĕпе тимлекен управлени пуçлăхĕ Сергей Петров паллаштарнă.

Депутатсем муниципаллă çĕр контролĕ çинчен положение, округăн муниципаллă пурлăхне республикăн патшалăх харпăрлăхне парасси çинчен йышăнăва та çирĕплетнĕ. Çавăн пекех вĕсем «Вăрнар муниципаллă округĕн уставне улшăнусем кĕртесси çинчен» йышăнăвăн проектне март уйăхĕнче уçă итлевре сÿтсе явма палăртнă. Ытти ыйтусене пăхса тухнă май, депутатсем административлă комиссин тытăмне, муниципаллă служба çинчен положение пырса тивекен улшăнусене кĕртнĕ.

Ларура кун йĕркине кĕмен ыйту-сĕнÿсем те пулнă. Вĕсем - Çĕнĕ çул уявĕн мероприятийĕсене пĕтĕмлетнĕ май тухнисем, округри çулсене юртан пахалăхлă тасатса йĕркене кĕртессипе çыхăннисем.

Хамăр инф.

Добавить комментарий

КАЛЕНДАРЬ ПРАЗДНИКОВ

Яндекс.Метрика