Пĕр ыйту та тимлĕхсĕр юлмарĕ

Категория: ПУБЛИКАЦИИ Опубликовано: 10.02.2024, 09:53 Просмотров: 295

Вăрнар округне çак эрнере Чăваш ен Патшалăх Канашĕн депутачĕ Роман Алексеев ĕçлĕ çÿревпе çитрĕ.

Вăл округ пуçлăхĕпе Надежда Никандровăпа тĕлпулу ирттерчĕ, Вăрнар ен аталанăвĕн çул-йĕрне сÿтсе яврĕ, малашлăхри тĕллевсене палăртрĕ.

Ĕçлĕ çулçÿрев тулăх пулчĕ. Роман Юрьевич Вăрнарти 1-мĕш вăтам шкула çитсе курчĕ. Депутат ачасемпе тĕрлĕ тема тавра хапăлласах калаçрĕ.

Сывă ÿт-пÿре сывă чун, теççĕ. Роман Юрьевич - Чăваш енри регбол федерацийĕн президенчĕ, сывă пурнăç йĕркине çирĕп тытса пынăран çамрăк ăру мĕнле спорт тĕсĕсене килĕштернине ыйтса пĕлчĕ.

Пултаруллă яш-кĕрĕмпе хĕрупраçра регион, çĕршыв пуласлăхĕ. Роман Алексеев патшалăх çамрăк специалистсене пулăшассине пысăк тимлĕх уйăрнине палăртрĕ.

Патриотизм туйăмне шкул саккинченех аталантарасси питĕ пĕлтерĕшлĕ. Депутат шкулта вĕренекенсене Тăван çĕршывăн чăн-чăн гражданинĕсем пулма сунчĕ. Яшсемпе хĕрсенчен професси илнĕ хыççăн тăван тăрăхра кам тĕпленес шухăш-ĕмĕтлĕ пулнипе кăсăкланчĕ.

Хастар педагогсемпе вĕренекенсем наградăсене тивĕçрĕç. Вĕсене «Единая Россия» партин регионти уйрăмĕн секретарĕн Леонид Черкесовăн, Чăваш ен Патшалăх Канашĕн депутачĕн Роман Алексеевăн Тав çырăвĕсемпе чысларĕç.

«Единая Россия» партин Вăрнарти уйрăмĕнче Роман Алексеев граждансене йышăнчĕ. Ăна тĕлпулăва тухăçлă ирттерме округ пуçлăхĕн заместителĕ Сергей Петров, культура пайĕн пуçлăхĕ Ирина Алексеева пулăшрĕç.

Округра пурăнакансем тĕрлĕ ыйтусем çĕклерĕç. Тĕпрен илсен, вĕсем хăтлăх кĕртессипе çыхăнчĕç. Акă, Авруй ялĕнче çул-йĕре юсамалла тата пĕчĕк хăватлă трансформатора улăштармалла.

Кивьял Хапăсра пурăнакан та хăйне мĕн пăшăрхантарнине пĕлтерме васкарĕ. Ял çывăхĕнче автобус чарăнăвĕ çук. Çакă вара çынсене çул çÿреме самаях чăрмантарать. Автовокзалти кассăран билет сутманран пассажир автобусĕсем те Кивьял Хапăс патĕнче чарăнмаççĕ. Округ центрĕнчен çурран утма тивет. Ку çулпа транспорт чылай иртет. Кивьял-хапăссемшĕн хăрушлăх кăларса тăратать. Ку ялта пурăнакан хастар хĕрарăм клуб çĕклес ыйтăва та çĕклерĕ. Культура вучахне сÿнме памасан ял малашлăхĕ çутă пулĕ.

Роман Алексеев умĕнче çивĕч ыйту паракан тата пулчĕ. «Хĕвелтухăç микрорайонĕнчен поселок центрне çитиччен маршрут транспорчĕн çÿревне йĕркелеме пулмасть-ши/» - терĕ тепĕр хастар хĕрарăм. Ку енчен ĕçе каякансем чылаййăн. Транспорт çÿременрен вĕсен ирпе-ирех килĕсенчен тухса васкама тивет. Поселокра пурăнакан çавăн пекех Илларионов урамĕнчи республика çулĕ тăрăх çутă çутас ĕçе йĕркелесси пирки те калаçрĕ.

Пур ыйтăва та депутат йышăнчĕ, пулăшма шантарчĕ.

Елена ПОРФИРЬЕВА

Вăрнарсем те çĕршыв пуянлăхĕпе паллашрĕç

Вăрнар муниципаллă округĕн делегацийĕн йышĕнче Мускаври «Раççей» куравра пулма тÿр килчĕ. Чăннипех те чаплă курав. Мĕншĕн тетĕр-и/ Ара, кунта пĕтĕм Раççей вĕт! Кашни регион пирки нумай пĕлме-курма, мастер-классене хутшăнма, тĕрлĕ халăх культурипе, йăли-йĕркипе паллашма пулать. Кăмăл пулсан кирек хăш халăх çыннипе сăмах хушма та май пур. Чăннипех те тĕлĕнмелле вĕт, палăртрĕç вăрнарсем.

Чи малтанах, паллах, хамăрăн республикăн стендне шыраса утрăмăр. Нумай вăхăт иртмерĕ – куç умне Чăваш Республикин площадки тухса тăчĕ. Ăна эпир тÿрех уйăртăмăр, мĕншĕн тесен чăваш халăхĕн наци паллине - тухъяна – пурте паллатпăр. Республика пирки кунта нумай пĕлме пулать. Эпир пынă кун куравра аграри промышленноçĕн тата экологи эрнисем пуçăннăччĕ. Кунта чăвашсен пылне, хăмлине, кондитер продукцине, сĕт юр-варне тата ыттине вырнаçтарнă. Çавăн пекех Чăваш енпе çывăхрах паллашас текенсем VR-куçлăх тăхăнса виртуаллă курава хутшăнма пултарчĕç. Палăртмалла, питĕ кăсăклă та хăйнеевĕрлĕ курав ку!

«Чăваш ĕни» те пур кунта. Кирек кам та выльăх кÿлепи патне пырса «сĕт сума» пултарчĕ. Уйрăмах вăл ачасене илĕртрĕ. Вĕсем хаваспах ĕне çиллине пăчăртаса «сĕт» сăрăхтарма пултарчĕç. Витри хăвăртах тулчĕ. Пĕр хĕрача ĕне сума вĕреннĕшĕн питĕ савăннине пĕлтерчĕ, ун пичĕ йăл кулăпа çиçрĕ.

Курав чăннипех те хăйĕн патне илĕртет. Пирĕн делегаци ытти регионсен стенчĕсене те курса çаврăнчĕ, тĕрлĕ пуян экспозиципе паллашрĕ. ВДНХ-ра çав кун Сывлăх кунĕ тесе палăртнăччĕ. Нумай регион сывлăх сыхлавĕнчи çитĕнĕвĕсене кăтартрĕ, тĕрлĕ мастер-классем йĕркелерĕ, лекцисем вуларĕç тата ытти те. Вăрнарсем вĕсене активлă хутшăнчĕç. Куç, шăл сывлăхне тĕрĕслерĕç, çынна пĕрремĕш пулăшу пама вĕрентекен мастер-класа та хутшăнчĕç, юн пусăмне виçрĕç, организмри сахăр, холестерин виçине пĕлчĕç тата ытти те. Палăртмалла, ку пĕтĕмпех тÿлевсĕр.

Çав кун Раççей сывлăх сыхлавĕн министрне Михаил Мурашкона та курма май пулчĕ. Вăл Сывлăх кунĕнче пленарлă сесси вăхăтĕнче отрасль çитĕнĕвĕсемпе паллаштарчĕ, унăн малашлăхĕ пирки каларĕ.

Чăваш Республикин сывлăх сыхлавĕн министрĕ Владимир Степанов пирĕн ентеше Росздравнадзор пуçлăхне Алла Самойлована республика стенчĕпе тĕплĕн паллаштарчĕ.

«Раççей» курав пирĕн делегацие тĕлĕнтерчĕ, пуян экспозицийĕпе илĕртрĕ. Чăваш наци конгресĕн вырăнти уйрăмĕн пуçлăхĕ, округри депутатсен Пухăвĕн депутачĕ Вячеслав Алексеев хăйĕн шухăш-кăмăлне пĕлтерчĕ: «Куравра иккĕмĕш хут пултăм, апла пулин те ун анлăшĕнчен тĕрлĕ енлĕхĕнчен тĕлĕнсе пĕтерейместĕп. Тепре каяс шухăш та пур. Мана уйрăмах Раççей йышне кĕнĕ çĕнĕ регионсем кăсăклантарчĕç, вĕсен стенчĕсене тĕплĕн пăхрăм. Çавăн пекех аякри Камчатка, Якути, Инçет Хĕвелтухăç регионĕсене тишкертĕм, вĕсене çитсе курнă пекех туйăнчĕ. Кунта пĕтĕм çĕр-шыв географийĕ, Раççейре пурăнакан кашни çыннăн çак куравра пулса курмаллах! Хамăр куçпа курни яланах асра юлать».

Пĕр кунта курав анлăшĕпе паллашма май та çук, çавăнпа та çĕршыв тĕп хулине тепре кайса курас шанчăкпа пурăнатăп. Раççей Президенчĕ сĕннипе курава çуллаччен тăснă. Республика Пуçлăхĕ Олег Николаев унта округсене те хутшăнма сĕннĕ. Хальхи вăхăтра Вăрнар округĕн администрацийĕ çак курава тĕплĕн хатĕрленет, пирĕн те Раççее тĕлĕнтерме шанăç пур!

Елена АНИСИМОВА

Добавить комментарий

КАЛЕНДАРЬ ПРАЗДНИКОВ

Яндекс.Метрика