Тимлĕхре – хăтлăх ыйтăвĕсем

Категория: ПУБЛИКАЦИИ Опубликовано: 17.02.2024, 13:57 Просмотров: 69

Пĕтĕмлетÿ тапхăрĕ малаллах пырать: территори пайĕсенче пĕрин хыççăн тепри отчетлă пухусем иртеççĕ. Вĕсем унчченхи çул пурнăçланă ĕç-хĕле хак парас тата малашлăх планĕсене палăртас тĕллевлĕ. Тĕлпулусен тепĕр паха енĕ те пур. Шăпах вĕсенче ял çыннисем влаç органĕсем патне хăйсен шухăшĕ-сĕнĕвĕсемпе тÿреммĕн тухма, тĕрлĕ-рен ыйтусене татса пама хутшăнма пултараççĕ.

Хапăс тăрăхĕнче пурăнакансен, акă, хăйсен шухăш-кăмăлне Вăрнар округĕн пуçлăхĕпе Надежда Никандровапа сÿтсе явма май пулчĕ. Вăл заместителĕпе - вĕрентÿ пайĕн пуçлăхĕпе Алексей Фирсовпа пĕрле ытларикун Хапăсри культура çуртĕнче иртнĕ тĕлпулăва хутшăнчĕ.

2023 çулхи ĕç-хĕлĕн кăтартăвĕсене халăх умĕнче Упнер территори пайĕн пуçлăхĕ Геннадий Арбузов туллин пĕтĕмлетрĕ. Кирек хăш вырăнта чи пĕлтерĕшлĕ ĕçсен шутне ялсенче хăтлăх кĕртессипе çыхăннисем тухаççĕ. Упнер тăрăхĕнче те, финанс майĕсене кура, ку енĕпе сахал мар тăрăшнă. Акă, çулсене çынсене çÿреме те, транспортпа чăрмавсăр кĕрсе тухма та хăтлăрах тăвасси тимлĕхрех. Геннадий Александрович пĕлтернĕ тăрăх, пĕлтĕр Упнерти Березовка урамĕнчи çул участокĕнчи шăтăк-путăка тÿрлетнĕ, Хапăсри Овражная тата Ивовая урамсен тăваткалне, Анаткас Хапăсри Новая урамри тăкăрлăкăн вĕт чуллă сийне юсама май килнĕ. Ĕçсем çул-йĕр фондĕнче хывса хăварнă укçа-тенкĕпе пурнăçланнă. Унсăр пуçне, Упнерти Березовка урамĕнчи тата Хапăсри Садовая урамри çулсен пайĕсем те ?180-шар метр% тĕплĕ юсавра çĕнелнĕ.

Упнер территори пайĕнчи халăх пуçаруллă бюджет программине хастар хутшăннине палăртмасăр май çук. Патшалăх пулăшăвне тивĕçес тесе вĕсем хăйсем те пĕрлехи ĕçе пысăк тÿпе хываççĕ. Пĕлтĕрхи çул-йĕр юсавĕн пуçарăвĕсем - Кивьял Хапăсри Полевая, Хапăсри Рыбацкая тата Школьная урамсенчи çул участокĕсем.

Пуçаруллă бюджет программипе кăçал та активлă вăй хурасшăн. 2024 çулта пурнăçа кĕртме тăватă проект конкурс витĕр ăнăçлă тухнă. Çапла майпа территори пайĕнче çул юсавне малалла тăсасшăн. Çав шутра - Анаткас Хапăсри Тĕп урамри, Упнерти Березовка, Хапăсри Садовая урамри участоксенче. Тепĕр ырă пуçару пурнăçланмалла - кунта палăк вырнаçтарса Çĕршыв хÿтĕлевçисен скверне йĕркелесшĕн. Шăпах çак проектсемпе кăçал тĕллевлĕн ĕçлесшĕннине пĕлтерчĕ Геннадий Арбузов. Унсăр пуçне Упнерти клуб юсавĕ малалла пырĕ. Тата урамсенчи çутă системине, çул-йĕре пăхса-тытса тăрасси, пушар хăрушсăрлăхне тивĕçтересси... - кулленхи ыйтусем тем чухлех.

Пай пуçлăхĕ, акă, ял çыннисем субботниксенче хастар пулнине уйрăммăн асăнчĕ. Урамсенче, обществăлла вырăнсенче кăна мар, масарсен таврашĕнче те йĕркелĕхе тивĕçтерес тесе чылаййăн тăрăшнă. Пурнăçланă тĕп ĕçсен шутĕнче Геннадий Арбузов çавăн пекех Упнерте спорт площадкине карталаса çавăрма, гидротехника сооруженин юсавне ирттерме, культура çурчĕн тăррине улăштарма пултарнине каларĕ. Унсăр пуçне сиенлĕ пултăранпа кĕрешессипе, хăрушлăх кăларакан йывăçсене касса иртессипе, ирĕккĕн чупакан йытăсене вырнаçтарассипе тата ытти енĕпе тимленĕ.

Хуçасăр йытăсем пирки тĕлпулу вăхăтĕнче те ыйту пулчĕ. Вĕсем, йышпа çÿрекенскерсем, çынсемшĕн, уйрăмах ачасемшĕн хăрушă. «Тĕрĕссипе, чылайăшĕн хуçисем пур. Чĕрчунсене кил-хуçалăхрах тытчăр тесе вĕсемпе те ĕçлетпĕр, яваплăха ăнлантаратпăр», - хуравларĕ территори пайĕн пуçлăхĕ.

Вырăнти ветеринари участокĕн ĕçченĕ Светлана Белкова выльăх-чĕрлĕхе чир-чĕртен хÿтĕлеме профилактика мерисене вăхăтра ирттермеллине çирĕплетрĕ. Ветработниксем енчен вĕсем çирĕп сăнавра, тĕрĕслев валли юн илеççĕ, вакцинаци тăваççĕ. Пирĕн республикăпа кÿршĕллĕ регионсенче, акă, бруцеллез чирĕн «вучахĕсене» тупни пирки информаци пур. Вăл выльăхшăн та, çыншăн та хăрушă. Çавăнпа та сыхлăх мерисене çирĕп пăхăнмалла. Специалист асăрхаттарăвне округ пуçлăхĕ Надежда Никандрова та тимлĕхе илме сĕнчĕ. «Пĕлтĕр республикăра Çĕпĕр язви çынсене ернĕ тĕслĕх пулнăччĕ. Чирлĕ выльăх хуçи халĕ çак лару-тăрушăн уголовлă явап тытать», - аса илтерчĕ вăл инкеклĕ тĕслĕхе.

Медицина, культура, вĕрентÿ учрежденийĕсен ĕç-хĕлне те пĕтĕмлетрĕç.

Хапăсри шкулăн ĕçне округăн вĕрентÿ пайĕн пуçлăхĕ Алексей Фирсов уйрăммăн палăртрĕ. Кунта вĕренекенсене сывă пурнăç йĕркине, спорта явăçтарассипе тĕллевлĕ тăрăшнине пысăка хурса хакларĕ вăл. Çавна пулах ачасен спортри çитĕнĕвĕсем курăмлă. Шкулта çар-патриотизм юхăмĕ те вăйлă аталанать. Вĕрентÿ учрежденийĕ Вăрнар патриочĕсем йĕркелекен слетсемпе ăмăртусене тăтăшах йышăнать, вĕсене çÿллĕ шайра ирттерет. Çакă хальхи вăхăтра ачасен тĕрĕс воспитанине йĕркелемелли тĕп направленисенчен пĕри пулнине çирĕплетрĕ Алексей Николаевич.

Отчетлă пухăва профилактикăпа асăрхав службисен представителĕсем те хутшăнчĕç. Полицин «Вурнарский» пайĕн пуçлăхĕн заместителĕ Сергей Степанов юлашки вăхăтра ултавлă ĕçсем питĕ нумайланса кайнине асăрхаттарчĕ, мушенниксенчен сыхланмалли тĕп мелсене ăнлантарчĕ. Асăрхав тата профилактика ĕç-хĕлĕн районти уйрăмĕн дознавателĕ Юрий Иванов кил-хуçалăхра пăхăнмалли хăрушсăрлăх правилисене аса илтерчĕ.

Ирина ЯКОВЛЕВА

Добавить комментарий

КАЛЕНДАРЬ ПРАЗДНИКОВ

Яндекс.Метрика