Çирĕп çемье – вăйлă патшалăх

Категория: ПУБЛИКАЦИИ Опубликовано: 17.02.2024, 13:59 Просмотров: 114

Çемье çулталăкĕн пуçламăшĕнче Вăрнарти И.Н.Никифоров ячĕллĕ 1-мĕш вăтам шкулта Чă-ваш Республикин Обществăлла палатин Раççей халăхĕн ăс-хакăлпа кăмăл-сипет хаклăхĕсене упрассипе тата çирĕплетессипе тимлекен комиссийĕн кунĕ иртрĕ.

Аса илтеретпĕр, кăçал пирĕн çĕршывра Раççей Президенчĕ Владимир Путин Указĕпе - Çемье çулталăкĕ. Пĕлтĕр Чăваш Республикин Обществăлла палатинче çÿлерех асăннă комиссие йĕркеленĕ. Вăл çемье хаклăхĕсене çÿле çĕклессипе, çамрăк ăрăва хамăр халăхăн йăли-йĕркисене тĕпе хурса воспитани парассипе тимлет.

Пĕлтерĕшлĕ мероприятие шкул ачисем, педагогсем, советниксем, обществăлла организацисен представителĕсем хутшăнчĕç. Пухăннисене Вăрнар муниципаллă округ пуçлăхĕ Надежда Никандрова саламларĕ, çемье пирĕн обществăра пĕлтерĕшлĕ вырăн йышăннине палăртрĕ, çемьере яланах пĕр-пĕрне хисеплени, пулăшу пани, йăла-йĕркесене мала хуни пĕлтерĕшлĕ пулнине каларĕ.

Вăрнар чиркĕвĕн настоятелĕ Александр атте çемье пурнăç никĕсĕ пулнине çирĕплетрĕ, этемĕн телейĕ çемьесĕр пулмĕ, терĕ.

Çав кун шкулта тематикăллă секцисен ĕçне йĕркелерĕç. Пĕрремĕшĕн теми – «Çирĕп çемье – вăйлă патшалăх». Тĕп спикерĕ - республикăри Обществăлла палатăн членĕ Олег Волков. Вăл çавăн пекех гражданла обществăна йĕркелес енĕпе тимлекен «Чăваш енри аттесен канашĕ» республикăри обществăлла организацин членĕ те. Олег Гаврилович çемье хаклăхĕсем çинче чарăнса тăчĕ. Телейлĕ çемье, ун шучĕпе, тăватă блокран тăрать: яваплă атте, тăрăшуллă анне, талантлă ачасем тата пĕтĕмĕшле хаклăхсем. Пурте вĕсем пĕр-пĕринпе çыхăннă, вĕсене пĕрлештерекенни – юрату. Олег Гаврилович ку хаклăха упраса хăварас тесен кашнин тăрăшмаллине пĕлтерчĕ.

Психолог та тухса калаçрĕ тĕлпулура, вăл çемьери хутшăнусем пирки ăнлантарчĕ, пурнăçри тĕслĕхсене илсе кăтартрĕ.

Иккĕмĕш секцин тĕп теми – «Ачасене воспитани парас ĕçри аттен пĕлтерĕшĕ». Кунта шкул директорĕсен воспитани енĕпе тимлекен заместителĕсем, советниксем, социаллă педагогсем, психологсем ĕçлерĕç. Спикерсем – Вăрнарти 2-мĕш вăтам шкулти Ольга Косарева советник, Аçăмçырминчи шкул директорĕн çумĕ Ирина Белова, Оксана Митрофанова педагог-психолог. Педагогсем мастер-класс ирттерчĕç, ятарлă çар операцине хутшăнакан салтаксем валли асăнмалăх парне – этнографи паллиллĕ чĕресем - хатĕрлерĕç.

Виççĕмĕш секцире «Сывă çемьери çыхăнусене йĕркелес ĕçри обществăлла организацисен пĕлтерĕшĕ» темăпа канашларĕç. Кунта округри Обществăлла канаш, Хĕрарăмсен канашĕн, Аттесен канашĕн пуçлăхĕсем хутшăнчĕç. Вĕсем хăйсен ĕçĕ-хĕлĕпе паллаштарчĕç, малашнехи мероприятисене асăнчĕç.

Юлашкинчен пурте актовăй зала пухăнса мероприятие пĕтĕмлетрĕç. Спикерсене тав хучĕсемпе чысларĕç.

Елена АНИСИМОВА

Добавить комментарий

АРХИВ МАТЕРИАЛОВ

Май 2024
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
29 30 1 2 3 4 5
6 7 8 9 10 11 12
13 14 15 16 17 18 19
20 21 22 23 24 25 26
27 28 29 30 31 1 2

КАЛЕНДАРЬ ПРАЗДНИКОВ

Яндекс.Метрика