Тухăçлă та çитĕнÿллĕ çул

Категория: ПУБЛИКАЦИИ Опубликовано: 20.02.2024, 14:01 Просмотров: 94

Вăрнар муниципаллă округ территорийĕнче 69 культура учрежденийĕ: Вăрнарти культура çурчĕ, историпе краеведени музейĕ, Вăрнарти тĕп библиотека тата ялти 37 клуб учрежденийĕпе 28 ял библиотеки.

2023 çулта культура мероприятийĕсем юбилейлă датăсемпе тата Педагогпа наставник ?Раççейре%, Телейлĕ ачалăх ?Чăваш енре% çулталăкĕсен ячĕпе иртнĕ, вĕсене, тĕпрен илсен, вĕрентекенсене, наставниксене, ачасене халалланă.

2023 çулхи февралĕн 4-мĕшĕнче Вăрнарти культура çуртĕнче Педагогпа наставник тата Телейлĕ ачалăх çулталăкĕсене торжествăлла лару-тăрура уçни ытти чылай интереслĕ мероприятисемпе тĕрлĕрен фестивальсемпе конкурссене старт панă. Çак уйăхрах культура çурчĕн сцени çинче чăваш халăх инструменчĕсемпе вылякан республикăри тата округри чи лайăх 15 коллектив куракансене хăйсен ăсталăхĕпе паллаштарнă. Гала-концерта пирĕн ентеше - Раççей Федерацийĕн тата Чăваш Республикин культурăн тава тивĕçлĕ ĕçченне, композитора, чăваш халăх музыка инструменчĕсене ăсталанă Владимир Антонович Михайлова - халалланă.

Пĕлтĕр илемлĕ пултарулăх коллективĕсем округ, республика тата Раççей шайĕнче иртнĕ тĕрлĕ фестивальсемпе конкуссене хутшăннă, пĕрремĕш вырăнсене тата Хисеп хучĕсене çĕнсе илнĕ.

Республикăри «Тăван çĕршыв юррисем» фестивальте «Хорсем» номинацире «Вăрнар ен» ветерансен хорĕ ?ертÿçи Чăваш Республикин культурăн тава тивĕçлĕ ĕçченĕ Валерий Шакртов% 2 степеньлĕ лауреат, «Шĕнер ен» ансамбль ?ертÿçисем Олег Семенов, Роза Константинова% 3 степеньлĕ лауреат пулса тăнă. «Юрăпа ташă ансамблĕсем» номинацире «Тивлет» халăх ансамблĕ ?ертÿçи Алина Евдокимова% 1-мĕш вырăн йышăнса гран-при çĕнсе илнĕ.

«Санар» коллективĕн гармонисчĕсем Архангельск хулинчи «Гармоничная Россия» фестивале хутшăннă. Ансамбле Архангельск облаçĕн культура министрĕн тата Новодвинск хула округĕн пуçлăхĕн Тавĕсемпе чысланă. Кушар Юнтапари культура çурчĕ çумĕнчи «Алтăр çăлтăр» арçынсен ансамблĕ ?ертÿçи Александр Иванов% Краснодар крайĕнче «Русская гармонь на Азовском море» Пĕтĕм Раççейри халăх пултарулăхĕн фестивалĕнче 24 коллектив хушшинче чи лайăххи пулнă, гран-при çĕнсе илнĕ.

Сентябрь уйăхĕнче «Санар» тата «Алтăр çăлтăр» фольклор коллективĕсем Киров облаçĕнче «Вятские-хватские» гармонистсен фестивалĕнче Вăрнар округĕн тата Чăваш Республикин ячĕсене тивĕçлĕ хÿтĕленĕ, гран-при тата 1 степеньлĕ лауреат дипломне тивĕçнĕ.

Вăрнарти историпе краеведени музейĕн ĕçĕ-хĕлĕ нумай енлĕ. Пĕтĕмпе пĕлтĕр 19 курав, 116 экскурсипе 11 мастер-класс ирттернĕ кунта. Вăрнарти чукун çул вокзалĕнче кĕтмелли залра йĕркеленĕ «Вокзал-музей» проекта шкул ачисемпе пассажирсем, вĕсене ăсатса яракансем, ытти куракансем те хапăлласах йышăнчĕç. Музей заведующийĕ - Чăваш Республикин культурăн тава тивĕçлĕ ĕçченĕ Елена Шарипова куравсене çĕнетсех тăрать. Кунта художниксен картинисемпе, ачасен ÿкерчĕкĕсемпе, интереслĕ сăнÿкерчĕксемпе паллашма пулать. Краеведени музейĕн фондĕнче 1288 экспонат шутланать. Вĕсене пурне те Раççей Федерацийĕн патшалăхăн электронлă каталогне кĕртнĕ.

Вăрнарти тĕп библиотекăра, ăна «Культура» наци проекчĕпе килĕшÿллĕн модернизациленĕ хыççăн, ĕçлĕ тĕлпулусем тата çавра сĕтелсем иртеççĕ. Вулакансен йышĕ те палăрмаллах ÿснĕ. Вăл хальхи пурнăç стандарчĕсене туллин тивĕçтерет. Округри библиотекăсен кĕнеке фончĕ çулсерен çĕнелсе пырать. Пĕлтĕр вулавăшсем 11992 экземплярпа пуянланнă.

Ачасен пултарулăхне, талантне пуренлĕн уçса аталантарас ĕçре Вăрнарти ача-пăча искусство шкулĕн тÿпи пысăк. Кунта 473 ача ?2024 çулхи январĕн 1-мĕшĕ тĕлне% фортепиано, халăх инструменчĕ, хор, хореографи, пĕтĕмĕшле эстетика тата ÿнер уйрăмĕсенче ăс пухать. Воспитанниксемпе педагогсем тĕрлĕ шайри конкурссемпе фестивальсене активлă хутшăнаççĕ. Раççей Федерацийĕн ÿнерçĕ-педагогсен професси ăсталăхĕн регионсем хушшинчи курав-конкурсĕнче Надежда Андреева 3 степеньлĕ дипломант ятне тивĕçнĕ. Пĕтĕм Раççейри «Престиж» фестиваль-конкурсра преподавательсен «Кантилена» вокал ансамблĕ тата ÿнер уйрăмĕн заведующийĕ Елена Есенцева 3 степеньлĕ лауреат, Зоя Поповапа Алена Алексеева преподавательсен дуэчĕ 2 степеньлĕ лауреат пулнă.

Округри культура учрежденийĕсем тата вĕсен ĕçченĕсем республикăра та чи лайăххисен шутĕнче. Пĕлтĕр Чăрăш Ишекри культура çурчĕ ?заведующийĕ Олег Семенов% «Ялти чи лайăх культура çурчĕ» номинацире, Светлана Антонова ?Çĕньял Хапăсри библиотека% «Ял библиотекин чи лайăх ĕçченĕ» номинацире çĕнтерÿçĕсен йышне кĕнĕ. Кăçал çак учрежденисене субсиди парса пулăшĕç.

Округри культура учрежденийĕсен пурлăхпа техника никĕсне çирĕплетес тĕлĕшпе те пысăк ĕç пурнăçланă. Пĕлтĕр «Муниципаллă культура учрежденийĕсене тăвасси ?юсаса çĕнетесси% тата модернизацилесси» программăпа Калининăри культура çуртне 11368,9 пин тенкĕлĕх тĕпрен юсаса çĕнетнĕ.

«Единая Россия» партин «Вырăнти культура çурчĕ» проекчĕпе Мăн Явăшри культура çуртĕнче 2126 пин тенкĕлĕх юсав ĕçĕсем ирттернĕ: алăксене, ташă залне, картлашкана, фойене çĕнетнĕ, электричество системине улăштарнă. Чăрăшкас Хирлепри тата Ярмушкари культура çурчĕсем валли 1234,3 пин тенкĕлĕх сасă аппаратури, музыка инструменчĕсем, сцена çине тухмалли костюмсем туяннă. Çак программăпах кăçал Санарпуçĕнчи культура çурчĕн тăррине çĕнетме, Енĕшри культура çуртне юсама, Çавалкасри культура çуртне модернизацилеме палăртнă. «Культура» нацпроектăн «Культура аталанăвĕ» программипе Уйкас Кипекре çĕнĕ культура çурчĕ хăпартмалла.

Оксана СЕМЕНОВА

Добавить комментарий

АРХИВ МАТЕРИАЛОВ

Май 2024
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
29 30 1 2 3 4 5
6 7 8 9 10 11 12
13 14 15 16 17 18 19
20 21 22 23 24 25 26
27 28 29 30 31 1 2

КАЛЕНДАРЬ ПРАЗДНИКОВ

Яндекс.Метрика