Министрпа – уçă калаçу

Категория: ПУБЛИКАЦИИ Опубликовано: 20.02.2024, 14:02 Просмотров: 81

Эрнекун Чăваш ен ял хуçалăх министрĕ Сергей Артамонов вăрнарсемпе ирттернĕ тĕл-пулура республикăри агропромышленность комплексĕн, яллă тăрăхсен аталанăвне тĕплĕн тишкерчĕ.

Вăрнар округĕнчи аграри секторĕн ÿсĕм-çитĕнĕвне палăртнă май çитменлĕхĕсене те кăтартрĕ. Тĕрлĕ ведомствăсен представителĕсем те сăмах илчĕç, отрасль аталанăвĕпе паллаштарчĕç.

Вăрнар ен малта пыракан технологисене çул парассипе, пушă выртакан çĕрсене пусă çаврăнăшне кĕртессипе ăнăçлă ĕçлесе пыракан округсенчен пĕри. Паллах, усă курмасăр выртакан лаптăксем пур-ха. Вĕсене ? 389 га% ĕçе кĕртсен уй-хир продукцине ытларах туса илме пулĕ. Хальлĕхе Вăрнар округĕнче ял хуçалăх таварĕсен производстви пĕр процент чакнă.

Çураки çывхарать. Кондициллĕ вăрлăх республикăра 78 процент пулсан, Вăрнар округĕнче - 90 процент. Раççей ял хуçалăх центрĕн вырăнти уйрăмĕн ĕç-хĕлне лайăх хак пачĕç. Специалистсем аграрисем паха вăрлăх акса хăварччăр тесе тимлеççĕ, тĕштырăсене тĕплĕн тĕрĕслеççĕ.

Агропром организацийĕсенчи ĕç укçи енĕпе пирĕн округ, 21 муниципалитет хушшинче, рейтингра - 6-мĕш йĕркере. Ĕç çыннисен вăтам шалăвĕ 37 пин тенкĕрен иртет. Сергей Артамонов чи пысăк кăтартăва та тĕслĕх вырăнне илчĕ. Улатăр округĕнчи аграри предприятийĕсенче тăрăшакансене вăтамран 51 пин тенкĕ ытла тÿлеççĕ. Аграри отраслĕнчи чи пĕчĕк кăтарту вăрмарсен. Шалу - 26 пин тенкĕ.

Сергей Геннадьевич ял хуçалăх предприятийĕсен, фермер хуçалăхĕсен ертÿçисемпе специалисчĕсен ыйтăвĕсене хуравларĕ. Аграрисене тырă хакĕ йÿнелни, сарă ылтăна сутасси кăткăсланни, «хут ĕçĕ» чăрмантарни тата ытти те пăшăрхантарать. Министр ака структурине çĕнетмеллине палăртрĕ. Тупăш кÿрекен культурăсене çитĕнтерме сĕнчĕ. Тĕслĕхрен, çу кăларакан ÿсентăрана туянакансем ытларах. Тĕштырра йÿнĕ хакпа сутасран выльăх-чĕрлĕх урлă кăларни вырăнлăрах мар-и/ Çакăн пек шухăш та каларĕç ял хуçалăх министрĕпе йĕркеленĕ ĕçлĕ тĕлпулура. Субсидие тивĕçсен укçа-тенке тĕплĕн тĕрĕсленине, патшалăх нухрачĕпе тĕллевлĕ усă курмаллине Сергей Геннадьевич тепĕр хут асилтерчĕ.

«Самозанятый» йышне кĕнисене мĕнлерех пулăшупа тивĕçтерни пирки халăхра ăнлантару ĕçне вăйлатма та хушрĕ министр. Вăрнарсен пуçаруллă инвестици проекчĕсем енĕпе те рейтингра çÿлерех çĕкленмелле. Округ администрацийĕн пуçлăхĕ Надежда Никандрова задачăсене пурнăçлассипе тăрăшма шантарчĕ.

Пĕрчĕллĕ тата пăрçа йышши культурăсене мĕнле инфекци ерни, ытларах хăш чирсем тĕштырра сиенлени пирки Раççей ял хуçалăх центрĕн Чăваш енри филиалĕн ертÿçи Сергей Павлов каласа кăтартрĕ.

Чăваш ен Патшалăх Канашĕн депутачĕсем Владимир Свешниковпа Роман Алексеев çĕршывра пысăк событи - Раççей Президенчĕн суйлавĕ - çывхарнине асилтерчĕç, çула çитнĕ граждансен хăйсен тивĕçне туллин пурнăçламаллине çирĕплетрĕç.

Сергей Артамонов Вăрнарти аш-какай комбинатĕнчи ĕç коллективĕпе те тĕл пулчĕ, яллă тăрăхсен аталанăвĕпе çыхăннă ыйтусене сÿтсе яврĕ.

Елена ПОРФИРЬЕВА

Добавить комментарий

АРХИВ МАТЕРИАЛОВ

Май 2024
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
29 30 1 2 3 4 5
6 7 8 9 10 11 12
13 14 15 16 17 18 19
20 21 22 23 24 25 26
27 28 29 30 31 1 2

КАЛЕНДАРЬ ПРАЗДНИКОВ

Яндекс.Метрика