Çивĕч ыйтусем нумай

Категория: ПУБЛИКАЦИИ Опубликовано: 22.02.2024, 14:02 Просмотров: 84

Черетлĕ отчетлă пуху Вăрманкас территори пайĕнче иртрĕ. Мăньял Хапăсри культура çуртне ял халăхĕ йышлă пуçтарăнчĕ.

Территори пайĕн пуçлăхĕ Иван Афанасьев 2023 çулхи ĕçсене пĕтĕмлетрĕ. Чи çивĕч ыйтусенчен пĕри - демографи лару-тăрăвĕ. Вăрманкас, Мăньял Хапăс тата Катăш ялĕсенчи 714 пÿртрен 259-шĕнче пурăнмаççĕ. Уйрăмах Катăш ялĕнче пушă çуртсем чылай. Ытти çĕрти пекех территори пайĕнче вилекенсем çуралакансенчен темиçе хут нумайрах. Пĕтĕмпе ку тăрăхра 1083 çын пурăнать.

2023 çулта Вăрманкасри Советская урамĕнчи тата Катăшри Тĕп урамри çулсене юсаса çĕнетнĕ. Кăçал Мăньял Хапăсри Çÿçелĕх урамĕнчи çула тата çак урампа Тĕп урам хушшинчи кĕпере юсама палăртнă.

Территори пайĕнче икĕ гидротехника сооруженийĕ вырнаçнă: Вăрманкасра тата Мăньял Хапăсра. Иккĕшĕ те вĕсем аварийлĕ. Çак плотинасене йĕркене кĕртес ыйтупа Чăваш Республикин Çутçанталăк министерствине тухнă, анчах хальлĕхе майлă хурав пулман.

Вырăнта обществăлла организацисен уйрăмĕсем активлă ĕçлеççĕ: ветерансен, хĕрарăмсен, инвалидсен канашĕсем тата вĕрентÿ ĕçченĕсен профсоюзĕ. Кашни ялтах старостăсене суйланă. Мăньял Хапăсра ку тивĕçсене Владимир Петрова шанса панă. Палăртса хăвармалла, унăн ĕçне пысăка хурса хакланă, пухура ăна Вăрнар муниципаллă округ пуçлăхĕн Тав çырăвĕпе чысларĕç.

Пĕлтĕр ноябрь уйăхĕнче Вăрманкас ял территорийĕнче округра пĕрремĕш ТОС йĕркелесе регистрациленĕ. Унăн председательне Владислав Лукина суйланă. Обществăлла хăйтытăмлăхăн çак тĕсĕ чылай ыйтăва татса пама çăмăллăх кÿмелле. Округ пуçлăхĕн заместителĕ Сергей Петров ТОС йĕркелени вырăнти ял халăхĕн пурнăç пахалăхне лайăх енне улăштарассине, патшалăх çак енпе курăмлă пулăшмаллине палăртрĕ. Пуçаруллă бюджет программине активлăрах хутшăнма чĕнсе каларĕ. Пĕлтĕр округри 33 проект ĕçе кĕнĕ. Хăшпĕр терртори пайĕсенче ку енĕпе питĕ хастар тимлеççĕ. Мăньял Хапăсра вара ку программăпа пурнăçланакан ĕçсем пулман.

«Вурнарский» пай пуçлăхĕн заместителĕ Иван Квасов округра регистрациленĕ преступленисем пирки каларĕ, телефон мушенникĕсен серепине çакланасран яланах сыхă пулмаллине асăрхаттарчĕ.

Ял халăхĕн влаç представителĕсем патне ыйтусем нумай пулчĕç. Тăван тăрăхшăн, ăна хăтлăрах тăвассишĕн кунта чылайăшĕн чунĕ ыратни палăрчĕ. Чĕрре кĕрсех вĕсем çивĕч ыйтусене сÿтсе яврĕç. Вĕсенчен пĕри - ялти пĕвесене тасатса тăрасси. «Вĕсем пушар хăрушсăрлăхне тивĕçтермелли тĕп çул-йĕрсенчен пĕри. Çавăнпа та пĕвесене йĕркене кĕртесси чи пĕрремĕш задачăсен шутĕнче пулмалла», - палăртрĕ асăрхав тата профилактика ĕç-хĕлĕн районти уйрăмĕн пуçлăхĕ Алексей Петров. Пăртас ялĕ чиккинчи пĕве пирки те хĕрÿ калаçу пулчĕ. Унти çĕрсене арендăна панă. Пĕвине вара камăн пăхса тăмалла/

Çÿçелĕх урамĕнче пурăнакансем те хăйсен чун пăшăрханăвне пытармарĕç. Ыйтусем тĕттĕм вăхăтра çутăпа тивĕçтересси тата çул-йĕре юсаса çĕнетесси пирки пулчĕç. Пушар е васкавлă медицина машинисене кунта кĕрсе тухма чăрмавлă.

Пухура аслă ÿсĕмрисем кăна мар, çамрăксем те хастар пулчĕç. Овражная урамра пурăнакансем çула юртан япăх тасатнипе кăмăлсăр.

- Пĕтĕм ĕçе пĕр çын кăна тăрăшнипе пурнăçлама май çук. Пурин те пĕрле, кашнин яваплăха туйса тăрăшмалла. Çапла майпа кăна ÿсĕм-çитĕнÿ тума, çивĕч ыйтусене татса пама, пурнăç пахалăхне ÿстерме май килĕ, - пĕтĕмлетрĕ пухăва округ пуçлăхĕн заместителĕ Сергей Петров.

Оксана СЕМЕНОВА

Добавить комментарий

АРХИВ МАТЕРИАЛОВ

Май 2024
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
29 30 1 2 3 4 5
6 7 8 9 10 11 12
13 14 15 16 17 18 19
20 21 22 23 24 25 26
27 28 29 30 31 1 2

КАЛЕНДАРЬ ПРАЗДНИКОВ

Яндекс.Метрика