Мухтавлă ĕçĕпе хисепе тивĕçнĕ

Категория: ПУБЛИКАЦИИ Опубликовано: 22.02.2024, 14:02 Просмотров: 84

Чун туртнипе вĕрентекен. Халăх хушшинче пысăк чыс-хисеп çĕнсе илнĕ педагог. Çак сăмахсене тивĕçлипех Енĕшре пурăнакан Любовь Ивановна Нестерова пирки калама пулать. 32 çул ытла вăл хăйĕн пурнăçне ачасене вĕрентес, тĕрĕс воспитани парас ĕçе халалланă.

Любовь Ивановна 1937 çулта Уравăш ялĕнче нумай ачаллă çемьере çуралнă. Çичĕ ачаран чи асли пулнă май, пĕчĕкренех ĕç çумне çыпçăнса ÿснĕ. Амăшĕ Екатерина Ивановна Киров ячĕллĕ колхозра пахчаçимĕç ÿстерекен бригадăра вăй хунă. Ăна пулăшма ачи-пăчи те çăвĕпех уй-хирте тăрăшнă. Вăрçă чарăннă çул пĕчĕк хĕрпĕрчи Уравăш шкулĕнчи 1-мĕш класа кайнă. Кунта виçĕ çул ăс пухнă хыççăн çемье Канаш хулине куçнă. Ашшĕ - Иван Николаевич Николаев - Канашри вакун юсакан заводра вăй хунă.

«Вăл вăхăтра поездсем çине билетсем сутмастчĕç. Атте пире ялтан хулана тавар пуйăсĕсен вакунĕсен тăррине лартса каятчĕ, эпир тăрпасене ыталаса пыраттăмăр», - асаилÿ çăмхине сÿтет Любовь Ивановна.

1955 çулта вăл Канашри 2-мĕш шкултан лайăх паллăсемпе вĕренсе тухнă. Учитель пулас ĕмĕт ăна Шупашкарти педагогика институтне илсе çитернĕ. 1960 çулта физикăпа математика факультетне вĕренсе пĕтерсе алла диплом илнĕ маттур пике.

Педагогикăри пĕрремĕш утăмсене Канаш районĕнчи Ямашри шкулта тунă Любовь Ивановна. Шкул директорĕ Петр Яковлевич дисциплина енчен çирĕп ыйтнă. Вăл тата кунта ĕçлекен ытти вĕрентекенсем пулăшнипе, хавхалантарнипе çамрăк учительница профессире пиçĕхсе çирĕпленнĕ.

1963 çултан пуçласа тивĕçлĕ канăва тухичченех Енĕшри шкулта вăй хунă. Физикăпа математика учителĕнче, директорăн заместителĕнче тата шкул директорĕнче ырми-канми тăрăшнă. «Ĕçленĕ вăхăтра йывăрлăхĕсем те, пысăк ÿсĕм-çитĕнĕвĕсем те пулнă, паллах. Шкул çуртне хутса ăшăтма та, учительсем валли те вутă çителĕклĕ хатĕрлемеллеччĕ, хуçалăхри ытти ыйтусене те вăхăтра татса памаллаччĕ», - аса илет халĕ Любовь Ивановна.

Çăмăл пулман, анчах нихăçан та пуçа усман пултаруллă педагог. Шкул пурнăçĕ вара вĕресе кăна тăнă вăл вăхăтра. Мĕн тĕрлĕ спорт мероприятийĕсене, викторинăсемпе конкурссене хутшăнман пулĕ вĕренекенсемпе! Шкулта Совет Союзĕн Геройĕн С.И.Илларионовăн ячĕпе хисепленекен пионер дружинине йĕркеленĕ. Республикăри пионер отрячĕсен ăмăртăвĕнче Енĕшри пĕр отряд çĕнтерÿçĕсен йышне лекнĕ. Районта чи пĕрремĕшсен шучĕпе «Артек» лагерьте каннă. «Пионер сасси», «Хатĕр пул», «Çамрăк коммунист» хаçатсемпе журналсем ирттерекен викторинăсенче яланах пĕрремĕшсен ретĕнче пулнă вĕренекенсем. «Орленок», «Артек», «Дружба», Ульяновск хулинчи туристсен лагерĕсенче канса сывлăхĕсене çирĕплетнĕ.

Мăшăрĕпе - Виктор Нестерович Нестеровпа - Любовь Ивановна тăван шкултах паллашнă. 1962 çулхи май уйăхĕнче çамрăк учительница Ямашри шкултан класĕпе пĕрле Енĕше В.И.Ленин музейне экскурсине килнĕ. Пĕр-пĕрне пĕрре курсах килĕштернĕ çамрăксем. Виçĕ уйăхран пĕрлешсе çирĕп çемье чăмăртанă, 5 ача çуратса çитĕнтернĕ. Шел, аслă ывăлĕн ĕмĕрĕ кĕске пулнă. Çамрăк каччă 17-ре сарăмсăр пурнăçран уйрăлнă. Лариса хĕрĕ Шупашкарта тĕпленнĕ, Чăваш Республикин аслă судйинче тимлет. Сергей ывăлĕ те тĕп хулара пурăнать, электрикре вăй хурать. Тăваттăмĕш ачи - Юрий - паянхи кун Мускава ĕçлеме çÿрет. Салтакра службăра тăнă вăхăтра вăл ту çинчи Карабахри, кайран Чечняри хирĕçтăрусене хутшăннă. Кĕçĕнни - Андрей - Канашра ветеринари лабораторийĕн заведующийĕнче тăрăшать.

61 çул пĕр-пĕрне çур сăмахранах ăнланса, хуйхи-суйхине, телей-савăнăçне пĕрле пайласа пурăннă хисеплĕ мăшăр. Пĕлтĕр Виктор Нестерович йывăр чире пула ĕмĕрлĕхех куçне хупнă. Каласа хăвармалла, вăл та пысăк чыслă-сумлă, пултаруллă педагог пулнă. «Раççей Федерацийĕн халăха вĕрентес ĕç отличникĕ», «Чăваш Республикин халăх академикĕ» ятсене, тĕрлĕ шайри нумай Хисеп хучĕсене тивçнĕ. Нумай çул Енĕшри шкулта ачасене физика, математика предмечĕсемпе ăс панă. Вăл ертсе пынипе Енĕш шкулĕн ачисем хăй вăхăтĕнче шашка-шахмат енĕпе районта яланах пĕрремĕш пулнă, республикăра та призерсен йышĕнчен кайман. Педагогикăри ĕç стажĕ 52 çул ытла. Выпускникĕсем ăна яланах ырăпа кăна аса илеççĕ.

Чунри йывăр суран нихăçан та тÿрленсе çитес çук. Ачисем, мăнукĕсем пурри, вĕсен иксĕлми юратăвĕпе тимлĕхĕ, ял-йыш хисепĕ кун-çул сукмакĕпе малалла та çирĕпĕн утăмлама вăй-хал кÿрет Любовь Ивановнана. Пурнăç уттинчен юлмасть вăл. Округри, республикăри, çĕршыври хыпарсемпе кăсăкланать, территори пайĕнче иртекен мероприятисене активлă хутшăнать.

Оксана СЕМЕНОВА

Добавить комментарий

АРХИВ МАТЕРИАЛОВ

Май 2024
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
29 30 1 2 3 4 5
6 7 8 9 10 11 12
13 14 15 16 17 18 19
20 21 22 23 24 25 26
27 28 29 30 31 1 2

КАЛЕНДАРЬ ПРАЗДНИКОВ

Яндекс.Метрика