Сывлăх – пуянлăх

Категория: ПУБЛИКАЦИИ Опубликовано: 22.02.2024, 14:03 Просмотров: 90

 «Сывлăх сыхлавĕ» наци проектне пурнăçа кĕртсе 2019 çултанпа Вăрнар округĕнче 10 çĕнĕ фельдшерпа акушер пункчĕ уçăлнă. Куçса çÿрекен «Медицинский» сиплевпе диагностика комплексĕ туяннă. 22 ФАП-ра çĕнĕ электрокардиографпа та дефибрилляторпа усă кураççĕ.

Пĕтĕмĕшле врач практикин 4 уйрăмĕнче, 2-мĕш поликлиникăн çуртĕнче, пĕр медпунктра, ача-пăча уйрăмĕнче тĕплĕ юсав ĕçĕсем туса ирттернĕ. Кăçалхи пĕрремĕш кварталта пĕтĕмĕшле врач практикин офисĕ, икĕ медпункт хута кайĕç. Вăрнар район тĕп больницин тĕп тухтăрĕ Сергей Илюткин çирĕплетнĕ тăрăх, тата тепĕр врач офисĕн строительстви пуçланмалла. «Сывлăх сыхлавĕ» наци проекчĕпе килĕшÿллĕн тĕп больницăра врачсемпе фельдшерсен ĕç вырăнĕсене автоматизациленĕ. Сиплев учрежденийĕсенче 242 компьютер, нумай функциллĕ 16 система.

Яллă тăрăхсенче вырнаçнă медпунктсенче компьютерсем пулни фельдшерсене тĕп больницăри специалистсемпе çыхăнма пулăшать. Информаци технологийĕсен аталанăвне пула электронлă медкартăсене çырасси ансатланать.

Автопарка йăлтах пуянлатнă. Санитари пулăшăвĕпе тивĕçтермелли 7 автомобиль: пĕри - «Ларгус», виççĕшĕ - «Нива» тата виççĕшĕ - «Лада Гранта».

Сывлăх - чи хаклă пуянлăх. 2019-2023 çулсенче диспансеризаци тата профилактика тĕрĕслевĕсем чухне çынсенне пĕрремĕш хут 100-е яхăн усал шыçă, 102 сахăр диабечĕ, 600 ытла чĕрепе юн тымарĕсен чирĕсене тупса палăртнă. Санитари авиацийĕпе усă курса 6 пациента эвакуациленĕ, пахалăхлă медицина пулăшăвĕпе тивĕçтернĕ.

«Сывлăх сыхлавĕ» наци проекчĕн тĕп енĕсенчен пĕри - чĕрепе юн тымарĕсен чирĕсемпе кĕрешесси. Округра пурăнакансене пуç мимин юн çаврăнăшĕ пăсăлнипе аптранисене, шалкăм çапнисене эмелпе тÿлевсĕрех тивĕçтереççĕ. Палăртмалла, 2020 çулта эмеле 75 пациент илнĕ-тĕк, 2021 çулта çăмăллăхлă майпа тивĕçнисем 132-ĕн, 2022 çулта - 204-ăн, 2023 çулта 217-ĕн пулнă.

Кадрсем пĕтĕм ыйтăва татса параççĕ, теççĕ. Вăрнар округĕн сывлăх сыхлавĕн системинче 377 çын ĕçлет, çав шутра 50 тухтăр, кирлинчен 84,9 :, 185 вăтам медицина персоналĕ ?91,9 :%. «Земство тухтăрĕ» программăпа Вăрнар район тĕп больницине 2012 çултанпа 28 врач ĕçе килнĕ. Хальхи вăхăтра 14 тухтăр тăрăшать. Юлашки 4 çулта хирург тата пĕтĕмĕшле практика врачĕ хăйсен тивĕçне тĕп больницăра пурнăçлама тытăннă.

Тĕллевлĕ вĕрентÿ майĕпе специальность илнĕ 3 тухтăр, 5 медсестра ĕçе килнĕ. Хальхи вăхăтра 2 врач тата 4 медсестра тăрăшаççĕ.

Добавить комментарий

АРХИВ МАТЕРИАЛОВ

Май 2024
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
29 30 1 2 3 4 5
6 7 8 9 10 11 12
13 14 15 16 17 18 19
20 21 22 23 24 25 26
27 28 29 30 31 1 2

КАЛЕНДАРЬ ПРАЗДНИКОВ

Яндекс.Метрика