Хăюлăхĕпе хастарлăхĕ ĕмĕрлĕх упранĕ

Категория: ПУБЛИКАЦИИ Опубликовано: 22.02.2024, 14:03 Просмотров: 91

Тăван çĕршывшăн, тĕрĕслĕхшĕн пурнăç-ланă паттăрла ĕçсем нихăçан та манăçа тухмаççĕ. Тăван çĕре хăюллăн хÿтĕлесе пурнăçĕсене шеллемен паттăрсен ячĕсем те çывăх çыннисен, мĕнпур ентешĕн астăвăмĕнче чĕрĕ упранаççĕ. Вĕсен хастарлăхĕпе çирĕплĕхĕ вара ыттисемшĕн чăн патриотлăх тĕслĕхĕ пулса тăраççĕ.

Кив Шуртанти Ардалион Чернов салтакăн ячĕ те ятлă-чыслă çĕршыв хÿтĕлевçисен ретĕнче. Тулли мар мобилизаци пуçлансан, 2022 çулхи октябрĕн 27-мĕшĕнче, вăл, хăйĕн тивĕçне ăнланса, çар çыннисен йышне кĕнĕ. Ентешĕсен, пирĕнтен кашнин хÿтĕлевне харсăррăн тăнă. 2-мĕш комендант взвочĕн 1-мĕш комендант уйрăмĕн регулировщикĕ пулнăскер, ятарлă çар операцийĕн çапăçăвĕсене хутшăннă. Ума лартнă çар задачине хăюллăн пурнăçласа ĕнтĕ Ардалион Чернов пĕлтĕрхи май уйăхĕн 27-мĕшĕнче паттăрла пуçне хунă. Раççей Президенчĕн Указĕпе ăна çапăçу хирĕнче хастарлăх кăтартнăшăн Хăюлăх орденĕпе наградăлама йышăннă.

Тунтикун вара Чăваш Республикин çар комиссарĕ Бахтиăр Холиков сумлă наградăна ĕмĕрлĕх упрама Ардалионăн ашшĕпе амăшне Степан Алексеевичпа Марина Ильиничнана пачĕ. Торжествăлла церемони округ администрацийĕн ЗАГС пайĕнче иртрĕ. Çар комиссарĕ пирĕн ентеш активлă гражданла позициллĕ çамрăк, çарти юлташĕсемшĕн çирĕп тĕрев, çĕршывăн чăн-чăн патриочĕ пулнине палăртрĕ, йывăр çухатăва чăтса ирттерме тÿсĕмлĕх сунчĕ.

Чăваш ен Пуçлăхĕн Олег Николаевăн, республикăн Патшалăх Канашĕн, Вăрнар округĕн администрацийĕн ятĕнчен Степан Алексеевичпа Марина Ильиничнана тивĕçлĕ ывăлшăн муниципаллă округ ертÿçи Надежда Никандрова тав турĕ. Ăшă сăмахсемпе салтакăн ашшĕпе амăшне Йĕпреç тата Вăрнар районĕсен çар комиссарĕ Альберт Афанасьев тата Кĕçĕн Кипек территори пайĕн пуçлăхĕ Сергей Волков та хавхалантарчĕç. Ардалиона пĕлнисем вăл лайăх ывăл, тăрăшуллă вĕренекен, шанчăклă юлташ, ырă çын пулнине, çакăн пекех ĕмĕр асра юлассине каларĕç.

Ирина ЯКОВЛЕВА

Добавить комментарий

АРХИВ МАТЕРИАЛОВ

Май 2024
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
29 30 1 2 3 4 5
6 7 8 9 10 11 12
13 14 15 16 17 18 19
20 21 22 23 24 25 26
27 28 29 30 31 1 2

КАЛЕНДАРЬ ПРАЗДНИКОВ

Яндекс.Метрика