ПОСЛЕДНИЕ КОММЕНТАРИИ

Добро пожаловать на сайт Вурнарской районной газеты "Путь победы"

Канăва усăллă ирттерччĕр

Категория: ПУБЛИКАЦИИ Опубликовано: 12.05.2018 09:23 Просмотров: 32

Наркомани текен усал пулăмран çамрăксем аякра тăччăр, сывă пурнăç йĕрки вара норма пулса тăтăр – çак тĕллеве пурнăçласси районта çирĕп тимлĕхре. Район ертÿлĕхĕпе йĕрке хуралĕн органĕсен енчен те, вĕрентÿпе культура, медицина учрежденийĕсен енчен те. Вĕренÿрен ирĕклĕ çуллахи каникул çитсе пынă май, ыйту пушшех çивĕч.

Ачасен сиенлĕ йăласемпе çыхланма кăмăл та, вăхăт та ан пултăр тесе вĕсен канăвне усăллă тата интереслĕ ирттерме майсем тумалла. Ку ыйтăва наркотиксене хирĕçле комиссин черетлĕ ларăвĕнче те анлăн сÿтсе явнă. Вĕрентÿпе çамрăксен политикин пайĕн пуçлăхĕ Денис Трофимов пĕлтернĕ тăрăх, шкулсем çумĕнче сывлăха çирĕплетекен, ĕçпе кану лагерĕсем уçăлĕç, çавăн пекех район тулашĕнчи лагерьсенче те активлă, кăсăклă канма май пулĕ. Палăртнă тăрăх, сывлăха çирĕплетессине шкул ÿсĕмĕнчи мĕнпур ачаран 58,9 процентне (3504 çынна) явăçтармалла.

Июнĕн 26-мĕшĕ наркоманипе кĕрешмелли пĕтĕм тĕнчери кун пулнă май, ун йĕркипе ирттермелли профилактика мероприятийĕсен планне те çирĕплетнĕ. Çамрăксемпе тĕл пулса уççăн калаçни, спортпа туслаштарни, сывă пурнăç йĕркипе çыхăннă конкурссем, наркотиксен аркатуллă вăйне кăтартакан фильмсем... – ку мероприятисене районти мĕнпур ачапа çамрăка явăçтарма тĕллев тытнă. Вĕсене йĕрке хуралĕн, медицина сотрудникĕсем, çамрăксем хушшинче авторитетлă çынсем хутшăнĕç. Наркотиксемпе çыхăннă преступленисем çинчен информацие пĕлтерме, пулăшу ыйтма «вĕри лини» телефонĕсем ĕçлĕç.

Каникул вăхăтĕнче хулара пурăнакан е вĕренекен çамрăксем ялсене йышлă килеççĕ. Вĕсем те тимлĕхре пулмалла, çамрăксем каçхине пухăнакан, наркотиклă е психотроплă ытти веществосене сарма пултаракан вырăнсене асăрхавран кăлармалла мар. Çавăнпа та ял-поселок поселенийĕсен пуçлăхĕсене полици сотрудникĕсемпе пĕрмаях çыхăну тытма сĕннĕ «Вурнарский» пай пуçлăхĕн заместителĕ – полици пуçлăхĕ Дмитрий Фирсов.

Наркотиклă ÿсентăран хăй тĕллĕн çитĕнекен вырăнсене тупса палăртассипе пĕрле ĕçлемеллине те, пушă хуçалăхсенче е ытти çĕр участокĕсем çинче ку ÿсентăрана юриех лартса тăвакансем пирки информацие çийĕнчех полици пайне пĕлтермеллине те палăртнă. Ял çыннисене вара участокри уполномоченнăйсем хутшăннипе ирттерекен пухусенче наркотиклă ÿсентăраншăн пырса тивекен явап çинчен ăнлантармалла.

Ирина ЯКОВЛЕВА.

Добавить комментарий

Яндекс.Новости

АРХИВ МАТЕРИАЛОВ

Май 2018
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
30 1 2 3 4 5 6
7 8 9 10 11 12 13
14 15 16 17 18 19 20
21 22 23 24 25 26 27
28 29 30 31 1 2 3

КАЛЕНДАРЬ ПРАЗДНИКОВ