Çаврăнăша чараççĕ

Категория: ПУБЛИКАЦИИ Опубликовано: 12.05.2018, 09:24 Просмотров: 429

Раççейре футбол вăййипе тĕнче чемпионачĕ иртнĕ май, РФ Президенчĕн пĕлтĕрхи май уйăхĕн 9-мĕшĕнчи указĕпе килĕшÿллĕн, Мускав, Санкт-Петербург хулисенче, Тутарстан тата Мордови Республикисенче, Краснодар крайĕнче, Волгоград, Чулхула, Свердловск тата Калининград облаçĕсенче кăçалхи май уйăхĕн 25-мĕшĕнчен июлĕн 25-мĕшĕччен хĕçпăшал çаврăнăшне чараççĕ.

Çавна май Раççейĕн ку субъекчĕсене хĕçпăшалпа (çав шутра харпăр хăйне хÿтĕлеме усă кураканнисемпе те) кĕрсе çÿреме юраманнине асăрхаттаратпăр. Çÿлерех асăннă субъектсенчи тĕрĕслевсем вăхăтĕнче тупса палăртнă пăшалсене тата патронсене туртса илеççĕ те июлĕн 26-мĕшĕ хыççăн кăна тавăрса параççĕ.

РФ Правительствин 814-мĕш йышăнăвĕпе çирĕплетнĕ Правилăсен 59-мĕш пункчĕпе килĕшÿллĕн, Раççей гражданĕсен харпăрлăхри пăшалпа патронсене пурăнакан вырăнта вĕсен сыхлавне тата хăрушсăрлăхне тивĕçтерекен мĕнпур условисене пăхăнса упрамалла. Пăшалсемпе патронсене çăрапа питĕрĕнекен сейфсенче, сейфлă шкафсенче е ятарлă металл шкафсенче, уйрăмах çирĕп материалтан тунă е тимĕрпе çапса тухнă йывăç ещĕксенче тытмалла, вĕсен çывăхне ытти çынсене яма юрамасть.

Хĕçпăшалпа патронсене упрас, илсе çÿрес тата тĕп тăвас правилăсене пăснăшăн РФ КоАП-ĕн 20.8-мĕш статйин 4-мĕш пайĕпе 500–2000 тенкĕ административлă штраф хума палăртнă е пăшала туянма, упрама, илсе çÿреме паракан правана 6 уйăхран çулталăкчен туртса илме пултараççĕ.

Гражданин шалти ĕçсен органĕ панă лицензипе туяннă пăшала вăхăтра регистрацилемерĕ-тĕк, ăна упрама е илсе çÿреме панă лицензисен перерегистраци вăхăтне пăсрĕ-тĕк, çавăн пек урăх вырăна пурăнма куçнипе пăшала учета тăратмалли йĕркене уямарĕ-тĕк, çакăн пирки асăрхаттараççĕ е 1–3 пин тенкĕ штраф тÿлеттерме пултараççĕ.

Тĕрлĕрен ыйтусемпе çак телефонсемпе шăнкăравлама юрать: 8(83537)2-67-05, (8352)24-37-51, 24-37-52, 24-37-53.

Росгвардин Чăваш Республикинчи пайĕн лицензипе

ирĕк паракан уйрăмĕ.

Добавить комментарий

АРХИВ МАТЕРИАЛОВ

Апрель 2024
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
1 2 3 4 5 6 7
8 9 10 11 12 13 14
15 16 17 18 19 20 21
22 23 24 25 26 27 28
29 30 1 2 3 4 5

КАЛЕНДАРЬ ПРАЗДНИКОВ

Яндекс.Метрика