Манмаççĕ

Категория: ПУБЛИКАЦИИ Опубликовано: 12.05.2018, 09:24 Просмотров: 704

Ярмушка ял тăрăхĕнче вăрçăра вилнисене асăнса кашни ялтах палăк лартнă. Хăшĕсем, иртнĕ ĕмĕрте тунăскерсем, ишĕлме те пуçланă. Çавна шута илсе Ярмушка ял администрацийĕ май килнĕ таран палăксене çĕнетме тăрăшать.

Нумаях пулмасть Кивçурт Мăратра та палăка çĕнетрĕç. Киввине малтанах пăсрĕç. Вак кирпĕче вара ял варрине турттарчĕç. Унпа пĕве çывăхĕнчи çула юсаса тикĕслерĕç. Андриян Лаврентьев килти техникăна тапратса тухрĕ. Вăл тракторпа тĕрлĕ ĕç пурнăçларĕ. Сăваплă ĕçрен ял çыннисем те пăрăнса юлмарĕç. Валерий Николаев, Иван Николаев, Радий Никитин, Владимир Ильин, Геннадий Леонтьев, Олег Козлов, Рюрик Лаврентьев, Валерий Алексеев, Андрей Павлов, Александр Георгиев хастарлăхпа палăрчĕç. Çамрăксенчен Максим Федоров тăрăшулăх кăтартрĕ.

Ĕçе йĕркелекенĕ клубра нумай çул вăй хунă Роза Алексеева пулчĕ. Вăл мăшăрĕпе – Валерий Алексеевичпа пилĕк ачана кун çути парнеленĕ, пурнăç çулĕ çине кăларнă. Тивĕçлĕ канура пулин те, ял таврашĕнче иртекен пĕр ĕçрен те юлмасть.

Мирлĕ пурнăçшăн çапăçса пуçĕсене хунă салтаксен ячĕпе вара 20-мĕш хут ăмăрту иртнĕ. Мала тухнисем «Гвардеец» спорт клубĕн членĕсен парнисене тивĕçнĕ.

Юрий КОРНИЛОВ.

Добавить комментарий

АРХИВ МАТЕРИАЛОВ

Апрель 2024
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
1 2 3 4 5 6 7
8 9 10 11 12 13 14
15 16 17 18 19 20 21
22 23 24 25 26 27 28
29 30 1 2 3 4 5

КАЛЕНДАРЬ ПРАЗДНИКОВ

Яндекс.Метрика