Чаплăн иртрĕ

Категория: ПУБЛИКАЦИИ Опубликовано: 12.05.2018, 09:25 Просмотров: 516

Кивçурт Енĕшре Аслă Çĕнтерÿ кунне чыслă кĕтсе илчĕç. Уявччен маларах пирĕн ялта вăрçă паттăрне Совет Союзĕн Геройне Степан Илларионович Илларионова асăнса районти спорт ăмăртăвĕ иртрĕ.

Май уйăхĕн 9-мĕшĕнче çĕнтерÿçĕсене халалласа лартнă палăк умĕнче митинг пулчĕ. Ялти хисеплĕ ватă – Чăваш Республикин тава тивĕçлĕ агрономĕ Николай Алексеев питĕ анлă доклад турĕ, кивçурт-енĕшсен вăрçă çулĕсенчи ĕçĕсене, çĕнтерĕве хывнă тÿпине аса илтерчĕ.

Уяв паллă пулăмпа асра юлчĕ – Çĕнтерÿ кунĕнче С.И.Илларионова асăнса лартнă чул палăк умне Белоруссирен ун вилтăпри çинчен илсе килнĕ çĕре хучĕç.

Хыççăн клубра Светлана Алексеева культорганизатор хатĕрленипе концерт пулчĕ. Ачасем çав тери чаплă номерсемпе савăнтарчĕç. Чăн-чăн уяв туса пачĕç вĕсем.

Нина ГРИГОРЬЕВА.

Добавить комментарий

АРХИВ МАТЕРИАЛОВ

Апрель 2024
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
1 2 3 4 5 6 7
8 9 10 11 12 13 14
15 16 17 18 19 20 21
22 23 24 25 26 27 28
29 30 1 2 3 4 5

КАЛЕНДАРЬ ПРАЗДНИКОВ

Яндекс.Метрика