Ĕç ветеранĕсем хушăннă

Категория: ПУБЛИКАЦИИ Опубликовано: 19.05.2018, 08:52 Просмотров: 466

«Чăваш Республикинчи ĕç ветеранĕсем çинчен» саккунпа килĕшÿллĕн кăçалхи тăватă уйăхра «Чăваш Республикин ĕç ветеранĕ» ята районти 21 çынна панă.

Халăха социаллă хÿтлĕх паракан пайĕнчен пĕлтернĕ тăрăх, ку ята пула социаллă мера пулăшăвĕпе паян 972 çын усă курать: уйăхсеренхи 1100 тенкĕ тÿлеве илсе тăрать тата вырăнти телефон çыхăнăвĕн абонент линийĕн хакĕн 50 проценчĕшĕн компенсацие тивĕçет.

«Чăваш Республикин ĕç ветеранĕ» хисеплĕ ята арçынсене 42 çул та 6 уйăх, хĕрарăмсене 37 çул та 6 уйăх стаж пуррисене параççĕ.

Добавить комментарий

АРХИВ МАТЕРИАЛОВ

Апрель 2024
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
1 2 3 4 5 6 7
8 9 10 11 12 13 14
15 16 17 18 19 20 21
22 23 24 25 26 27 28
29 30 1 2 3 4 5

КАЛЕНДАРЬ ПРАЗДНИКОВ

Яндекс.Метрика