Йышпа ĕç ăнать

Категория: ПУБЛИКАЦИИ Опубликовано: 19.05.2018, 08:53 Просмотров: 429

Ялти хăтлăх хамăртан килни пуриншĕн те паллă. Çавăнпа çуркунне, юр ирĕлсе пĕтсен, ял халăхĕ субботнике тухать.

Кăмашра пурăнакансем туслă та пĕр шухăшлă пулнине ялта иртнĕ пĕрлехи ĕç çирĕплетсе пачĕ. Мăн Турхан ял тăрăхĕн депутачĕ Владимир Иванов пуçарăвĕпе йĕркеленĕ субботникре тĕрлĕ çулсенчисем тăрăшрĕç. Акă Валентин Николаев 80-ра пулин те килте ларма шутламан, урама тирпей-илем кĕртме тухнă. Çамрăксенчен Сергей Зайцевпа Александр Егоров хастарлăх кăтартрĕç. Пĕртăван Максимовсем те тăрăшулли палăрчĕ. Арçынсем кĕпер юсарĕç пулсан, хĕрарăмсем тасалăхшăн тимлерĕç. Субботникре йывăçсем те лартрĕç.

Кăмаш ялĕ 90 килтен тăрать. Кунта пурăнакансем пĕр-пĕринпе туслă. Çавăнпа урама илем кĕртме те йышпа тухрĕç.

К.ЮРЬЕВ.

Добавить комментарий

АРХИВ МАТЕРИАЛОВ

Апрель 2024
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
1 2 3 4 5 6 7
8 9 10 11 12 13 14
15 16 17 18 19 20 21
22 23 24 25 26 27 28
29 30 1 2 3 4 5

КАЛЕНДАРЬ ПРАЗДНИКОВ

Яндекс.Метрика