Музей – аталану шкулĕ те

Категория: ПУБЛИКАЦИИ Опубликовано: 19.05.2018, 08:53 Просмотров: 452

Ĕнер, май уйăхĕн 18-мĕшĕнче, пĕтĕм тĕнчипех Музейсен кунне паллă турĕç. Вăрнарти историпе краеведени музейĕ те çак ятпа ÿнер тусĕсем валли тĕрлĕ мероприятисем йĕркелерĕ.

Шкул ачисем педагогика ветеранĕ, тава тивĕçлĕ учителĕ Тамара Александровна Алексеева ертсе пынипе Виктор Васнецовăн ÿкерчĕкĕсем тăрăх юмах тĕнчине ыткăнчĕç, пултаруллă ÿнерçĕ, РФ культурăн тава тивĕçлĕ ĕçченĕ Владимир Антонович Михайлов авалхи музыка инструменчĕсемпе вылянипе киленчĕç. Каç енне музей директорĕ Елена Шарипова пухăннисемпе управçă пуканесем çĕлессипе мастер-класс ирттерчĕ.

Тĕрĕссипе, Елена Ивановна вăрнарсене историпе, культурăпа, ÿнерпе туслаштарас тесе çав тери пысăк ĕç пурнăçлать. Тĕрлĕ интереслĕ куравсем илсе килнисĕр пуçне çулталăкне кунта мĕн тĕрлĕ проект пурнăçланмасть-ши; Кăçал ав Аслă Çĕнтерÿ кунĕ тĕлне кăна миçе пулчĕç вĕсем – Геройсен ячĕллĕ урамсем тăрăх çуран экскурсисем, «Чăматанри музей», чукун çул вокзалĕнчи курав тата ытти те.

Пĕлтĕр район юбилейĕ, Вăрнар станцине пĕрремĕш поезд килнĕренпе 100 çул çитнĕ тĕле кăсăклă мероприятисем иртрĕç.

Ку тата ытти вун-вун проект-курав-экскурсие Елена Шарипова ачасене явăçтарма тăрăшни пĕлтерĕшлĕ. Кĕçĕннисем «Точка на карте – моя Родина» проекта хытă кăмăллаççĕ. Краеведени объекчĕсем тăрăх çÿреве тухса ăс-тăна та çивĕчлетеççĕ, тавракурăма та анлăлатаççĕ.

Çак ĕçсем музей аваллăх «лаççи» пулнине çеç мар, аталану шкулĕ пулнине те çирĕплетсе параççĕ. Кунта музей директорĕн Елена Шарипован тÿпи çав тери пысăк.

Светлана ЧИКМЯКОВА.

Добавить комментарий

АРХИВ МАТЕРИАЛОВ

Апрель 2024
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
1 2 3 4 5 6 7
8 9 10 11 12 13 14
15 16 17 18 19 20 21
22 23 24 25 26 27 28
29 30 1 2 3 4 5

КАЛЕНДАРЬ ПРАЗДНИКОВ

Яндекс.Метрика