Мы Вконтакте Мы в Одноклассниках Мы в Telegram

ПОСЛЕДНИЕ КОММЕНТАРИИ

РЕКЛАМА И ОБЪЯВЛЕНИЯ

Ĕçчен çынна ял савать

Категория: ПУБЛИКАЦИИ Опубликовано: 19.05.2018, 08:53 Просмотров: 430

Мăн Явăшри Петр Александрович Александрова сăнран пăхсан утмăлтан иртнĕ теме çук, çамрăкрах курăнать, тăлпам кĕлеткине йăрăс тытма тăрăшать. Хура çÿçне тĕллĕн-тĕллĕн кĕмĕл тĕс çапнă. Çăра, хура куç харшийĕсем айĕнчен пăхакан хăмăр куçĕсем вăл ырă кăмăллă, сăпайлă, пысăк туйăмлă çын пулнине çирĕплетеççĕ.

Вăл тÿрĕ те яка сукмакпа сахал утса курнă, нуши-асапне нумайрах тутанма тивнĕ. Темĕнле йывăр пулсан та, Петр нăйкăшман, малалла талпăннă. Таçти вырăна та çитсе курма, темĕнле ĕçе те кÿлĕнсе пăхма тивнĕ ăна. Норильскра бетон хывнă, Тюмень облаçĕнче тырпул çитĕнтернĕ, Шупашкарта тимĕрпе бетон заводĕнче çурт-йĕр купаланă, тăван ялĕнче 16 çул тракторист пулса ĕçленĕ.

– Пурнăçра мĕн чăтса ирттермерĕм пулĕ, кам кăна пулса ĕçлемерĕм-ши, – пÿрнисене хуçсах шутлама пуçларĕ кил хуçи. – Киномеханик, телемастер, электромонтер профессийĕсене алла илтĕм. Ватлăхри канăва тухиччен Çĕмĕрлери ЭТУС-ăн Вăрнарти çыхăну цехĕнче ĕçлерĕм, – терĕ Петр Александрович.

Çарта хĕсметре пулнă хыççăн Петр Александров ялти чи хитре те ĕçчен хĕре Надежда Васильевнăна качча илнĕ. Шупашкарти медицина училищинчен вĕренсе тухнă хыççăн Надежда Вăрнарти ачасен санаторийĕнче сестрара ĕçленĕ. Тюмень облаçне куçса кайсан та Надежда Васильевна юратнă профессийĕпе сывпуллашман, ача çуратмалли больницăра вăй хунă. Пĕр вăхăт хăй çуралнă ялĕнчи çĕнĕ больницăра медицина сестринче ĕçленĕ.

Александровсем пĕр ывăлпа пĕр хĕр пăхса çитĕнтернĕ. Мĕн акатăн – çавă шăтать тенешкел, ашшĕпе амăшĕ сывлăхлă, пултаруллă, ĕçчен ачисене пурнăç çулĕ çине кăларнă май, вĕсене пĕчĕклех ĕçе юратма, таса чун-чĕреллĕ пулма вĕрентнĕ. Кĕвĕçÿ, курайманлăх, мăнкăмăллăх туйăмĕсем вĕсен черчен чĕрисенче калăпланман. Пачах урăхла: çынсене ырă тăвас, вăй хурса пурнăçа малалла тăсас тĕллев-ĕмĕтлĕ ачисем. Алевтина, амăшĕ пекех, тухтăр профессине суйласа илнĕ, сывлăх хуралĕнче сыхă тăрать. Тăвай район çыннисем ăна ырăпа çеç асăнаççĕ. Женя ывăлĕ хĕсметрен таврăннă хыççăн Хапăс хĕрĕпе çемье çавăрчĕ. Ашшĕпе амăшĕн таса, хĕрÿллĕ туйăм çути çĕнĕ çемьере кунсерен ялкăшса, чунсене илем кÿрсе çунма пуçларĕ.

Инкек пĕччен çÿремест тенешкел, вăл Александровсен кил-çуртне те манса хăварман. Мăшăрĕ, Надежда, йывăр чирленĕскер, упăшки ытамĕнчех вилсе кайни халĕ те ун асĕнчех.

– Чăтма çуралнă-тăк, чăтмаллах, тÿсмеллех, мĕн курмаллине курмаллах. Турă пÿрнинчен иртеймĕн. Тĕрĕслĕхе, чăнлăха, ĕçченлĕхе ытларах юрататăп. Çав лайăх енсене хамăн ачасемпе мăнуксенче калăплама тăрăшатăп, – хăйĕн чĕрери туйăмĕсене çиеле кăларма тăрăшрĕ Петр Александрович, пархатарлă, йывăр та тумхахлă çулне аса илнĕ май.

Çакăн пек çынсем çĕр çинче ытларах пулсан пурăнма та çăмăл пулĕччĕ. Нумай-нумай çул пурăн, Петр Александрович. Ĕмĕрÿ вăрăм пултăр, санăн ырă чуну ыттисене ăшă туйăм, иксĕлми вăй-хал, виçесĕр хавхалану парса тăтăр.

Владимир МОСКВИН.  

Добавить комментарий

Яндекс.Новости

АРХИВ МАТЕРИАЛОВ

Май 2022
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
25 26 27 28 29 30 1
2 3 4 5 6 7 8
9 10 11 12 13 14 15
16 17 18 19 20 21 22
23 24 25 26 27 28 29
30 31 1 2 3 4 5

КАЛЕНДАРЬ ПРАЗДНИКОВ

Яндекс.Метрика