Мы Вконтакте Мы в Одноклассниках Мы в Telegram

ПОСЛЕДНИЕ КОММЕНТАРИИ

РЕКЛАМА И ОБЪЯВЛЕНИЯ

Чăваш ен уява хатĕрленет

Категория: ПУБЛИКАЦИИ Опубликовано: 19.05.2018, 08:54 Просмотров: 339

Правительство çуртĕнче Чăваш ен Министрсен Кабинечĕн Председателĕ Иван Моторин ертсе пынипе Республика кунне хатĕрленсе ирттерес енĕпе ĕçлекен йĕркелÿ комитечĕн ларăвĕ иртнĕ.

ЧР Министрсен Кабинечĕн Председателĕн заместителĕ – ЧР экономика аталанăвĕн министрĕ Владимир Аврелькин пĕлтернĕ тăрăх, республика уява экономикăри çитĕнÿсемпе кĕтсе илет. Республика кунĕ тĕлне В.И.Чапаев ячĕллĕ заводра, Муркаш районĕнчи «Çеçпĕл» пĕрлĕхре, Шупашкарти «Чăвашторгтехника» пĕрлешÿре çĕнĕ производствăсем уçма палăртнă.

Республикăн патшалăх уявне халалланă мероприятисен шутне çавăн пекех министр çурла уйăхĕн пуçламăшĕнче ирттерме йышăннă «Атăл-Янцзы» канашĕн виççĕмĕш ларăвне кĕртнĕ. Ăна Шупашкар экономика форумĕ вырăнне йĕркелеме палăртнă. Министр кăçал «Регионсем – чикĕсĕр ĕçтешлĕх» курава çĕнĕлле ирттерме йышăннине каланă. 25-мĕш выставкăна Хĕрлĕ тÿремре йĕркелĕç. Курав лапамĕсене экономикăн тĕрлĕ отрасльне шута илсе пайлĕç: «Промышленноç», «Сывлăх сыхлавĕ», «Строительство» тата ытти те. Çакă курма килекенсемшĕн меллĕ пулĕ.

Республика кунĕ тĕлне йĕркелеме йышăннă пысăк мероприятисен шутĕнче – Предпринимательсен кунне халалланă уяв, «Росатом» патшалăх корпорацийĕ Шупашкарта йĕркелекен конференци. Çĕртме уйăхĕн 23–24-мĕшĕсенче Атăл çыранĕнче Пĕтĕм тĕнчери XI фейерверк фестивалĕ иртĕ. Унта кăçал пилĕк команда хутшăнассине çирĕплетнĕ.

ЧР культура министрĕ Константин Яковлев пĕлтернĕ тăрăх, çулсерен иртекен «Руç ăстисем» конкурса кăçал Сĕнтĕрвăрри районĕнче уçма йышăннă. Пĕтĕмлетÿллĕ мероприяти çĕртме уйăхĕн 24-мĕшĕнче тĕп хулари заливра иртĕ. Конкурса хутшăнакансем «Ăстасен хулинче» ăсталăх класĕсем ирттерĕç. «Раççей çăлкуçĕсем» фестивале хутшăнакансем те малтан хăйсен пултарулăхĕпе республика районĕсенче пурăнакансене паллаштарĕç, ăсталăх класĕсем ирттерĕç, халăхпа тĕл пулĕç. «Ку меслете ăнсăртран суйласа илмен, – терĕ Константин Яковлев. – Çапла майпа республикăри ял-хулара пурăнакансем те Чăваш енре пысăк уяв иртнине туйса илме, унта хутшăнма пултарĕç».

Çирĕпленнĕ йăлапа çĕртме уйăхĕн 23-мĕшĕнче Пĕтĕм чăвашсен Акатуйĕ пулĕ. Унта регионсенчен килнĕ чăвашсен пултарулăх ушкăнĕсем юрă-ташăпа савăнтарĕç. Тепĕр кунне Хĕрлĕ тÿремре Чăваш енри ачасен пĕрлештернĕ хорĕ, 1000 ытла çынран тăраканскер, юрлĕ.

Уяв кунĕсенче тĕп хула та илемленсе улшăнĕ. Шупашкар хула администрацийĕн пуçлăхĕн ЖКХ ыйтăвĕсемпе ĕçлекен заместителĕ – ЖКХ управленийĕн пуçлăхĕ Владимир Филиппов çирĕплетнĕ тăрăх, баннерсемпе пĕлтерÿсене вырăсла тата чăвашла хатĕрлеме палăртнă, тĕп урамсене, Хĕрлĕ тÿреме наци символикиллĕ чечек композицийĕсемпе ландшафт конструкцийĕсем вырнаçтарĕç. Республика кунĕ тĕлне çавăн пекех тĕп урамри çулсене юсаса хăтлăлатассине вĕçлеме палăртнă.

Красноармейски районĕ Республика кунĕпе çыхăннă тĕп мероприятисен лапамĕ пулса тăрĕ. Çавна май унта та хатĕрленÿ ĕçĕсем хĕрсех пыраççĕ. Район администрацийĕн пуçлăхĕ Александр Кузнецов пĕлтернĕ тăрăх, уяв кунĕсенче Именкасси ялĕнче ФАП, «Юмах» ача-пăча хули уçма, район энциклопедийĕн презентацине, «Акатуй» ирттерме йышăннă. Хальхи вăхăтра Красноармейскинчи çулсене юсаççĕ, обществăлла вырăнсене тирпей-илем, хăтлăх кĕртеççĕ.

Иван Моторин ларăва пĕтĕмлетнĕ май Чăваш Республикин тĕп патшалăх уявне çÿллĕ шайра ирттерессишĕн пĕтĕм вăя хумаллине, Чăваш енре пурăнакан кашни çынна уяв кăмăлĕ парнелессишĕн тăрăшмаллине палăртнă.

Добавить комментарий

Яндекс.Новости

АРХИВ МАТЕРИАЛОВ

Май 2022
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
25 26 27 28 29 30 1
2 3 4 5 6 7 8
9 10 11 12 13 14 15
16 17 18 19 20 21 22
23 24 25 26 27 28 29
30 31 1 2 3 4 5

КАЛЕНДАРЬ ПРАЗДНИКОВ

Яндекс.Метрика