Юрă-ташăра та ăста

Категория: ПУБЛИКАЦИИ Опубликовано: 26.05.2018, 09:32 Просмотров: 414

Пушар сÿнтерекенсемпе çăлавçăсем, шутласан, юрă-ташăран вуçех аякра пек. Анчах çак çирĕп, чăтăмлă маттурсем хушшинче те илемлĕ пултарулăхра чун киленĕçне тупакансем нумай. Юрă-ташă службăра та пулăшуçă, теççĕ вĕсем.

Çакна сăмахпа мар, хăйсен çитĕнĕвĕсемпе çирĕплетеççĕ. Ахальтен мар Вăрнарти 27-мĕш пушарпа çăлав чаçĕн команди МЧС-ăн республикăри Тĕп управленийĕ йĕркеленĕ смотр-конкурсăн кустри тапхăрĕнче çĕнтерÿçĕ ятне çĕнсе илнĕ. Вăл Çĕрпÿ хулинче май уйăхĕн 18-мĕшĕнче иртнĕ. Темиçе район коллективĕсем хушшинче ăсталăхĕпе вăрнарсене çитекенсем пулман. Çĕнтерÿре, чăннипе, сотрудниксен кăна мар, вĕсен çывăх çыннисен те тÿпи пысăк. Пултарулăх ушкăнне юрра-ташша маттур мăшăрĕсем, ачисем хавхаланса хутшăннă.

Кустри тупăшура мала тухнă вăрнарсем çапла майпа смотр-конкурсăн финал сцени çине тухма тивĕçнĕ. Кунсерен репетицисенче ăсталăха якатни сая кайман – Шупашкарти финалта та Вăрнарти пушарпа çăлав чаçĕн пултарулăх коллективĕ призлă вырăна йышăнма пултарнă. Мĕнпур номинацисен пĕтĕмĕшле кăтартăвĕсемпе вĕсем – республикăра виççĕмĕшсем.

Номинацисем вара тĕрлĕрен – хор юрри, фольклор номерĕ, Аслă Çĕнтерÿ кунне халалланисем, ача-пăча пултарулăхĕ тата ыттисем. Кашнинчех пирĕн «артистсен» номерĕсем çÿллĕ шайра пулнă. Жюри йышĕнче МЧС-ăн республикăри управленийĕн представителĕсемпе пĕрлех конкурсантсене РФ Культура тава тивĕçлĕ ĕçченĕ Ю.Кудаков композитор та хакланă. Вăрнарсем вĕсене номерсен хăйнеевĕрлĕхĕпе, костюмсен илемĕпе, таланчĕсен пуянлăхĕпе тĕлĕнтернĕ. Çĕнтерÿçĕсене, вăл шутра – Вăрнарти 27-мĕш чаç командине те – управлени пуçлăхĕн заместителĕ Юрий Антонов саламланă, дипломсемпе тата парнесемпе хавхалантарнă. Номинацисенче мала тухнисене те уйрăммăн чысланă.

Ирина ЯКОВЛЕВА.

Добавить комментарий

АРХИВ МАТЕРИАЛОВ

Апрель 2024
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
1 2 3 4 5 6 7
8 9 10 11 12 13 14
15 16 17 18 19 20 21
22 23 24 25 26 27 28
29 30 1 2 3 4 5

КАЛЕНДАРЬ ПРАЗДНИКОВ

Яндекс.Метрика