Наркотикпе усă курнăшăн

Категория: ПУБЛИКАЦИИ Опубликовано: 06.06.2018, 09:20 Просмотров: 435

2-мĕш суд участокĕн миравай судйи, Вăрнар район прокуратури хутшăннипе, поселокри 40-ри арçын тĕлĕшпе пуçарнă административлă ĕçе пăхса тухнă. Ăна саккуна пăсса наркотиксемпе усă курнăшăн айăпланă.

Суд палăртнă тăрăх, арçын хăйĕн килĕнчех наркăмăшлă хутăшпа ăсне минретнĕ. Вăл усă курнă веществона Раççейре тĕрĕслевре шутланакан наркотиклă тата психотроплă япаласен списокне кĕртнĕ.

Суд умне тăнă арçын хăйĕн айăпне тунман, туллин йышăннă.

Суд, прокурор пĕтĕмлетĕвне шута илсе, арçынна айăплă тесе йышăннă, 4000 тенкĕ административлă штаф хунă. Кунсăр пуçне,, больницăра диагностика тĕрĕслевĕ тата профилактика мероприятийĕсем витĕр тухма çирĕплетнĕ. Миравай судья йышăнăвĕ саккунлă вăя кĕнĕ.

Л.СПИРИДОНОВА,

Вăрнар район прокурорĕн помощникĕ

юстици кĕçĕн советникĕ.

Добавить комментарий

АРХИВ МАТЕРИАЛОВ

Апрель 2024
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
1 2 3 4 5 6 7
8 9 10 11 12 13 14
15 16 17 18 19 20 21
22 23 24 25 26 27 28
29 30 1 2 3 4 5

КАЛЕНДАРЬ ПРАЗДНИКОВ

Яндекс.Метрика