Ял пурнăçне юратсан...

Категория: ПУБЛИКАЦИИ Опубликовано: 06.06.2018, 09:21 Просмотров: 596

Пуканкассинчи Виктор Анисимовпа ял клубĕ умĕнче калаçса тăратпăр.

– Ял-йышпа туслă пурăнсан çеç пурнăç малалла каять. Пирĕн ялта çынсем пĕр-пĕрне лайăх ăнланаççĕ. Урăхла май килмест, мĕншĕн тесен йышпа тумалли ĕç тупăнсах пырать. Халăх пĕр шухăшлă пулса кар тăрса ĕçлесен мĕн палăртни пĕтĕмпех пулать, – терĕ Виктор Николаевич.

Вăл ял канашĕн председателĕ шутланать. Ăна обществăлла ĕçе тăватă çул каялла шанса панă. Ял-йыш суйласа çирĕплетнĕ те – унăн шанăçне пултарнă таран тÿрре кăларассишĕн вăй-хала шеллемесĕр тата вăхăта пăхмасăр тăрăшать 67-ри арçын.

– Пĕччен сурать – типсех пырать, халăх сурать – кÿлĕ пулать, теççĕ. Чăннипех те çапла. Акă кăçал ялта Тăван çĕршывăн Аслă вăрçинче вилнисене асăнса çĕнĕ палăк лартрăмăр. Клуб çывăхĕнчи картана та улăштартăмăр. Ку сăваплă ĕçе тума ял-йышран укçа-тенкĕ те кăштах пуçтарма тиврĕ. Халĕ акă клуб тĕлĕнчен иртсе çÿреме кăмăллă, – калаçма ÿркенмерĕ В.Анисимов.

– Сирĕн яла пырса кĕме те лайăх-çке, – шалти туйăма уçрăм эпĕ.

– Ял хушшипе пылчăк çăрса çÿренĕ вăхăт иртрĕ. Урамри çула асфальтпа витнĕрен йĕпе-сапа хăратмасть хальхи вăхăтра. Çынсене утса çÿреме тротуарĕ те пур. Пуканкасси çулсерен илемленсе пыни чуна савăнтарать. Шел пулин те, 2016 çулхи январьте клуба хупрĕç. Çавăн хыççăн культура учрежденийĕн алăкĕ çинчен пĕр вăхăт çăраççи татăлмарĕ. Çурт пушă ларсан юхăнса та кайĕ тесе шутларăмăр. Çав çулхи декабрь уйăхĕнче клубăн пысăках мар залĕнче тимĕр кăмака вырнаçтарса лартма май килчĕ. Ăна Вăрнарта ятарласа тутарттартăм. Хамăн кĕсьери укçа-тенкĕне те шеллемерĕм, – калаçăва тăсрĕ Пуканкасси ял çынни. Виктор Николаевич клуба кĕрсе курма сĕнчĕ. Хирĕçлемерĕм, паллах. Шалта бильярд сĕтелĕ куç умне тÿрех лекрĕ. Шашка-шахматла тата доминолла выляма та вырăн пур.

– Бильярдпа кăçал Олег Фомин тивĕçтерчĕ. Уншăн ăна пысăк тав. Унччен ял арçынĕсем пушă вăхăтра клуба килсе шашка-шахматла е доминолла кăна вылятчĕç пулсан, мартранпа бильярдран та уйрăлмаççĕ. Хĕл кунĕсенче кăмакана вутăпа хутса ăшăтатпăр та, залра ларма та лайăх. Маларах тата хăшпĕр чÿречесене çĕнĕ кантăк лартрăмăр. Çитес кунсенче пĕчĕк зала йăлтах çĕнетесшĕн. Стенапа урай сăрлама вырăнти ял тăрăхĕн администрацийĕ сăрăпа тивĕçтерчĕ. ,çе пурнăçласан чÿрече çине кантăк карри çакасшăн. Тепĕр тесен, илемлĕх вăл ялан хăй патне туртать, – пĕлтерчĕ В.Анисимов.

Унпа тепĕр зала та кĕтĕмĕр. Варринче – теннисла вылямалли сĕтел. Сцена йĕркеллех, чаршавĕ те çакăнса тăрать.

– Пуканкасси клубĕ çумĕнчи фольклор ушкăнĕ хăй вăхăтĕнче «халăх» ятне те тивĕçнĕ. Коллектив ĕç-хĕлне тепĕр хут чĕртсе яма та хирĕç мар пултаруллă çынсем. Çавăн пекех ал ĕçне юратакансене пĕрле пуçтарăнса ларма та майсем туса парасшăн. Ĕмĕт-тĕллев пурнăçланасси пĕтĕмпех хамăртан килет.

Виктор Анисимов ку ялта çуралнă. Элĕк районĕнчи Ассакасси шкулĕнче 10 класс пĕтерсен колхоз ферминче скотникра ĕçленĕ. Çулталăкран çара кайнă. Салтакра рядовойран взвод командирĕн заместительне çитнĕ. Çĕршыв умĕнчи тивĕçе чыслăн пурнăçласа таврăнсан Калининăри училищĕре электрика вĕреннĕ. «Гвардеец» колхозра ĕçе пикенсен вăхăт нумай та иртмен, 2-мĕш бригадăн бригадирне çирĕплетнĕ. Ултă çултан ăна ку хуçалăхăн ертÿçине суйланă. Тилхепене сакăр çул алăран вĕçертмен. Унтан «Правдăра» зоотехникра тимленĕ. «Знамя» хуçалăха тăватă çул ертсе пынă. 1992 çулта Ярмушка ял тăрăхĕн председательне çирĕплетнĕ. 2000 çулччен яваплă ĕçре тăрăшнă. Ун хыççăн «Родник» хуçалăхăн управляющи тивĕçне пурнăçланă. Виктор Николаевич халăхпа ĕçлесе ăна витĕр курма, унăн шухăш-кăмăлне куçран пăхсах пĕлме хăнăхнă. Çавăнпах хастар арçынна ял канашĕн председательне суйланă. В.Анисимов тăрăшнипе пĕве хыçĕнчи каçăна тума пултарнă. Ялти çăлкуç таврашĕнчи вырăна та хăтлăх кĕртесшĕн. Çывăх вăхăтри пысăк ĕç вăл – июнĕн 16-мĕшĕнче ял уявне ирттересси. Хатĕрленÿ ĕçĕсене пуçăннă та ĕнтĕ.

Виктор Николаевич пĕр ял хĕрне Любовь Михайловнăна 1976 çулта качча илнĕ. Унтанпа шăкăл-шăкăл калаçса пурăнаççĕ. Мăшăр виçĕ ачана кун çути парнеленĕ. Халĕ килте иккĕшех. Ĕçе юратнăран килти хуçалăхра виçĕ ĕне тытаççĕ. Сурăхсем те йышлă.

В.Анисимов ял мĕнле пурăннине лайăх пĕлет. Ял çыннисемшĕн тăрăшассине мала хурать.

Юрий КОРНИЛОВ.

Добавить комментарий

АРХИВ МАТЕРИАЛОВ

Апрель 2024
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
1 2 3 4 5 6 7
8 9 10 11 12 13 14
15 16 17 18 19 20 21
22 23 24 25 26 27 28
29 30 1 2 3 4 5

КАЛЕНДАРЬ ПРАЗДНИКОВ

Яндекс.Метрика