Ачасене хÿтĕлесе

Категория: ПУБЛИКАЦИИ Опубликовано: 06.06.2018, 09:21 Просмотров: 455

Интернетпа усă курма пĕлмен шкул ачи паян çук та пулĕ, теприсем – кĕçĕнреххисем те ку енĕпе хытă ăнкараççĕ. Анчах вĕсем хăйсен пурнăçĕпе сывлăхне сиен, хăрушлăх кÿме пултаракан сайтсене кĕрсе кайни те тĕл пулкалать.

Федераци Канашĕн информаци обществине аталантарассипе ĕçлекен вăхăтлăх комиссийĕ Интернет сетĕнче ачасене хăрушсăрлăхпа тивĕçтерес тата аталантарас тĕллевлĕ мерăсем тĕлĕшпе методика сĕнĕвĕсене хатĕрленĕ.

Документри сĕнÿсем тĕрлĕ категориллĕ сайтсемпе сервиссене пырса тивеççĕ: «Интернетпа усă куракансем хушшинчи информаци ылмашăнăвĕ», «Информаци сайчĕсем», «Интернет-сервиссем», «Шырав системисем», «Ачасемшĕн чаруллă информаци ресурсĕсем».

«Сĕнÿсем кашни валли урăхла. Вĕсем çула çитменнисене сиенлĕ контентсенчен хÿтĕлессипе, функционаллă кнопкăсемпе тата ссылкăсен переченĕпе çыхăннă. Чи кирли – проект тĕрлĕ сайтсен хуçисемпе администраторĕсене ачасене хÿтĕлесе мĕн тумаллине тÿреммĕн сĕнет», – ăнлантарать Людмила Быкова сенатор.

«Проекта Раççей Çыхăну, Вĕрентÿ, Сывлăх сыхлавĕн министерствисен, Роскомнадзор, Роспотребнадзор, Следстви комитечĕн представителĕсем хутшăннипе сÿтсе явнă, ăна ырланă, хушма сĕнÿсем панă», – пĕлтереççĕ Раççей Федераллă Пухăвĕн Федераци Канашĕн официаллă сайтĕнче.

Хальхи вăхăтра сайтра «Обсуждение» разделта документа анлă сÿтсе явасси пырать. Харпăр хăй шухăшне Интернетпа усă куракан кашни çын пĕлтерме, сĕнÿсем пама пултарать, вăл шутра – обществăлла организаци, бизнес-структура представителĕсем те.

Светлана ЧИКМЯКОВА.

Добавить комментарий

АРХИВ МАТЕРИАЛОВ

Апрель 2024
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
1 2 3 4 5 6 7
8 9 10 11 12 13 14
15 16 17 18 19 20 21
22 23 24 25 26 27 28
29 30 1 2 3 4 5

КАЛЕНДАРЬ ПРАЗДНИКОВ

Яндекс.Метрика