Меллĕ те, хăрушсăр та

Категория: ПУБЛИКАЦИИ Опубликовано: 06.06.2018, 09:22 Просмотров: 434

«Тÿлевсене банк карттинчен йышăнатăр-и», «онлайн мелĕпе куçарма юрать-и» текен ыйтусене халĕ лавккасенче, столовăй-кафесенче, суту-илÿ центрĕсенче, пасарта ытларах та ытларах илтме тытăнтăмăр.

«Таваршăн, мĕнле те пулин ĕçшĕн е тивĕçтерÿшĕн алăран укçа тыттармасăр татăласси паян анлăн сарăлса пырать. Çынсем карточкăпа тÿлеме меллĕрех те ансатрах пулнине туяççĕ. Капла банкомат шыраса хăшкăлмалла мар, кассир «сдача» парайманран укçана ваклаттарма чупма та тивмест», – ăнлантарать Чăваш ен финанс министрĕн заместителĕ Валерий Иванов.

Укçасăр тÿлевсем хăвăрт пурнăçа кĕнине Раççей Банкĕн председателĕн пĕрремĕш заместителĕ Ольга Скоробогатова та палăртнă. «Статистика суйма памасть: çынсем банк карттисенчен укçана алла илнипе çыхăннă операцисен калăпăшĕ чакни сисĕнет. Çакă карттăсем тĕп тÿлев хатĕрĕ пулса тăнине пĕлтерет», – тенĕ вăл. Раççей Банкĕн даннăйсемпе, пĕлтĕр карттăсемпе пĕтĕмĕшле 63,4 трлн тенкĕлĕх 24 млрд операци ирттернĕ.

Валерий Иванов шухăшĕпе, пластик карттăсемпе усă курасси ÿсни банк организацийĕсем сĕнекен ятарлă программăсемпе те çыхăннă. Сăмахран, кэшбек текен система вăй илет – туянакана тавар хакĕн пайне счет çине бонус евĕр е укçанах тавăраççĕ. Нумай чухне – тавар мĕн чухлĕ хаклăрах, тавăрса паракан процентăн виçи те пысăкрах. Онлайн мелĕпе туяннă япала хакĕн пайне те каялла илме май пур – ятарлă интернет-кэшбек-сервиссенче регистрациленмелле кăна.

Миллионшар çын паян çак ресурссемпе усă курать, çапла майпа хăйсен тата çемье бюджетне перекетлет.

Укçасăр тÿлевсем лайăх та, анчах вĕсен хăрушсăрлăхне кам тивĕçтерет, тейĕ нумайăшĕ. Шулĕксем карттăсем çинчен укçа куçарса кайни çинчен пĕлтерÿсем тем чухлех-çке.

«Паллах, ултавçăсем çынсен тимсĕрлĕхĕ «пулăшнипе» хăйсен киревсĕр схемисене пурнăçлани тĕл пулать. Анчах кунашкал тĕслĕхсем, карттăсен пĕтĕмĕшле шучĕпе тата операцисен калăпăшĕпе танлаштарсан, шутлă. Преступниксене сирĕн енчĕке маршруткăра йăкăртма е отпускра чух сирĕн пушă хваттере çаратма çăмăлрах... Çухатнă карттăна вара тÿрех блокировка тумалла – укçа сыхă пулĕ», – палăртать Валерий Иванов, граждансене асăрхануллăрах пулма сĕнсе. Тĕп правилăсене пăхăнмалла кăна: банк карттине ют çынсене пама, унăн реквизичĕсене (уйрăмах – ПИН-кода) Интернетра кăтартма тата никама пĕлтерме юрамасть.

Экспертсем вара укçасăр тÿлевсем укçа çаврăнăшне уççăнрах тунине, «вăрттăн тÿлевсене» чакарнине çирĕплетеççĕ. Капла налуксем те уçăмлă, коррупци шайĕ те чакать, халăхăн финанс пĕлĕвĕ те анлăрах.

Ирина ЯКОВЛЕВА.

Добавить комментарий

АРХИВ МАТЕРИАЛОВ

Апрель 2024
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
1 2 3 4 5 6 7
8 9 10 11 12 13 14
15 16 17 18 19 20 21
22 23 24 25 26 27 28
29 30 1 2 3 4 5

КАЛЕНДАРЬ ПРАЗДНИКОВ

Яндекс.Метрика