Сĕт хакĕ хăпарĕ-ши?

Категория: ПУБЛИКАЦИИ Опубликовано: 06.06.2018, 09:22 Просмотров: 431

2017 çулхи çĕртме уйăхĕн 2-мĕшĕ тĕлне кил хуçалăхĕсенчен пуçтарнă сĕтĕн кашни килограмĕшĕн – 15–17, кăçалхи çĕртмен 1-мĕшĕ умĕн 11–12 тенкĕ кăна тÿленĕ (ЧР Ял хуçалăх министерстви пухнă информацирен).

Сутлăх хака нумай йÿнетнĕрен çав хуçалăхсем пурте тупăш çулталăк каяллахинчен чылай сахалрах илеççĕ. РФ ял хуçалăх министрĕн пĕрремĕш çумĕ Джамбулат Хатуов кăçалхи çу уйăхĕн 23-мĕшĕнче ирттернĕ онлайн-конференцире регионсен АПК-шăн яваплă ертÿçисене çĕршывра туса илекен «чĕрĕ сĕтĕн сутлăх хакĕ 18 тенкĕрен йÿнĕрех пулма пултараймасть, рынокра хăйĕн вырăнне тупса çирĕпленме тăрăшакан тавар туса илекене хÿтĕлемеллех, сутлăх хака йĕркелесси пирĕн пĕрлехи тĕллев пулса тăрать. АПКшăн яваплă çынсен ăна пурнăçа кĕртессишĕн Раççей Ял хуçалăх министерствин сĕнĕвĕсене туллин пурнăçламалла» терĕ.

РФ хăрушсăрлăх канашĕн секретарĕ, маларах Хăрушсăрлăх службин директорĕ пулнă Николай Патрушев ывăлĕ Дмитрий Патрушев Ял хуçалăх министерствине ертсе пыма тытăнсанах Мускавран регионсене çавнашкал хушу çитерни кăштах та пулин шанăç çуратать. Тен, патшалăх Чăваш ен пек регионсене пĕрремĕш сортлă чĕрĕ сĕтĕн сутлăх хакне тивĕçлĕ шая хăпартма пулăшĕ?

Добавить комментарий

АРХИВ МАТЕРИАЛОВ

Апрель 2024
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
1 2 3 4 5 6 7
8 9 10 11 12 13 14
15 16 17 18 19 20 21
22 23 24 25 26 27 28
29 30 1 2 3 4 5

КАЛЕНДАРЬ ПРАЗДНИКОВ

Яндекс.Метрика